News by date 28 December 2016
-
Пăва чăвашӗсем чăрăш уявне ирттерчӗç
Пăва районӗнче чăваш ачисем валли чăрăш уявӗсем ирттересси ырă йăлана кӗре пуçларӗ. Декабрӗн 28-мӗшӗнче те Кипеккассинчи Культура çуртӗнче тахçантанпа кӗтнӗ уяв пуçланчӗ. Ăна районти Чăваш наципе культура центрӗ йӗркелесе ирттерчӗ. Мероприятие чăваш ялӗсенчи вӗренӳ отличникӗсене, чăваш чӗлхипе тата ытти предметсемпе иртнӗ олимпиада призерӗсене чӗннӗччӗ. Чăрăш уявне чи лайăх чăваш йăлисемпе...
-
Паттăр халăх – ирçелсем!
Ульяновск облаçӗнче çӗнӗ çул умӗнхи спорт форумӗ иртнӗ, унта Сергей Морозов кӗпӗрнаттăр та хутшăннă. Пуçлăх сăмахӗсемпе, экономика, финанс, социаллă кăтартусемпе Ульяновск облаçӗ Федерацин Атăлçи округӗнче малти виçӗ регион хушшинче çирӗп вырăн йышăннă. Çак кăтартусем, паллах, спортри çитӗнӳсем çине те витӗм кӳреççӗ. «Шанатăп, чӗмпӗрсен ячӗсем пирӗн çӗршывăн олимп сборнăйӗсен списокӗсенче тата...
-
Çуркунне хăех ирĕлет...
Шупашкарти Чăваш наци конгресĕ умĕнчи юра тасатманни пире тĕлĕнтерсех ячĕ. Çĕнĕ çул умĕн отпуска кайнă-ши унта ĕçлекенсем е урăх сăлтавпа тасатăнмасть юр, анчах çак факт интернета тухни намăс туйăмĕсене çуратать. Чăвашсен тĕп хули çулталăкри чи пысăк уява паллă тума хатĕрленнĕ, урамсемпе çуртсене капăрлатнă вăхăтра чăваш халăх çурчĕ умĕнче эпир çакăн...