Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Çанталăк 5-мӗшӗнчен сивӗтет

ХФУн Экологи тата çутçанталăкпа усă курас институчӗн метеорологи кафедрин ертӳçи Юрий Переведенцев «Татар-информ» ИАна пӗлтернӗ тăрăх, сентябрӗн 2-мӗшӗччен республикăра ăшă пулать-ха, шăматкун 26 градусах çитет. Анчах та 3-4-мӗшӗсенче вăйлах мар çумăрлă циклон килет. 5-мӗшӗнче вара çанталăк тăрук сивӗтет. Çӗрле +9, кăнтăрла +14 градус кăна пулать. Хисеплӗ ял çыннисем, 5-мӗшӗччен çӗрулмие...

 

ХФУн Экологи тата çутçанталăкпа усă курас институчӗн метеорологи кафедрин ертӳçи Юрий Переведенцев «Татар-информ» ИАна пӗлтернӗ тăрăх, сентябрӗн 2-мӗшӗччен республикăра ăшă пулать-ха, шăматкун 26 градусах çитет. Анчах та 3-4-мӗшӗсенче вăйлах мар çумăрлă циклон килет. 5-мӗшӗнче вара çанталăк тăрук сивӗтет. Çӗрле +9, кăнтăрла +14 градус кăна пулать.

Хисеплӗ ял çыннисем, 5-мӗшӗччен çӗрулмие кăларса пӗтерме тăрăшăр, унсăрăн ку ӗçе сентябрӗн иккӗмӗш çурри иртмесӗр те пурнăçлайма май пулмӗ. Мӗншӗн тесен Юрий Переведенцев сăмахӗсемпе, карчăк ăшши сентябрӗн иккӗмӗш çурринче, нумай вăхăт ăмăр çантлăк тăнă хыççăн кăна килет.

Статистикăна пăхас пулсан, 2000 тата 2016 çулсенче пирӗн патра карчăк ăшши вуçех те пулман. 2007 çулта сентябрӗн 28-мӗшӗнче пуçланнă та пурӗ те икӗ кун кăна тăнă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев