Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Çулсăр ялсене тимлӗхе илнӗ

ТР Çул-йӗр хуçалăхӗпе транспорт министерствин кăтартăвӗсемпе, ку енӗпе Тутарстан хăвăрт аталанса пырать, çул-йӗр техникин паркӗ вара Раççейӗпе те чи çамрăкки шутланать, эксплуатаци вăхăчӗ вăтамран 5 çулпа танлашать. Кăçал автотрассăсемпе ялпа хула çулӗсене юсама, çӗннисене тума Федераципе республика бюджечӗсенчен пӗтӗмпе 43 миллиард тенкӗ уйăрнă. Планри чи пысăк ӗçсен шутне «Волга» М7...

ТР Çул-йӗр хуçалăхӗпе транспорт министерствин кăтартăвӗсемпе, ку енӗпе Тутарстан хăвăрт аталанса пырать, çул-йӗр техникин паркӗ вара Раççейӗпе те чи çамрăкки шутланать, эксплуатаци вăхăчӗ вăтамран 5 çулпа танлашать. Кăçал автотрассăсемпе ялпа хула çулӗсене юсама, çӗннисене тума Федераципе республика бюджечӗсенчен пӗтӗмпе 43 миллиард тенкӗ уйăрнă. Планри чи пысăк ӗçсен шутне «Волга» М7 автотрассăн 5 участокне, федераллă трассăн 15 участокне тата 6 кӗпере юсаса çӗнетесси кӗрет. Унсăр пуçне 300 километра яхăн регион автоçулӗсене тата 5 кӗпере юсама палăртнă. Кун пирки ТР Министрсен Кабинетӗнче иртнӗ брифингра ТР çул-йӗрпе транспорт хуçалăхӗн министрӗ Ленар Сафин пӗлтерчӗ.

