News by date 21 June 2022
-
Вырăс Саркамăшӗ те асăну вырăнӗллӗ пулса тăчӗ
Пăва районӗнче пӗтнӗ ялсен вырăнӗнче асăну стеллилартас йăла вăй илсе пырать. Астăвăм проектне Ирек Зарипов ертсе пыракан Пăвасен ентешлӗхӗ пуçарнипе пурнăçа кӗртеççӗ. Çапла çу уйăхӗнче Чапăрлă ялӗн вырăнӗнче шурă стелла çӗкленсе ларчӗ, нумай пулмасть Кивӗ Пăрăнтăк çывăхӗнчи Вырăс Саркамăшӗ тӗлӗнче асăну вырăнӗ турӗç.
-
Каснă хӗресе пула район пуçлăхӗн вырăнӗнчен кайма тивнӗ
Сăлтавӗ – вăл вилтăпри çинчи хӗрес мăсăльмансен тесе шутланакан масарăн хӗрринче вырнаçса çул çинчен курăнса тăнинче пулмалла.
-
Наци проекчӗпе Тутарстанра Йошкар-Ола – Ешӗлвар çулăн участокне М7 трасса таранах юсаса çӗнетӗç
Хусантан Шупашкара икӗ çулпа кайма пулать. Пӗри – Çӗрпӳ урлă выртакан Мускав çулӗ, анчах та унта машина нумай. Тепри – Марий Эл вăрманӗсем урли – инçерех, анчах унта машинасем сахалтарах. Пӗлтӗр икӗ çул çинче те кӗперсене юсатчӗç, çавна кура машинăсем капланса ларни çул вăхăтне самай пысăклататчӗ. Кăçал та çул юсавӗсӗр иртмест пулмалла.
-
Поезд пăрăнса иртсе каяймасть
Хусанта поезд арçынна таптаса кайни пирки транспорт çинчи Следстви Комитечӗ тӗрӗслев пуçланă