News by date 23 February 2022
-
Хусанта пурăнакансем кăçал февралӗн 23-мӗшӗнче иртнӗ çулхинчен 400 тенкӗ ытларах тăкакланă
Тӗпчев ирттерекенсем палăртнă тăрăх, мартăн 8-мӗшӗнче арçынсем хӗрарăмсенчен ытларах укçа тăкаклама хатӗрленеççӗ
-
Юра пула М5 трассăн Тутарстанри пайне автобуссемпе фурăсем валли хупнă, май пулсан инçе çула машинапа ан тухăр
Çул çинче инкеке лексен 8-843-533-38-88 тата 8-843-291-91-91 телефон номерӗсемпе шăнкăравламалла.
-
Ҫершыва хӳтӗлекенсен кунӗпе!
Хаклà арçынсем, аттесем, кукка-пиччесем, асатте-кукаçейсем, ывàлсем - сире пурне те Тăван çĕршывăн хýтĕлевçисен кунĕпе саламлатпăр, ырлăх-сывлăх, телей, юрату, çемьере тату та ытлă-çитлě пурнăç сунатпăр.
-
«Эпир пӗрле» #МыВместе акцин волонтерсӗем ДНР тата ЛНРтан куçса килнӗ çынсене пулăшӗç
https://dobro.ru/event/10139401 сайтра регистрациленсе доброволец пулса тăма май пур.
-
Алексей Борисович КОНОНОВА 60 çул тултарнă ятпа!
Хаклă çыннăмăра, Аксу районӗнчи Емелькино ялӗнче çуралса ӳснӗ, халӗ Çырчалли хулинче пурăнакан Алексей Борисович КОНОНОВА февралӗн 23-мӗшӗнче 60 çул тултарнă ятпа ăшшăн саламлатпăр!