News by date 31 December 2018
-
ЧĂХ АШӖПЕ АПЕЛЬСИН САЛАЧӖ
250 г пиçнӗ чăх ашӗ, 2 пуç сухан, 2 апельсин, майонез тата ешӗл петрушка е укроп кирлӗ.
-
ХӖРЛӖ ПУЛĂПА ПОМИДОР САЛАЧӖ
Пулла тирӗпе шăммисенчен тасатмалла, тураса тип çу çинче ăшаласа илмелле. Ăшаланă пулă çине лимон сӗткенӗ сапмалла, сивӗниччен кӗтмелле.
-
ЧĂРĂШ, АННЕ, «ОЛИВЬЕ» ТАТА ВĂЛ
Урамра декабрь вӗçӗ тăрать. Сивӗ çанталăкра утиялпа пуç çийӗн витӗнсе, кăмака çумне çыпăçса ларса лимон янă вӗри чейпе киленес килет. Анчах та сана туххăмрах Çӗнӗ çул умӗнхи ӗçсем çавăрса кӗрсе каяççӗ – уяв умӗнхи туйăмпа киленесси вырăнне лавккасем тăрăх чупа-чупах вăхăтсăр ывăннине туйма пуçлатăн. Е çын çулланнăçемӗн хăй сисмесӗрех тӗлӗнтермӗше, уяв савăнăçне ӗненме пăрахать-ши? Симӗс чăрăш, йăлтăр-йăлтăр теттесем, кӗленче савăтри мандаринсем... санра нимӗнле туйăмах та çуратмаççӗ, хăнăхнă япаласем евӗр курăнма пуçлаççӗ.
-
ÇĔНĔ ÇУЛ ЯЧĔПЕ, ТУССЕМ!
"Сувар" хаçат редакцийĕ пурне те Çĕнĕ çулпа саламлать. Ырлăх-сывлăх, телей, юрату, тулăх пурнăç сунать!
-
Çулталăклăх гороскоп
ПУЛĂСЕН тахçанах кӗтни пурнăçланма пултарать. Анчах çулталăк хуçине юрама пӗлмелле, вăл хирӗç пынине юратмасть. ТАРАСАНА Сарă Çӗр Сысни хавхалану парса çӗнӗ майсем парнелӗ. Эмоцисем вулкан пек пулӗç. Творчествăлла энерги чи амбицилле проектсене пурнăçлама пулăшӗ.