Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Çутçанталăк кулли-и е цивилизаци парни?

(Ирина Трифонова) Халăхсен хушшинчи кăтартусем тăрăх, тӗнчере кашни 68-мӗш ача аутист. Аутизм пирки пуçласа 1943 çулта калаçма пуçланине шута илсен, ку питӗ пысăк кăтарту. 1995 çулта 5000 ача пуçне пӗр аутист тивнӗ пулсан, халӗ кашни 50 ача шутне 1 аутист. Хăрушă статистика. Ăсчахсен шутлавӗсем тăрăх, 2020 çул тӗлне çак диагноза...

(Ирина Трифонова) Халăхсен хушшинчи кăтартусем тăрăх, тӗнчере кашни 68-мӗш ача аутист. Аутизм пирки пуçласа 1943 çулта калаçма пуçланине шута илсен, ку питӗ пысăк кăтарту. 1995 çулта 5000 ача пуçне пӗр аутист тивнӗ пулсан, халӗ кашни 50 ача шутне 1 аутист. Хăрушă статистика. Ăсчахсен шутлавӗсем тăрăх, 2020 çул тӗлне çак диагноза кашни 30-мӗш çынна лартма пулӗ, тепӗр 5 çултан кашни иккӗмӗш этеме. Хальхи вăхăтра аутизмпа тӗнчере 10 миллион çын аптăрать. Тӗлӗнмелле те Китайра чи пысăк кăтарту, унта аутистсен шучӗ çулсерен 20 процента ӳссе пырать. Мӗн ку? Çутçанталăк кулли-и е цивилизаци «парни»? Ман шутпа, иккӗмӗшӗн «айăпӗ» пысăк. Паян эпир ытларах та ытларах виртуаллă «тӗнчене» куçса пыратпăр. Ачасем çумлăн ларнă çӗртех пӗр-пӗринпе смартфонсем урлă хутшăнаççӗ. Социаллă сетьсенче активлăскерсем пурнăçра коммуникацилле пултарулăха çухатса пыраççӗ. Инкек ку! Ӗлӗкрех те пулнă-ха ун пек çынсем, аутизмăн çăмăл формипе аптракансене эпир вăтанчăксен шутне кӗртнӗ. Пӗр класра вӗренекенсенчен нумайăшӗ доска умне тухсан «чӗлхисене çăтатчӗç», вӗренсе килнине те каласа параймастчӗç. Çакскерсен калаçса каяс енӗпе вăйлă блок ларать, вӗсемшӗн сăмах каласси пысăк чăрмав. Интеллект пултарулăхӗ пулнă пулин те «виççӗпе» вӗренетчӗç. Шел, ун чухне аутизм пирки калаçман, учительсем те пӗлсех кайман пулӗ. Унсăрăн ыттисем пек мар ачасемпе урăхларах ӗçленӗ пулӗччӗç.

Америкăпа Европăра çак проблемăпа тахçантанпах ӗçлеме пуçланă. Çавна май, хăйсене ыттисенчен урăхларах тыткалакан çынсемпе ӗçлеме меслетсемпе мелсем йышăннă, вӗсене обществăн тулли пайташӗсем пулма условисем туса параççӗ, пулăшаççӗ, аутист ачасене шкулта вӗренме ятарлă программăсем тата специалистсем хатӗрленӗ. Раççейре вара аутизм пирки пит сахал пӗлеççӗ, специалистсем те, шкулсем те халиччен пулман. Аутистсене час-часах ăспа катăкраххисен шутне кӗртсе коррекцилле шкулсене янă. Ку тӗрӗс мар, аутистсен интеллекчӗ ахаль ачаннинчен пысăкрах та пулма пултарать, вӗсем хушшинче генисем те нумай. Вӗсен уйрăмлăхӗ чӗмсӗрлӗх, ыттисемпе вербаллă контакт çукки, мӗнле калас, шалти тӗнчепе пурăнаççӗ. Аутизм психика туснипе çыхăннă чир. Ăна чир тесе калама та йывăртарах. Психика хăйнеевӗрлӗхӗ темелле-ши? Вăл пуç мимин аталанăвӗн улшăнăвӗпе çыхăннă. Ача çулталăк тултариччен те вăл чирлине палăртма çук, виççӗ тултариччен лартаççӗ çак диагноза. Аутистăн чи курăнакан паллисем: ача вӗçӗмсӗр пӗр хусканăва тума пултарать, сăмахран, пӗр чарăнми пӗр евӗр шаккаса ларма, интересӗсем ансăр, калаçмасть, куçран пăхмасть, кăштах калаçать пулсан, хăйне 3-мӗш сăпатра палăртать, ытти ачасемпе хутшăнмасть. Интереслӗ те, çак чирпе ытларах арçын ачасем аптăраççӗ. Раççейре миçе ача аутизмпа чирли пирки информаци çук. Çапах та РФ Сывлăх сыхлавӗпе социаллă аталану министерствин ача-пăча неврологӗн А.Петрухин профессор шучӗпе, паян вăл чи анлă сарăлнă чирсен шутне кӗрсе пырать.

