Çырчаллинчи чăваш халăх ансамблӗпе ачасен «Путене» ушкăнӗ отчетлă концерта Тăван çӗршыв хӳтӗлевçисене халалларӗç
2025 çула Тутарстанра Тăван çӗршыв хӳтӗлевçин çулталăкӗ тесе палăртнă. Çырчаллинчи «Чӗкеç» халăх ансамблӗпе ачасен «Путене» ушкăнӗ те хăйсен отчетлă концертне çакна халалласа «Телей сана, Тăван çӗршывăм» ятпа ирттерчӗç. Пуш уйăхӗн 23-мӗшӗнче хулари Туслăх Çуртӗнче иртенпех уяв – Чăваш культура кунӗ. Сцена çинче артистсем хатӗрленеççӗ, фойере ал ӗç ăстисем С.А.Прокопьева, Т.М.Миронова, Ю.Е.Никифорова «Чăваш халăхӗн эткерлӗхӗ» курав йӗркеленӗ. Кунта авалхи тӗрленӗ алшăллисене, сурпансене, хушпу-тухьяпа чăваш пуканисене курма пулать.