Ленар Сафин палăртнă тă­рăх, республикăри çулсене кирлӗ шайра тытса тăрас тӗллевпе асфальт завочӗсем туса кăларакан продукцин пахалăхне çирӗп контроле илнӗ. Сăмах май, республикăра асфальтпа бетон хутăшне туса кăларассипе 45 предприяти ӗçлет. Конт­роль виçӗ тапхăртан тăрать, малтан кӳрсе килекен материала, унтан туса кăларнă продукцие, вара çул çине сарнă вăхăтра патшалăх стандарчӗсене тивӗçтернине тӗрӗслеççӗ. Сăмах май, асфальт хутăшӗ валли гранит вак чула Урал тăрăхӗнчен илсе килеççӗ.Министр пӗлтернӗ тăрăх, кăçал республикăра 120 километра яхăн çӗнӗ çулсем сарма, 1200 километр ытла юсама палăртнă.
Наукăпа техника, IT технологисем хăвăрт аталаннă тапхăрта пурăнатпăр пулин те, çулсем кирлӗ шайра мар, уйрăмах ялсенче. Хăш-пӗрисем паян та район центрӗсемпе автоçулсемпе çыхăнман. Çак лару-тăру саманапа килӗшсех каймасть. Ленар Сафин сăмахӗсемпе, кун пирки вӗсем пӗлмеççӗ мар. Çуллахи вăхăтра республикăри 27 ялта асфальтлă çул тума йышăннă. Çак тӗллевпе федераллă центрпа ятарлă килӗшӳ тунă, транспорт системин аталанăвӗн программипе ӗçсене пурнăçлама Федераци бюджетӗнчен 600 миллион тенкӗ уйăрнă. Министр сăмахӗсемпе, çак программăна пула 2010 çултан пуçласа пӗтӗмпе 372 яла республика пӗлтерӗшлӗ асфальтлă çулпа çыхăнтарнă. Кăçалхи ӗçсем патне таврăнас пулсан, шкул маршручӗсен 62 участокне юсама, 23 районти 32 фермер хуçалăхне асфальт­лă çулпа çыхăнтарма шутланă. Çул-йӗр хăрушсăрлăхӗн программипе планра автотрассăсен 65 километр чухлӗ пайне каçхи çутăпа тивӗçтересси, инкеклӗ çул айккисен 15,4 километрне тимӗр картапа тытасси. Унсăр пуçне Çул-йӗр хăрушсăрлăхӗн патшалăх инспекцийӗн управленийӗпе пӗрле 3805 çул палли, 110 светофор лартма йышăннă.
ТР Президенчӗн хушăвӗпе юлашки çулсенче муниципалитетсенчи çулсене çирӗп тимлӗхе илнӗ. Кăçал районсенчи 463 урамри çулсене вак чул сарса тирпейлеме йышăннă. Вӗсен вăрăмăшӗ 220 километрпа танлашать. 397 урамри кивелнӗ асфальт çулсене те юсама тытăнаççӗ, тăршшӗ 265 километрпа танлашать.
Хусанта та çул-йӗр ӗçӗсем хӗрсе пыраççӗ. Çитес çул кунта ФИФА Конфедерацийӗсен Кубокӗн матчӗсем иртнине шута илсе автоçулсене пикенсех йӗркене кӗртеççӗ. Хальхи вăхăтра 26 урампа 95 çурт картишӗнче çул юсавӗн ӗçӗсем пыраççӗ.
Ленар Сафин пӗлтернӗ тăрăх, Тутарстан икӗ агломераци çине пайланса (Хусан тата Çырчалли хула агломерацийӗсем) Федерацин «Хăрушсăрлăхлă тата паха çулсем» приоритетлă программине кӗнӗ. Агломерацие хула тата çумри муниципаллă районсенчи регионпа федераллă çулсем кӗреççӗ. Хусан агломерацийӗн çулӗсен тăршшӗ 1674,8 километрпа, Çырчаллин - 697,9 километрпа танлашать. Укçи-тенкине Федераципе регион бюджечӗсем пӗртан, 50-шар процент, уйăраççӗ. Ку çулта Хусан агломерацийӗнче - 120, Çырчаллинче 62,7 километр çула юсама палăртнă.
Министр хăй сăмахӗнче çул-йӗр ӗçӗсен пахалăхне уйрăмах пысăк тимлӗх уйăрчӗ. Ун шучӗпе, çынсем час-часах пӗлмесӗр критиклеççӗ. «Пирӗн климат условийӗсенче автоçулсем хăвăрт юрăхсăра тухаççӗ. Ку физика, ăна хирӗç кайма çук. Автомашинăсен шиплă ураписем те лару-тăрăва çивӗчлетеççӗ. Гарантипе асфальтпа бетон хутăшӗллӗ çул 4 çула чăтма пултарать, вак чуллă çул - 2 çул. Кăна эпир пăхсах тăратпăр. ТР Госстройнадзорӗн хушăвӗпе юлашки 2 çулта кăна 131 çăхава шута илсе 53 объектри çитменлӗхсене пӗтернӗ. Эпир те асамçăсем мар, çавăнпа çивӗч сăмах каличчен малтан лайăх шутламалла», - терӗ Ленар Сафин меллӗ мар ыйтусем паракан журналистсене хуравласа.
Ун пек ыйтусем вара пулчӗç. Вӗсенчен пӗри хăш-пӗр муниципаллă районсенче иртнӗ çул кăна тунă чипер çулсеннех çиел­ти сийне хырса илсе япăх пахалăхлă хутăш сарнипе çыхăнчӗ. Çавăн хыççăн çулсем çурăлса пӗтнӗ. Паллах, çак ӗçсен сăлтавне пӗлес килчӗ. Анчах пӗр спикер та татса хуравламарӗ, кун пек фактсем пуррине йышăнасшăн пулмарӗç. «Эсир йăнăшатăр, ахăртнех кивӗ сийе хырса илсе юсани пирки пырать сăмах. Пӗлмесӗр, ахаль çын пек калаçатăр», - терӗç министр та, «Главтатдортранс» ГКУ директорӗ те.
Мӗн тесшӗн пулчӗç вӗсем? Ахаль çын, эппин халăх, суккăр, ухмах, аваннине япăххинчен уйăрма пӗлмест?

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев