News by date 29 April 2023
-
Ӳкерчӗксене майăн 9-мӗшӗччен йышăнатпăр
Патриотлăх туйăмӗ пирте халӗ нихçанхинчен вăйлăрах. Çакна шута илсе хаçатра кăçал та ачасен хушшинче «Чыс та мухтав çӗршыва хӳтӗлекенсене» ятлă ӳкерчӗксен конкурсӗ ирттерес терӗмӗр. Ӳкерчӗксене Тăван çӗршывăн Аслă вăрçине, тӗрлӗ хирӗçтăрусене хутшăннă, халь Украинăра пыракан ятарлă çар операцине хутшăнакан паттăрсене те халаллама юрать. Мӗн тумалла-ха конкурса хутшăнас тесен? Вăрçă темипе ӳкерчӗк тумалла та редакцие ярса памалла.
-
«Эпир – Аслă Вӗрентекенӗмӗрӗн еткерçисем» онлайн-конкурса 100 ытла ӗç килчӗ. Пӗтӗмлетӳ
«Сувар» хаçат редакцийӗ ТР Вӗрентӳпе наука министерствин Наци вӗрентӗвӗн управленийӗ пулăшнипе Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнине халалласа ирттернӗ «Эпир – Аслă Вӗрентекенӗмӗрӗн еткерçисем» онлайн-конкурса комисси иртнӗ эрне вӗçӗнче пӗтӗмлетрӗ. Хаçатра пӗр-пӗр конкурс пуçласан нумай чухне вулакансем унта хутшăнма васкамаççӗ. Ӗçсене йышăнас тапхăр вӗçленсе пынă май вара редакци почтине вун-вун ӗç килет. Ку конкурса пуçласан та малтан çапларах пулчӗ. «Нумайăн хутшăнмаççӗ иккен», – тесе шутларăмăр. Анчах та эпир йăнăшнă. Малтанхи кунсенче килекен видеороликсене пӗр алăри пӳрнесемпе шутлама пулатчӗ-тӗк, кӗçех ку лару-тăру улшăнчӗ – кунсерен 20–25-шер ӗç илме пуçларăмăр. Çавăнпа ярса панă видеороликсене тӳрех соцсетьсене лартса ӗлкӗрейменшӗн ан çилленӗр, туссем. Комисси вӗсене пурне те пăхса тухса хак пачӗ, çӗнтерӳçӗсене палăртрӗ. Конкурса пурӗ 113 ӗç килчӗ. Халӗ кашни номинацири çӗнтерӳçӗсемпе паллаштаратпăр сире, хаклă вулакансем.
-
Кăçал «Тутарстан Чăваш пики» конкурсра Çырчалли хӗрӗ çӗнтерчӗ
Апрелӗн 21-мӗшӗнче Хусанти Халăхсен Туслăх Çуртӗнче «Тутарстан Чăваш пики – 2023» илемпе пултарулăх конкурсӗн финалӗ иртрӗ. Ытти çулхипе танлаштарсан кăçалхи конкурсра пӗр уйрăмлăх пулчӗ – пикесем хăйсем хатӗрлесе килнӗ апат-çимӗçпе сцена çинчен мар, 1-мӗш хутри залра сӗтелсем хатӗрлесе паллаштарчӗç. Хӗрсене юрласа-ташласа тӗрев параканнисем те пурин те пурччӗ. Жюри пайташӗсем кашни хӗрӗн апат хатӗрлес, унпа паллаштарас пултарулăхне хакларӗç.