News by date 28 April 2017
-
Сӗлӗ чирсенчен сиплет
Ӗненетӗр-и, ӗненместӗр- и, - сӗлӗрен хатӗрленӗ шыв сыватайман чиртен сипленӗ пирки каласа кăтартма пултаратăп. Вăл 13 çул каялла пулса иртрӗ. Чипер пурăннă çӗртех аннен сылтăм аякӗ ыратма пуçларӗ. Малтанласа вăл çине тăрса тухтăрсем тăрăх çӳрерӗ. Вӗсенчен кашниех хăйӗн сиплев йӗркипе паллаштарчӗ, эмелсем çырса пачӗ. Анчах та усси пулмарӗ: шалта епле...
-
Ял çине куççульсӗр пăхаймăн
Эпир çак яла кайма тухсан кунӗпе çумăр çурӗ. Çанталăк та Иван Яковлевăн тăван çӗрӗ çинчи лару-тăрушăн хурланнăн туйăнчӗ. Теччӗ районӗнчи паллăран та паллă чăвашлăх сăпки, пирӗн халăхăн мăнаçлăхӗ, районăн тата республикăн чапӗ пулса тăнă чăваш ялне кӗнӗ çӗрти сăртра кӗтсе илекен ампар «скелечӗ» кунта ӗç-пуç аванах пулманни çинчен аякран систерчӗ....
-
Вилӗмсӗр полк
«Вилӗмсӗр полк» Пӗтӗм Раççей акцине хутшăнма кăмăл тунисене Хусанта май уйăхӗн 9-мӗшӗнче «Корстон» комплекс патӗнче кӗтеççӗ. Кăçал унта ТР Президенчӗ Рустам Миннихановпа ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин та хутшăнать, тесе пӗлтерчӗ ТР Президенчӗн пулăшуçи Лейла Фазлеева журналистсемпе тӗл пулсан. Колонна Лобачевский урамӗ урлă каçса К.Маркс урамӗпе иртӗ, унтан Кремлевская...
-
«Хӗлхемӗн» сумӗ ӳсет
Юлташăмăрсен çитӗнӗвӗсем савăнтараççӗ. Çавсем чăваш культурипе, унăн аталанăвӗпе çыхăннă хумхануллă шухăшсене сирсе ярса шанчăк çуратаççӗ. Çак кунсенче Чăваш Çӗпрелӗнчен (Çӗпрел районӗ) çывăх тусăмăр Зоя Михайловна Кузнецова шăнкăравларӗ. Вăл пире çав тери ырă хыпар пӗлтерчӗ. Çӗпрел районӗнчи «Хӗлхем» фольклор ансамблӗ нумай пулмасть «Халăх ансамблӗ» ята илнӗ. Паллах, çакăн хыççăн çийӗнчех ансамблӗн...
-
Чи лайăх ертӳçӗ
ТР Патшалăх Канашӗн пӗчӗк залӗнче ТР муниципаллă йӗркеленӳсен канашӗ çулсерен ирттерекен конкурсăн лауреачӗсене наградăланă. «Муниципаллă управлени сферинчи чи лайăх ертӳçӗ» номинацире Наратлă ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Сергей Александрович Дмитриев çӗнтернӗ, пӗлтерет район сайчӗ.