Çурхи хӗвел улталать
Март уйăхӗнчи çанталăк улталанине пӗлсех çӳхе тăхăнатпăр, çуркунне витаминсем çитменнипе иммунитет хавшать. Шăп çакăн пек вăхăтра шăнса пăсăласси инçе мар. Чирлес мар тесен профилактика çинчен асра тытмалла. Пӗрремӗшӗнчен, гигиенăна çирӗп пăхăнмалла. Алла час-часах супăньпе çумалла. Енчен те алă çума май çук-тăк, нӳрӗ салфеткăпа сăтăрмалла. Пӳлӗме уçăлтарни, час-часах урай çуни те...
Март уйăхӗнчи çанталăк улталанине пӗлсех çӳхе тăхăнатпăр, çуркунне витаминсем çитменнипе иммунитет хавшать. Шăп çакăн пек вăхăтра шăнса пăсăласси инçе мар. Чирлес мар тесен профилактика çинчен асра тытмалла.
Пӗрремӗшӗнчен, гигиенăна çирӗп пăхăнмалла. Алла час-часах супăньпе çумалла. Енчен те алă çума май çук-тăк, нӳрӗ салфеткăпа сăтăрмалла. Пӳлӗме уçăлтарни, час-часах урай çуни те тӗрлӗ бактерисенчен хăтăлма пулăшать.
Иккӗмӗшӗнчен, рациона ытларах пахча çимӗç, улма-çырла кӗртмелле. Фаст-фуд мар, пăс çинче е духовкăра пӗçернӗ апат çиме тăрăшмалла. Иммунитета сӗт юр-варӗ те çирӗплетет. Çавăн пекех кирлӗ чухлӗ шыв ӗçмелли çинчен те манмалла мар.
Енчен те чирлерӗрех пулсан çийӗнчех сипленме тытăнмалла. Малтанхи тапхăрта халăх мелӗ лайăх пулăшать. Матрӳшке, пӗтнӗк, ромашка чейӗ ӗçмелле. Пихта, эвкалипт тата ытти курăксемпе ингаляци тумалла.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев