News by date 23 July 2020
-
Ӗҫсӗррисен шучӗ ӳснӗ, вакансисен шучӗ питех чакмасть
Мартӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 9,5 пин ытла ҫын ӗҫе вырнаҫнӑ. Хальхи вӑхӑтра Тутарстанра 73 пин ӗҫсӗр ҫын.
-
Соцсетьри юлташӗсемпе чăвашла калаçакана шулӗксем улталаймаççӗ
Стоп! Палланă çын е юлташ хыпарӗ чăнах та сехӗрлентерет, ăна пулăшас килет. Анчах та малтан тӗрӗслемелле. Пӗлтерӳ айне коментарий çырма май çукки – пӗрремӗш сигнал.
-
Ăçтан вӗсенче ман номер?!
2019 çулта Центробанк инвестицисенчен пысăк тупăш пулать тесе улталакан 700 мошенникла компание тăрă шыв çине кăларнă. Вӗсем çынсен контакчӗсене социаллă сетьсенче е телефон номерӗсен легаллă мар базăсенче тупаççӗ. Укçасене çухатас мар тесен аферистсене уйăрса илме пӗлмелле, çакăн валли вӗсене тӗрӗс ыйтусем памалла.
-
Республикăсен юбилейӗсене халалласа велочупу иртнӗ
Йӗркелекенсем çак мероприятие ăмăрту пек туман, унта хутшăнасси ирӗклӗ. Велочупăвăн тӗп тӗллевӗ – дистанцине пӗрле, пӗр-пӗрне пулăшса иртесси.