News by date 23 June 2016
-
Газпа ӗçлекен моторсен шучӗ пирӗн республикăра малашне ӳссе пырӗ
Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов Ешӗлвар районӗнче видеокӗпер меслечӗпе автомобильсене газпа тултаракан компрессор станцийӗсем уçрӗ. Чаплă церемоние çавăн пекех «Газпромăн» директорӗсен каншӗн председателӗ Виктор Зубков тата Тутарстанри влаç органӗсен представителӗсем хутшăнчӗç. Çӗнӗ газ станцийӗсене Ешӗлвар, Анат Кама, Пӗкӗлме хулисенче пӗр вăхăтра уçрӗç. Çак станцисем çулталăкне 27,4 млн кубла метр газпа тивӗçтереççӗ....
-
Пăвасем чăвашлăха çӗклес тесе чӗререн тăрăшаççӗ
Тутарстанри нихăш районра та чăваш культуришӗн пăвасем пек хастар тăрăшакансем çук пулӗ. Кашни уйăхра районти Чăваш наципе культура центрӗ вăл е ку ялта канашлу ирттерет. Ун сăр пуçне ӗç планӗ тăрăх, кашни чăваш ялӗнче пӗр мероприяти ирттерме палăртнă. Чăваш тӗнчин паллă çыннисене асăну хăмисем уçассипе те Пăва районӗ Тутарстанра малта...
-
Аксу районӗнчи Саврăшпуçӗнче ку эрне вӗçӗнче Уяв иртет
Аксу районӗнчи чăвашсем Уява йăласене пăхăнса ирттереççӗ. Çавăнпа та ăна курма нумай çын пуçтарăнать. Кăçал та июнӗн 26-мӗшӗнче 10.00 сехетре Саврăшпуçӗнчи улăхра район чăвашӗсем йăлана кирлӗ пек туса ирттерӗç. Чӗннӗ хăнасен шутӗнче районăн ентешӗсем: А.Самаренкин, Н.Абруков тата ыттисем те.