News by date 30 November 2017
-
Мӗншӗн Хусана килсе курмалла?
(Ирина Трифонова.И.Тухбатов сăнӳкерчӗкӗ). Мускавра, Тӗнче чемпионачӗн финал жеребьевкин медиацентрӗнче декабрӗн 30-мӗшӗнче турнира йӗркелекен хуласен хăтлавӗ иртрӗ. Хусан пирки тӗнче чемпионатӗнчи хула элчисем - Нюшăпа Екатерина Скулкина тата FIFA суперболельщикӗ, Тутарстан тӗп хулин çынни Сергей Серов пӗлтерчӗç. Элчӗсем журналистсене мундиаль тапхăрӗнче мӗншӗн шăпах Хусана кайса курмаллине ăнлантарчӗç. «Конфедерацисен Кубокне еплерех чаплă...
-
Çамрăк профессионалсене чысларӗç
Ӗнер, ноябрӗн 29-мӗшӗнче, «Çамрăк профессионалсем» (WorldSkills Russia) регионти чемпионата хупнин пӗрремӗш церемонийӗ иртрӗ. 20 ытла компетенцире çӗнтернисене Хусанти патшалăх университетӗнче чысларӗç. Тутарстанра WorldSkills Russia регионти чемпионатра çак чыса 60 конкурсант тата WorldSkills Junior юхăмăн 20 конкурсанчӗ тивӗçрӗ. «Пирӗншӗн ку масштаблă та пӗлтерӗшлӗ мероприяти, мӗншӗн тесен республика 2019 çулта Хусанта профессилле...
-
Василина, ăнăçу сана!
Декабрӗн 2-мӗшӗнче Шупашкарта «Раççей чăваш пики-2017» пултарулăхпа илем конкурсӗ пулать. Кăçал Тутарстан чысне Çырчалли пики Василина Романова хӳтӗлет. Хисеплӗ ентешсем, уйрăмах Шупашкарта тата ун çывăхӗнче пурăнакансем, Василинăна тӗрев пама ыйтатпăр. Кун валли сирӗн «Раççей Чăваш пики» конкурса курма пымалла çеç. Раççейри чи хитре чăваш пикисен конкурсӗ Шупашкарти Культура Институтӗнче (Энтузиастсен...
-
Улттăри Мария – çӗнтерӳçӗ!
(В. Александрова. А. Антонова сăнӳкерчӗкӗ). Республикăра мӗнле кăна конкурс иртмест. Вӗттинчен пуçласа ватти таранах хутшăнса хăйсен пултарулăхне кăтартма пултараççӗ вӗсенче. Ак иртнӗ эрнере Хусанти «Корстонра» республика шайӗнчи черетлӗ конкурса пӗтӗмлетрӗç. «Ребенок в мире прав» информаципе социаллă видеороликсен конкурсӗ кăçал Тутарстанра тăваттăмӗш хут иртрӗ. 2014 çулта ăна ТР Ача прависен енӗпе...
-
Чăваш Енри Уткинсем «Раççейри çулталăк çемйи – 2017»
( Ирина Кузьмина. А. Геодакян сăнӳкерчӗкӗ).Пурнăçри йывăр лару-тăрури ачасене пулăшакан Фондпа РФ Социаллă хӳтлӗх министерстви ирттерекен «Çулталăк çемйи» Пӗтӗм Раççей конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Кăçал çӗршывăн тӗрлӗ кӗтесӗнчен заявка панă 322 çемьрен 82-шӗ «Йышлă ачаллă çемье», «Çамрăк çемье», «Ялти çемье», «Йăла-йӗркене упракан çемье», «Раççейӗн ылтăн çемйи» номинацисенче çӗнтернӗ. Çӗнтерӳçӗсен йышӗнче чăвашсем те...
-
Тутарстан UNAIDSа кӗнӗ пӗрремӗш регион
Тутарстан ООНăн СПИДа хирӗç кӗрешмелли тата профилактика UNAIDS программине кӗнӗ пӗрремӗш Раççей регионӗ пулчӗ. Кун çинчен ӗнер Лондонра ТР Президенчӗ Рустам Минниханов тӗнчери чи пысăк «Глаксосмитклайн» (GSK) фармацевтика компанийӗн ертӳçисемпе калаçса татăлнине пӗлтерет республика ертӳçин пресс-служби. GSK ертӳçисем пӗлтернӗ тăрăх, ку программăна пӗтӗмпе тӗнчери чи пысăк 50 хула кӗнӗ, анчах...