News by date 24 January 2019
-
АМĂШ КАПИТАЛӖ КĂÇАЛ ӲСМЕСТ
2019 çулта амăш капиталӗ ӳсмест, халӗ вăл пӗлтӗрхи пекех 453026 тенкӗпе танлашать, çитес индексаци 2020 çулта тин пулать, ун чухне сертификат 470241 тенкӗпе танлашӗ.
-
«7 КУН» ЕРТӲÇИНЕ ЖУРНАЛИСТСЕН ПУÇЛĂХНЕ ЛАРТНĂ
«Татарстан – Новый век» телерадиокомпанин генеральнăй директорне Ильшат Аминова ТР Журналистсен союзӗн председательне суйланă.
-
СТУДЕНТСЕН ПРОЕЗДНОЙӖ ПУЛАТЬ Е ÇУК?
Студенсем, ан пăшăрханăр, президент сире илтнӗ. Р.Минниханов хушнипе ТР Çамрăксен ӗçӗсен министерстви хальхи вăхăтра ку ыйтупа ӗçлеме пуçланă. Йышăну та пур, ăна якатаççӗ. Çавăнпа студентсем валли çăмăллăхсем пулаççӗ, анчах мӗнли хальлӗхе паллă мар-ха.
-
ШУПАШКАРТА ХУСАНКАЙ ПАРКНЕ ТĂВАСШĂН
Петӗр Хусанкай поэтăн çуралнă кунне халалланă конференцире Чăваш Ен тӗп хулинчи 49-мĕш шкул çывăхĕнче йывăçсем лартса Хусанкай паркĕ çитĕнтересси, поэт çуралнă кун Хусанкай вулавĕсем, çулсерен ăслăлăх конференцийĕ ирттересси, шкулта поэта чысласа музей уçасси пирки калаçу пулчĕ.