г. Казань
Ноябрӗн 20-мӗшӗнчен пуçласа декабрӗн 4-мӗшӗччен ТР Ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министерстви выльăх тытакан харпăр хуçалăхсен тăкакӗн пӗр пайне саплаштарма субсиди памашкăн хушма заявкăсем йышăнать.
«Ӗмӗрсен ахрăмӗ çемье историйӗнче» (Эхо веков в истории семьи) фестивалӗн Пӗкӗлмере иртнӗ муниципаллă тапхăрне Петровка поселокӗнче пурăнакан Морозовсен пысăк çемйи те хутшăнчӗ.
Хаклă вулаканăмăрсем! 2025 çулăн 1-мӗш çур çулне хаçат-журнал çырăнас кампани вӗçлениччен пӗр уйăх ытларах кăна вăхăт юлчӗ. Ку çырăнтару кампанийӗнче те «Сувара» çырăнакансен хушшинче редакци акци ирттерет. Хальхинче те чаплă парнесем вылянтаратпăр. Тӗп парне — аэрогриль.
2019 çултанпа Тутарстанра мобильлӗ поликлиникăсем ӗçлеме пуçланин тӗллевӗ – инçетри ялсене, районăн тӗп больницинчен аякра лараканнисене медицина пулăшăвне парасси.
ПӖКӖЛМЕ çыннисем вырăнти пӗр пӗвере пӗччен акăша курсанах канлӗхе çухатнă. Мăшăрне çухатнă хыççăн (те браконьерсем тытнă, те тилӗ — паллă мар) вӗçен кайăк ниепле те кăнтăра вӗçсе каясшăн пулман.
0