Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Автоледи

Чăваш Енри Елчӗк районӗнчи хӗрарăмсен канашӗ (ертӳçи Г.Анисимова) нумай пулмасть «Леди-водитель» авточу­пăв­­не ирттерчӗ. Вăл, пӗрре­мӗш хут пулсан та, куллен те­нӗ пекех руль умне ларакан чылай хӗр-хӗрарăма хăйсен ăсталăхӗпе пултарулăхне кă­тарт­ма хистерӗ. Палăртнă мар­шрутпа килӗшӳллӗн, вӗсем пурте район центрӗнче çуралса ӳснӗ Совет Союзӗн Геройӗсен А.Ф. Беляевпа Н.И. Иванов ячӗллӗ урамсемпе иртнӗ....

Чăваш Енри Елчӗк районӗнчи хӗрарăмсен канашӗ (ертӳçи Г.Анисимова) нумай пулмасть «Леди-водитель» авточу­пăв­­не ирттерчӗ. Вăл, пӗрре­мӗш хут пулсан та, куллен те­нӗ пекех руль умне ларакан чылай хӗр-хӗрарăма хăйсен ăсталăхӗпе пултарулăхне кă­тарт­ма хистерӗ. Палăртнă мар­шрутпа килӗшӳллӗн, вӗсем пурте район центрӗнче çуралса ӳснӗ Совет Союзӗн Геройӗсен А.Ф. Беляевпа Н.И. Иванов ячӗллӗ урамсемпе иртнӗ.
Комисси мала тухнисене ятарласа палăртман, диплом е пре­ми те паман. Анчах авточупу епле иртнине тимлӗн сăнанă полици уйрăмӗн çул-йӗр инспекцийӗн сотрудникӗсем - А.Во­ронцовпа П. Рубцов - ав­то­чупăва хутшăннă хӗр-водитель­сенчен ытларахăшӗ хăйсен «хурçă учӗсене» çирӗп тытнине тата çул-йӗр хăрушсăрлăхӗн йӗркисене арçынсенчен кая мар пӗлнине палăртнă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев