Çӗршыв хӳтӗлевçисене халалланă ӳкерчӗксем кӗтетпӗр
Аслă Çӗнтерӳ кунӗ умӗн хаçатра кашни çулах çак темăпа ачасен хушшинче ӳкерчӗксен конкурсӗ ирттересси «Сувар» хаçатра çирӗпех йăлана кӗчӗ. Тăваттăмӗш çул ирттеретпӗр Тăван çӗршыва хӳтӗлекенсене халалланă конкурса. Кăçал та ырă йăларан пăрăнас темерӗ редакци. Паянхи саманара çӗршыв хӳтӗлевçисене сума сăвас, вӗсемпе мăнаçланас, тӗрев парас, хавхалантарас кăмăл аслисен те, ача-пăчан та пысăк.