Ухсая вуланă хыççăн
Чăваш халăх поэчӗн Ухсай Яккăвӗн пултарулăхӗ, асамат кӗперӗ пекех, нумай тӗрлӗ тӗспе çиçсе тăрать. Лирикăра, драматургипе прозăра, публицистикăпа критикăра - литературăн кирек мӗнле жанрне илсен те, унăн таланчӗ хăйне евӗр палăрать, вăл ыттисем майлă мар, хăйӗнле çырать. Вăл çырнине, унăн стилне яланах уйăрса илетӗн, ыттисемпе пăтраштармастăн. Аслă поэтăмăр çуралнăранпа ноябрӗн...