Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Аллуна ан ус!

Çулсерен апрелӗн 7-мӗшӗнче паллă тăвакан Пӗтӗм тӗнчери сывлăх кунне кăçал депресси чирӗн профилактикипе çыхăнтарнă. «Ку темăна суйласа илни ахальтен мар. Çулсерен депресси чирӗ сарăлса, çамрăкланса пырать. Ку пӗтӗм тӗнче проблеми. Специалистсене вăл питӗ пăшăрхантарать», - тенӗ Хусан патшалăх медицина университечӗн доценчӗ, Респуб­ликăри психиатри больници çумӗнчи «Сердэш 129» медицинăпа психологи службин...

Çулсерен апрелӗн 7-мӗшӗнче паллă тăвакан Пӗтӗм тӗнчери сывлăх кунне кăçал депресси чирӗн профилактикипе çыхăнтарнă.

«Ку темăна суйласа илни ахальтен мар. Çулсерен депресси чирӗ сарăлса, çамрăкланса пырать. Ку пӗтӗм тӗнче проблеми. Специалистсене вăл питӗ пăшăрхантарать», - тенӗ Хусан патшалăх медицина университечӗн доценчӗ, Респуб­ликăри психиатри больници çумӗнчи «Сердэш 129» медицинăпа психологи службин ертӳçи Ю.Калмыков «Татар-информ» ИАра иртнӗ пресс-конференцире.
Депресси питӗ хаяр чир, çынна хăй çине алă хурасси патне те çитерет. Паян вăл 15-29 çулти çынсен вилеслӗхӗн иккӗмӗш сăлтавӗ. «Раççейпе, Федерацин Атăлçи округӗпе танлаштарсан, Тутарстанра суицидпа çыхăннă пулăмсем сахалрах. Республика ку енчен лайăх регион», - тенӗ Ю.Калмыков.
Тутарстанра хăйсем çине алă хурса вилнисен шучӗ 100 пин çын пуçне 6,2 процента чакса 2016 çулта 13,7 пулăмпа танлашнă, 2015 çулта - 14,6. Анчах та çав вăхăтрах хăйсем çине алă хурса вилме хăтланакансен шучӗ ӳсме пуçланă-мӗн. 2015 çулта çул çитменнисен хушшинче çакнашкал 60 тӗслӗх пулнă пулсан, 2016 çулта - 78.
Кунсăр пуçне Хусан патшалăх медицина университечӗн психиатрипе наркологи кафедрин профессорӗ Р.Набиуллина пӗлтернӗ тăрăх, депрессири çынсен чӗре чи­рӗпе вилеслӗхӗ пысăк. Онкологипе чирлекенсенчен вара 100 проценчӗ таранах депрессипе аптăрать.
Кризислă лару-тăрăва лекнӗ Тутарстан çыннисем валли Республикăри психиатри больници çумӗнче талăкӗпех социаллă тата психологи пӳлӗмӗ, «Сердэш 129» медицинăпа психологи служби ӗçлеççӗ. www.serdech1377.ru сайтра он-лайн режимра та пулăшу илме пулать. Сăмах май, пӗлтӗр «Сердэш 129» службăран 19 484 çын пулăшу ыйтнă. Вӗсенчен 40,8 проценчӗ тухтăрпа куçа-куçăн тӗл пулса, 60,4 проценчӗ телефонпа, 1,8 проценчӗ сайт урлă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев