Черет сурăх-качакана та çитет-ши?
Выльăх ӗрчетекенсен пӗрре те канăç çук. Юлашки çулсенче ӗне, сысна, чăх чирӗсем алхасрӗç пулсан, кăçал черет сурăх-качакана та çитес хăрушлăх пур. Çак кунсенче «Татар-информ» ИАра иртнӗ пресс-конференцире ТР Министрсен Кабинечӗн Ветеринари управленийӗн представителӗ А.Козлов кăçал Грузи çӗршывӗн территорийӗнчен сурăх-качака чирӗсен вирусӗ килме пултарассине пӗлтерчӗ. Хальхи вăхăтра республикăра выльăх-чӗрлӗх инфекци чирӗсем...
Выльăх ӗрчетекенсен пӗрре те канăç çук. Юлашки çулсенче ӗне, сысна, чăх чирӗсем алхасрӗç пулсан, кăçал черет сурăх-качакана та çитес хăрушлăх пур. Çак кунсенче «Татар-информ» ИАра иртнӗ пресс-конференцире ТР Министрсен Кабинечӗн Ветеринари управленийӗн представителӗ А.Козлов кăçал Грузи çӗршывӗн территорийӗнчен сурăх-качака чирӗсен вирусӗ килме пултарассине пӗлтерчӗ.
Хальхи вăхăтра республикăра выльăх-чӗрлӗх инфекци чирӗсем енӗпе лару-тăру лăпкă. Çӗпӗр язви юлашки хут Кукмор районӗнче 2014 çулта палăрнăччӗ. Анчах та кăçал юр хăвăрт ирӗлнипе ку чир каллех аптратас хăрушлăх пысăк. Çӗпӗр язвин спорисем çӗршер çул активалах юлаççӗ. Выльăх масарӗсем çийӗн вăйлă шыв юхсан вӗсене çиеле кăларма та пултарать. Ку вăл Тутарстанра кăна мар, Раççейӗпех çапла. Çавăнпа профилактика мерисене вăхăтра ирттермелле, çав шутра выльăхсене вакцинаци тăвассине те.
Кунсăр пуçне Раççейре выльăхсем бруцеллез чирӗпе чирленӗ тӗслӗхсем ӳссе пынине палăртрӗ спикер. Паянхи кун тӗлне Тутарстан - Раççейре бруцеллез палăрман пӗртен-пӗр регион. Анчах та сыхланма çулран çул йывăрланса пырать иккен. Мӗншӗн тесен республикăна ытти регионсенчен чирлӗ выльăхсем кӳрес хăрушлăх пысăк. Çавăнпа çулсерен ял хуçалăхӗсенче мăйракаллă шултра выльăха çулталăкне икӗ хутчен бруцеллезран тӗрӗслеççӗ те. Тепӗр хăрушлăх вара - лейкоз. Шел, ку енӗпе Раççейри пекех Тутарстанра та лару-тăру шухăшлаттарать. Республикăра çулсерен выльăхсен 14-15 проценчӗ лейкозпа чирлет. Ку вара çын сывлăхӗшӗн те хăрушă, чир вӗретмен сӗт юр-варӗ урлă ертет.
Мăйракаллă шултра выльăхăн тепӗр чирӗ, нодулярный дерматит, Раççейре палăрни те ветеринарсене сисчӗвлентерет. Пӗлтӗр Атăлçи тăрăхӗнче, пирӗнпе кӳршӗллӗ регионсенче (Ульяновск, Саратов облаçӗсенче, Пушкăртстанра,) чир палăрнă 43 тӗслӗхе шута илнӗ. Правительство пулшăшнипе миллион дозăна яхăн вакцина туяннă. Хальхи вăхăтра ял хуçалăхӗсенчи, харпăр хуçалăхсенчи выльăхсене вакцинаци пырать. А. Козлов ӗнентернӗ тăрăх, выльăхсен 100 процентне вакцина туса çак чиртен сыхлама тӗллев лартнă.
Çаплах Африка мурӗ çинчен те манмалла мар. Вăл пӗлтӗр кӳршӗллӗ Чăваш Енре, Самара, Чулхула облаçӗсенче палăрнăччӗ. Чире хир сыснисем сарнине шута илсен, хăрушлăх тата пысăкраххине ăнланмалла. Мӗншӗн тесен хир сысни килти выльăх мар, вырăнтан вырăна куçса çӳрекенскерсене республика территорине тӗрӗслесе кӗртме çук.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев