News by date 28 February 2017
-
Кашни кун пӗрер миллион тенкӗ тупăш тăвакан агрофирма
Пăва районӗнче ун пек хуçалăх пур. Унăн ячӗ «Авангард». Чăваш Республикинчи Çӗрпӳ районӗн 5 хуçалăхӗпе Тутарстанăн Пăва районӗнчи 5 хуçалăха пӗрлештерсе туса хунă ăна. 2001 çулта çак агрофирмăна «Ак Барс» холдинга кӗртеççӗ. Унта паянхи кун 400 ытла çын тăрăшать. Аш-какай продукцийӗ, сӗт, сортлă тырă туса илессипе тупăш тăваççӗ ял ӗçченӗсем....
-
Пăва Ӗçтăвкомӗн ертӳçине Тав Çырăвӗпе чысларӗç
Паян Пăва райканашӗн депутачӗсем районăн 2016 çулхи ӗçӗ-хӗлне пăхса тухрӗç. Унта ТР Премьер-министрӗн çумӗ Василь Шайхразиев, РФ Патшалăх Думин депутачӗ Ильдар Гильмутдинов, ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗсем, министерствосемпе ведомствосен представителӗсем хутшăнчӗç. Пăва районӗн пурнăçне тӗрлӗ енлӗн тишкернӗ хыççăн пуçлăхсем ӗçре палăрнисене патшалăх наградисене пачӗç. Ыттисен хушшинче ТР Президенчӗн Тав Çырăвне вырăнти...
-
Чăваш кӗнеке издательстви - Хусанта
Чăваш кӗнеке издательстви мартăн 2-4-мӗшӗсенче Хусанти «Корстон» хăна çурчӗпе суту- илӳ комплексӗнче иртекен «Раççей Вӗрентӗвӗ» (EDU Russia) форумăн кӗнеке ярмăрккинче пӗрремӗш хут хутшăнать. Куравра вӗсем хăйсен ача-пăча, илемлӗ, научно-популярный тата справочный литературине кăтартӗç. Ярмăрккăра тӗрлӗ кӗнеке пулӗ. Çак шутра словарьсем те: икӗ томлă «Чăваш фразиологиӗн ăнлантаруллă сăмах кӗнеки» (Г.И. Федорова),...