News by date 23 March 2017
-
Пулас килет каллех ман çамрăк
Шупашкарта Тутарстанран куçса килнӗ чăвашсем нумай пурăнаççӗ. Вӗсенчен пӗри - Анна Алексеевна Кузьмина (Урметова). Вăл Пăва районӗнчи Элшел ялӗнче çуралса ӳснӗ, унтах качча кайнă, ултă ача çуратнă. 1979 çултанпа вара çемйипе Шупашкарта пурăнать. 38 çул ытла! Ачисем тахçанах ӳссе çитӗннӗ ӗнтӗ, çемьеллӗ, ача-пăчаллă пулнă, кашнин хăйӗн пурнăç, шăпи. Пурнăç кустăрми...
-
Ӗлӗк хӗрарăм сурпан сырмасăр кӗтӳ хăвалама та тухман
Хусанти мастер-класра вăй виçме Апас, Çӗпрел, Элмет, Анат Кама, Элкел, Лениногорски, Аксу, Теччӗ районӗсенчи чăваш педагогӗсем суйлав турӗсенчен иртсе мартăн 23-мӗшӗнче шӗкӗр хулари 27 номерлӗ гимназие çитрӗç. Тăван чӗлхе урокӗсене тӗрлӗрен меслетпе ирттерсе кăтарнисӗр пуçне вӗсем чăваш капăр тумӗн презентацине те ирттерчӗç. Кунта вара учительсен пултарулăхӗ урокринчен те ытларах палăрчӗ....
-
Упи Паттăр йăхӗ
Апрель вӗçӗнче Çӗпрел районӗнчи Упи ял хутлăхӗн çыннисем пирки тата тепӗр «Упи Паттăр йăхӗ» кӗнеке тухать. Авторӗ хальхинче те Владимир Ярухин таврапӗлӳçӗ. Унта вăл Упи ялӗн сумлă çыннисем çинчен çырса кăтартать. Вулакан вӗсемсӗр пуçне кашни ял, колхоз, предприятисем, шкулсем, медицина тата культура учрежденийӗсем пирки те справка материалӗ тумпа пултарать. Унсăрăн...
-
Тăван чӗлхепе мастер класс
Хальхи вăхăтра Хусанти 27-мĕш гимназире Пĕтĕм Раççейри тăван чĕлхепе литература вĕрентекенĕсен мастер-класĕсен "Тăван чӗлхе" конкурсне пĕтĕмлетеççĕ. Унта вырăспа тутар чӗлхине вӗрентекен педагогсемсĕр пуçне чăваш, мари, удмурт, мордва учителĕсем хутшăнаççĕ. Аса илтеретпĕр, пĕлтĕр çак конкурсра чăвашсенчен Çарăмсан районĕнчи Çĕнĕ Йĕлмелĕнчи вăтам шкулта вĕрентекен Марина Захарова çĕнтернĕччĕ.