Аутизм енӗпе Мускав, Воронеж, Санк-Петербург кăна нумай пулмасть ӗçлеме пуçланă. Кăçалтан вӗсен çумне Хусан хутшăнать. «Татар-информ» ИАра ку тунтикун иртнӗ пресс-конференцире аутист ачасене вӗрентессипе ресурс класӗсен кураторӗ Светлана Шимшек пӗлтернӗ тăрăх, ку вӗренӳ çулӗнче хулари 1, 65, 97, 156, 168 №№ шкулсенче аутист ачасем валли классем уçăлнă, вӗсенче пурӗ 17 аутист вӗренет. Хăш-пӗр предметсене, ытларах тӗрӗс наукăсемпе çыхăннисене, вӗсем ытти ачасемпе пӗрлех вӗренеççӗ, ыттисене уйрăммăн. Икӗ шкулта классене «В твою пользу» ыркăмăллăх фончӗн шучӗпе уçнă, ыттисене Хусанти вӗрентӳ управленийӗн шутӗнчен. Тьюторсене пурне те штата илнӗ, ытти вӗрентекенсем пекех ӗç укçи илеççӗ.

Светлана Шимшек каланă тăрăх, ресурс класӗсен учителӗсене ятарласа вӗрентнӗ, тьюторсене вара хăй вӗрентет. Тьютор вăл - педагогикăри ятарлă должность, вӗрентӳ процесӗнчи наставник, аутистсем пирки каласан, вӗсен сылтăм алли теме пулать. Светлана Шимшек хăй Канадăра 10 çул ытла ӗçлесе пысăк опыт пухнă.

Каласа хăвармалла, пресс-конференцие «Просто другие» обществăлла организацин учредителӗ Анна Устиновская (вăл хăй те аутист ача амăшӗ), «В твою пользу» ыркăмăллăх фончӗн директорӗ Дарина Табакова хутшăнчӗç.

Анна Устиновская сăмахӗсемпе вӗсен организацине ыйтусемпе е пулăшу ыйтма килекен ашшӗ-амăшӗсен шучӗ эрнерен ӳссе пырать. Организаци Воронежпа Мускав опытне тӗпе хурса ӗçлет. Вӗсем вара АВА программăпа ӗçлеççӗ. Вăл аутист ачасен поведенине коррекцилеме май парать, тавралăха хăнăхма, мотиваци стимулӗсене тупма пулăшать.

- Аутизм каварлăхӗ - тӳрех палăрманнинче. Ача «атте», «анне» сăмахсене калама та пуçлать, кайран вара тăрук чарăнать, калаçу хăнăхăвӗ ăнсăртран çухалать. Çакна асăрхарăр пулсан, тӳрех специалистсем патне каймалла. Аутистсен пӳрнепе тӗллесе кăтартасси çук, мӗн-тӗр илес тесен аслисен аллипе усă курма тăрăшаççӗ. Ку тепӗр паллă. Аутистсен тыткаларăшӗ (поведение) ритуаллă, сăмахран, киле урăх çулпа таврăнсан вӗсен истерика пуçланма пултарать. Ашшӗ-амăшӗсен тивӗçӗ чире вăхăтлă асăрхаса ачана пулăшма пуçласси, - терӗ ку енӗпе опытлă Анна Устиновская.

Дарина Табакова шучӗпе, аутистсене шкула хăнăхма çăмăлрах пултăр тесен, ача сачӗсенче те ушкăнсем уçмалла. Хальлӗхе вӗсем çук, çитес çулта уçăлма пултараççӗ. Куншăн нумай ӗç пурнăçламалла, документаци енӗпе, специалистсене хатӗрлессипе.

- Мӗн чухлӗ маларах пуçлатăн, çавăн чухлӗ ачасемшӗн аванрах. Ача садӗнче вӗсем ушкăнра пулма хăнăхаççӗ, шкула кайни каярахпа стресс пулмасть, - терӗ фонд директорӗ.

Тӗнчери практика кăтартнă тăрăх, сахал ашшӗ-амăшӗ хăйсен ачисемпе пӗрле аутистсем вӗренни çине лăпкăн пăхать, ытларах чухне хирӗç. Хусанта мӗнле-ши? Светлана Шимшек пӗлтернӗ тăрăх, телее, çакăн пек ăнланманлăхпа вӗсем тӗл пулман-ха. Аутизмпа аптракан ачасем Хусан шкулӗсенче регулярлă классене ыттисемпе пӗрле çӳреççӗ.

- Психика уйрăмлăхӗллӗ ача çумӗнче ялан тьютор пур. Çапах хăш чухне вӗсем вырăнне ачасем хăйсем йышăнма тăрăшаççӗ. Вӗренекенсем хушшинче урăхларах ачана хӗрхенекенсем çителӗклӗ, калаçтарма, култарма пăхаççӗ, - тет Светлана. Эксперт шучӗпе, капла аутистсен социализацийӗ хăвăртрах аталанать.

Анна Устиновская палăртнă тăрăх, паяна вӗсен организацийӗнче 187 аутист ашшӗ-амăшӗ регистрациленнӗ, капла вара çакăн пек ачаллă çемьесем 300 ытла. Çак шутран 17-шӗ кăна сывă ачасемпе пӗрле шкула çӳреме пуçланă. Апла пулсан, ку ӗçе май килнӗ таран ытларах шкула явăçтарма тăрăшмалла. Хамăр ачасем хушшине сывă/ сывă мар савăл çапмалла мар, общество чӗреллӗ пулмалла.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев