News by date 29 January 2018
-
Федераллă агентствăн Хисеп хутне тивӗçнӗ ятпа!
Хисеплӗ ӗçтешӗмӗре, «Сувар» хаçат редакцийӗн компьютер версткин операторне Светлана Николаевна Колесникована нумай çул тăрăшса ӗçленӗшӗн, пысăк ăсталăхшăн РФ пичет тата массăллă коммуникацисен агентствин Хисеп хутне тивӗçнӗ ятпа саламлатпăр. Малашне те хаçатра ырми-канми тăрăшса тата пысăкрах çитӗнӳсем тума çирӗп сывлăх, иксӗлми вăй-хал сунатпăр!
-
Хусан 3000 000-мӗш туриста кӗтет
2018 çулта Хусан хăйӗн 3 000 000-мӗш туристне кӗтсе илме хатӗрленет, тесе пӗлтернӗ Туризма аталантаракан комитетăн директорӗ Дарья Санникова паян Хусан Ӗçтăвкомӗн ӗçлӗ тунтикунӗнче. «Эпир кăçал Хусана туристсем килесси 10-15 процента ӳсессе кӗтетпӗр. Тен, ытларах та пулӗ. Футбол енӗпе тӗнче чемпионатне туристсемпе хăнасем питӗ нумай килесса шанатпăр»,- тенӗ вăл кун...
-
100 çулти театрăн пӗрремӗш утăмӗсем
(Евгений Турхан). Чăваш театрне пуçараканӗсенчен пӗри Кăнна Кушкинче çуралнă Иоаким Степанович Максимов Кошкинский. Чӗмпӗрти чăваш шкулӗнчен 1911 çулта вӗренсе тухнăскер вăл театр ӗçӗпе çамрăкранах кăсăкланма пуçланă. 1912 çултанпа Хусанти тӗрлӗ театрсен постановкисене статист пулса хутшăннă. 1918 çулта Хусанти илемлӗх шкулӗнчен вӗренсе тухнă. Хусанта пурăнакан чăвашсене пуçтарса театр труппи йӗркеленӗ. Çав...
-
Ерӗспелӗнче садик, çул хӗрринче павильон пулать
(Ирина Кузьмина). Ача сачӗ, теплицăсем, кӗперсем, спорт площадки, аслă çул хӗррине павильон... Çапларах 2018 çулхи ӗç планӗн пӗр пайӗ Элмет районӗнчи ерӗспелсен. Нумай пулмасть иртнӗ ял хутлăхӗн пухăвне вырăнти халăхпа депутатсемсӗр пуçне муниципаллă район пуçлăхӗ Айрат Хайруллин та хутшăннă. Элмет тăрăхӗ нефтьлӗ район пулнăран, унти ял инфраструктурине ăмасанмалли нумай. Ерӗспел...
-
Килте курав пӗрремӗш хут
(Маргарита Литта. М.Игнатьева сăнӳкерчӗкӗ). Январь пуçламăшӗнчен Нурлатри халăхсен Туслăх çуртӗнче пирӗн ентешӗн, Тутарстанри художниксен Союзӗн членӗн Валериан Киргизинăн куравӗ ӗçлет, вăл «Чунпа тата çут çанталăкпа килӗштерсе» ятлă. Пирӗн ентешӗн илемлӗ пултарулăхӗ нурлатсене тӳрех тыткăнларӗ. Ăстаçă каланă тăрăх, вăл питӗ хумханнă. - Тăван енре, кун çути курнă кӗтесре хамăн картинăсемпе паллаштарма...
-
«Хăв пурăнас тенӗ пек ан пурăн» – 100 çултан
Хисеплӗ те хаклă куракансем, ентешсем! К.Иванов ячӗллӗ Чăваш патшалăх академи драма театрӗ февралӗн 15-мӗшӗнче Хусана А.Островскин «Хăв пурăнас тенӗ пек ан пурăн» постановкипе лартнă спектакльпе килет. Аса илтеретпӗр, 100 çул каялла чăваш театрӗн историйӗ Хусанти çамрăксен театрӗнче çак спектакле лартнинчен пуçланать. 100 çул иртнӗ хыççăн постановкăна пирӗн тепӗр хут курма...