1469 çулччен чăвашсем пулман-и?
Кӗнекесем мӗн калаççӗ? Авалхи пурнăç çинчен эпир ватă асаттесен сăмахӗсем, авалхи япаласем тата кӗнекесем тăрăх пӗлме пултаратпăр. Анчах чăваш халăхӗн авалхи пурнăçӗ çинчен вӗсем пире пит сахал каласа хăварнă, авалхи япаласем те нумай юлман, кӗнекине те ӗне çисе янă тет. Çавăнпа пирӗн хамăр историе çырма тытăннă-тытăнманах кивçене кайма тивет. Урăх...
Кӗнекесем мӗн калаççӗ?
Авалхи пурнăç çинчен эпир ватă асаттесен сăмахӗсем, авалхи япаласем тата кӗнекесем тăрăх пӗлме пултаратпăр. Анчах чăваш халăхӗн авалхи пурнăçӗ çинчен вӗсем пире пит сахал каласа хăварнă, авалхи япаласем те нумай юлман, кӗнекине те ӗне çисе янă тет. Çавăнпа пирӗн хамăр историе çырма тытăннă-тытăнманах кивçене кайма тивет. Урăх халăхсен кӗнекисенче чăваш ятне шыраса пăхмалла: çав кӗнекесем тăрăх эпир ют халăхсем «чăваш» тенӗ ята хăçантанпа пӗлнине шыраса тупма пултаратпăр.
Илер-ха вырăссем Хусана илнӗ вăхăтра (1551-1552 çулсем тӗлӗшӗнче) çырнă кӗнекесене. Вӗсем тăрăх эпир çав вăхăтра чăваш халăхӗ пулнине куратпăр. Çав кӗнекесенче вырăссем чăваш ятне «чуваша» тесе çырнă. Анчах чăваш ячӗ хутсемпе кӗнекесенче вырăссем Хусана иличчен те тӗл пулать. 1548 çулта Мускав патши Ар хулинчен Вятка çӗрне куçнă карин тутарӗсене çӗнӗ çӗр халалласа юрлăх хучӗсем çырса панă, çав хутсенче чăвашсене те асăнса çырнă. Герберштейн нимӗç 1526 çулта Мускава иккӗмӗш хут килсе кайнă. Вăл хăй курни-илтни çинчен кӗнеке кăларнă. Унăн латин чӗлхипе «Мускав çӗрӗ çинчен каласа пани» кӗнеки 1549 çулта тухнă.
Çав кӗнекере Герберштейн Хусан патшалăхӗ çинчен те каласа панă. Вăл акă çапла çырнă: «Хусан патши аллинче 30 пин çар çынни тăрать. Çав шутра чи нумайи - çуран çар. Вӗсен хушшинче çармăссемпе чăвашсем - чи ăста перекен салтаксем. Чăвашсемех тата хăйсен киммисемпе чаплă тăраççӗ», - тенӗ. Тата маларах, 1524 çулта, вырăс кӗнекеçи (летопись çыракан) чăвашсемпе çармăссем Сăр шывӗ Атăла юхса кӗнӗ çӗрте вырăссемпе çапăçнине асăнса çырнă. Тата 1692 çулта тухнă «Скифская история» кӗнеке çырнă Лыслов вырăс тиекӗ Хусанта авалхи тутар çырнă хута тупса вуланă: 1508 çулта çулла, тутар уявӗ вăхăтӗнче, Хусан патши хăйӗн пӗтӗм улпучӗсемпе хула тулашне пурăнма тухнă. Çав праçнике чăвашсем те пынă тесе çырнă пулнă. Анчах çав тутар хучӗ кайран Хусан çуннă вăхăтра пӗтнӗ. Тата вырăс летопиçӗсем каланă тăрăх, 1469 çул тӗлӗнче Хусан патши Ибрагим хăй патшалăхӗнчи халăха çӗрсене тӗрӗслесе çыртарса тухнă (Ник. VI, II). Çавăн чухне чăвашсене, çармăссене, мăкшăсене, мишерсене, тутарсене «тури халăх» тесе çырнă. 1469 çулччен маларах сыхланса юлнă кӗнекесенче «чăваш» тенӗ ят тӗл пулмасть.
Çапла ӗнтӗ, кӗнекесем тăрăх, чăваш ячӗ 1469 çул тӗлӗнче тухнă. Апла чăваш историне те çав çултан пуçламалла пек.
Чăваш халăхӗ 1469 çулччен пулнă-ши,пулман-ши?
Чăваш ячӗ кӗнекесенче 1469 çулччен тӗл пулманран пирӗн: «Мӗншӗн чăваш ячӗ тата ӗлӗкрех тӗл пулмасть-ши?» - тесе ыйтас килет. Чăваш халăхӗ унччен чăнах пулман-ши е вăл пулнă та, анчах унăн ячӗ темшӗн кӗнекене кӗмен? Çакна хирӗç эпир акă мӗн калама пултаратпăр: «чăваш» тенӗ ят 1469 çулчченех пулнă. Ку акă мӗнтен паллă. Вятка кӗпӗрнинче, И.Н. Смирнов профессор каланă тăрăх, Чăваш ятлă тăхăр ял пур. Халӗ çав ялсенче пӗр чăваш та çук: е вырăс, е вотяк пурăнать. Çав ялсене чăвашсем пурăннăран Чăваш тени паллă. Анчах вӗсем пурăна киле урăх халăха тухса кайнă. Пӗр халăх тепӗр халăха тухасси час пулмасть: çакна валли темиçе çӗр çул та кирлӗ. Çавăнпа вятка кӗпӗрнинчи Чăваш ятлă ялсене те 1469 çулчченех тунă теме пултаратпăр эпир. Тата Ермак хусахсемпе Çӗпӗре вăрçа илнӗ чухне (1580-1582 çулсем) Çӗпӗрте Чăваш тăвӗ ятлă сăрт пулнă. Çав сăрт (ту) патӗнче Çӗпӗр патшалăхӗн тӗп хули пулнă. Вăл ту çинче Çӗпӗр патши Кăчăм (Кучум) хăйӗн çарӗ вырăссемпе çапăçнине пăхса тăнă. Çав ту ячӗ халӗ те çаплах (Тобольск хули çумӗнче). Ту ятне 1580 çулсенче çеç пама пултарайман, мӗншӗн тесен çав вăхăтра чăвашсем Çӗпӗре куçса кайнине, вӗсем унта пулнине пӗр кӗнекеçӗ те асăнмасть.
Çавăнпа çав ту ячӗ - авалхи ят, 1469 çулччен пайтах ӗлӗкрех тухнă темелле. Крым çӗрне кӗнӗ çӗрте, сулахай енче, «Çӗрӗк тинӗс» ятлă тинӗс çанни пур. Ăна çав вырăнта пурăнакансем Чуваш (Чăваш) теççӗ; кӗнекесенче Сиваш тесе çыраççӗ. Çав вырăн таврашӗнче 1469 çул тӗлӗнче те, унтан каярах та пурăнман. Çавăнпа çав Крым таврашӗнче Чăваш (Çăваш) тенӗ ятсем 1469 çулччен пайтах ӗлӗкрех тухнă теме пултаратпăр. Çапла ӗнтӗ чăваш ячӗ 1469 çулчченех пулнă, анчах та ят кӗнекесене кӗрсе юлман.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев