Марий Элти «хӗрлӗ» совхоз Раççей шайӗнчи канашлусем ирттерет
Марий Элти Шелангер поселокӗнчи çӗршывӗпе паллă аш-какай комбинатӗнче агропромышленность комплексӗнче ӗçлекенсен Пӗтӗмраççейри канашӗ иртрӗ. Ялăн социаллă тата экономика аталанăвӗ - çӗршывăн продовольстви хăрушсăрлăхӗн тата никама пăхăнманлăхӗн никӗсӗ пулни Раççейри 52 регион представителӗсене пухнă канашлăвăн тӗп теми пулчӗ.
Унта çӗршыври АПК специалисчӗсем, хуçалăхсен ертӳçӗсем, чиновниксем - пурӗ 600 ытла çын хутшăнчӗç....