News by date 27 December 2017
-
Митта Ваçлейне пӗлетӗн-и?
(Геронтий Никифоров). Митта Ваçлейӗ поэт çуралнăранпа 2018 çулхи пуш уйăхӗн 5-мӗшӗнче 110 çул çитет. Юбилее халалласа Чăваш наци конгресӗн вӗрентӳ комитечӗ, Чăваш Республикин наци библиотеки, «Хыпар» Издательство çурчӗн литературăпа культура тата искусство «Тăван Атăл» журналӗ, чăваш ачисен «Тантăш» хаçачӗ «Сăваплă ят» викторина ирттерет. Литература вăййине Чăваш Ен тата Раççей Федерацийӗн...
-
ЗАГС ӗçлемест. Футбол.
Çитес çул пуçламăшӗнче пӗрлешсе çемье çавăрма шутланă çамрăксен «Казан» çемье центрӗнче çырăнасси пирки манма тивет. Мӗншӗн тесен январӗн 2-мӗшӗнчен пуçласа март уйăхӗн вӗçӗччен çак ЗАГСа хупаççӗ. Сăлтавӗ - Футболăн тӗнче чемпионатне хатӗрленни. ТР Президенчӗн пулăшуçи, «Парксемпе скверсем» программăн кураторӗ Наталия Фишман пӗлтернӗ тăрăх, чемпионат вăхăтӗнче «Казан» çемье центрӗ умӗ болельщиксен...
-
Ача укçин докуменчӗсене январӗн 3-мӗшӗнчен йышăнаççӗ
2018 çулхи январӗн 1-мӗшӗ хыççăн çемьере çуралнă е усрава илнӗ пӗрремӗш ачашăн уйăхсерен парăнакан укçана илмешкӗн документсене Тутарстанри социаллă хӳтлӗх министерствин районсенчи уйрăмӗсенче январӗн 3-мӗшӗнчен йышăнма тытăнаççӗ. Çапла пӗлтерчӗ ТР ӗç, ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх министрӗ Эльмира Зарипова паян «Татар-Информ» ИАра иртнӗ пресс-конференцире. Закон тăрăх, уйăхсерен парăнакан укçана илес тесен...
-
Кирлӗ те вăхăтлă форум е тутарстансен çӗнӗ мелӗ
(Ирина Гордеева. Автор сăнӳкерчӗкӗ). Раççей Президенчӗ Владимир Путин наци чӗлхисене вăйпа урăх халăхсене вӗрентмелле марри пирки каласан, наци регионӗсенче чăн-чăн пăтрану пуçланчӗ. Нумайăшӗ çак лару-тăрупа усă курса юлма та хăтланчӗ. Çак тапхăрти чи пысăк йăнăш шутне тăван чӗлхе пуласлăхне, ăна малашне те шкулта вӗрентессине татса пама ашшӗ-амăшне ирӗк пани пулчӗ....