Депутатсем «чухăн» халь
(Ирина Трифонова). «Думăра эп çурт-йӗр политикипе, коммуналлă хуçалăх тӳлевӗсемпе, тавралăха тирпей-илем кӗртессипе ӗçлетӗп, ман темăсем вӗсем. Ăнланатăр пулӗ, Дума вăл çурт-йӗр политики кăна мар, обществăн мӗнпур сферипе ӗçлет. Депутата лариччен те çынсемшӗн çак ыйтусемпех тăрăшаттăм-ха», - мухтанарах пуçларӗ хăй сăмахне «Татар-информ» ИАра иртнӗ пресс-конференцире РФ Федераллă Пухăвӗн Патшалăх Думин депутачӗ...
(Ирина Трифонова). «Думăра эп çурт-йӗр политикипе, коммуналлă хуçалăх тӳлевӗсемпе, тавралăха тирпей-илем кӗртессипе ӗçлетӗп, ман темăсем вӗсем. Ăнланатăр пулӗ, Дума вăл çурт-йӗр политики кăна мар, обществăн мӗнпур сферипе ӗçлет. Депутата лариччен те çынсемшӗн çак ыйтусемпех тăрăшаттăм-ха», - мухтанарах пуçларӗ хăй сăмахне «Татар-информ» ИАра иртнӗ пресс-конференцире РФ Федераллă Пухăвӗн Патшалăх Думин депутачӗ Александр Сидякин. Вăл Карели çынни, юрист пӗлӗвне илнӗ. Политикăри шăпи хăйне евӗр, пăтăрмахлă. Тӗрлӗ вăхăтра Коми, Пушкăртстан республикисен, Красноярск крайӗн, Рязань, Брянск облаçӗсенчи республика ертӳçисен, кӗпӗрнаттăрсен суйлавне хутшăнса халăх ытларах кăмăлланă кандидатсен оппоненчӗ пек палăрнă. 2011 çултанпа Тутарстан представителӗ пек Патшалăх Думин депутачӗ. Закон кăларас ӗçре ытлашши çивӗчлӗхпе палăрса тăрать. Депутат çур сехет ытла Раççей парламентӗнче мӗн-мӗн туни пирки каласа пачӗ: «Эп çак закон проектне хатӗрлерӗм», «Эп çав закона пӗрремӗш вулаврах йышăнтарма тăрăшрăм», «Эп тăрăшнипе коммуналлă тӳлевсемпе çыхăннă закона улăштартăмăр» тата ытти те, тата ытти те. Ахăртнех журналистсемпе вăл харпăр пиаршăнах тӗл пулас тенӗ.
Депутат сăмахӗсемпе, Думăн хальхи пухăвӗ йӗркеленнӗренпе пӗтӗмпе 470 закон проектне йышăннă. Маларахри пухусемпе танлаштарсан, сахалрах. «Çапла сахалрах, анчах пахалăхӗпе самай çӳллӗрех, кăна хăвăр та сисрӗр пулӗ, пурнăç лайăхланса, экономика çирӗпленсе пырать. Ӗлӗкрех законсене паянхи пек чăкăлтăшланса тишкерсе йышăнман. Федераллă Пухăвăн Патшалăх Думине Вячеслав Володин ертсе пыма пуçланипе те çыхăннă ку. Канашлура халӗ депутатсем пӗр-пӗриншӗн сасăлама пултараймаççӗ. Ку сире те, суйлавçăсене, кăмăла каять пуль. Ларусенче кашни фракци депутачӗсем хăйсем килсе лараççӗ, сиктермеççӗ», - савăнса калаçрӗ Сидякин.
Унтан кӗскен Раççей Президенчӗ Владимир Путин Федераллă Пухăва янă сӗнӗвӗсене пурнăçлани, çӗршыв бюджетне пайлани, ют çӗршывсен парламенчӗсемпе пӗрлехи канашлусем ирттерни, украинсене Раççей гражданствине илме çăмăллатнă процедура, приоритетлă программăсем пирки каласа пачӗ. Патшалăх Думин депутатне пуринчен ытла çурт тунă çӗре пая кӗнисен проблемисем хумхантараççӗ иккен. Куншăн, чăнах, мухтама та пулать. Çакăн йышши объектсем çӗршывӗпе 1000 ытла, Тутарстанра ку енӗпе 6 пин пайçă (дольщик) улталаннă. Çавна май застройщиксен енӗпе закона çирӗплетнӗ, дольщиксен ыйтăвӗсене тивӗçтерме Страховани фондне йӗркеленӗ. Фонда пуçтарăннă укçапа туса пӗтермен çуртсен строительствине вӗçлеме палăртнă. «Пайçăсен нимшӗн те хуйхăрмалла мар. Ӗç-пуç темле чăрмавлă, темле пăтранса кайнă пулсан та тӗрӗслӗхе тавăратпăр, пилӗк çул хушшинче фонд пулăшнипе мӗнпур проблемăна татса паратпăрах», - çирӗппӗн шантарчӗ халăх депутачӗ.
Сăмаха вӗçлесен Александр Сидякин журналистсен ыйтăвӗсене хуравлама хатӗрленчӗ. Красноярск депутачӗсем хăйсен ӗç укçине икӗ хут ӳстерме пуçланă хыççăн паян журналист тӗлне пулнă пӗр депутат та çак ыйтуран пăрăнса юлаймасть пулмалла. Тутарстанпа Раççей правительствисем хушшинчи полномочисене пайласси килӗшӗве тăсасси çинчен те чылай ыйту пулчӗ. Александр Сидякин ку ыйтупа хăй шухăшне палăртма шутламарӗ пулас, политиксен анлă сарăлнă шухăшӗсене тепӗр хут каларӗ çеç. Ӗç укçи темине «МК» редакторӗ пуçарчӗ те ăна ыттисем те ярса илчӗç. Ыйту депутата килӗшменни тӳрех палăрчӗ, çиелтен панă хуравсем, паллах, тивӗçтермерӗç. «Яланах çак ыйту хумхантарнă, мӗнле майпа халăх суйлавçисем депутат кресли çине ларсанах пирӗн хуйхă-суйхăсене манаççӗ? Пысăк шалупа ӗçлекен депутат пуçӗнче ачана пӗччен ӳстерекен аннене 500 тенкӗ пособи парасси мӗнле майпа çуралать? Ăçтан илетӗр ку цифрăсене? Ку пӗр тӗслӗх кăна-ха», - тесе ыйтсан господин Сидякин хӗрелсех кайрӗ, тарăхнипе. Панă ыйтăва хуравласшăн пулмарӗ. Журналистăн ӗçне хӳтӗлекен федераллă закон пурри пирки аса илтерсен çапах та хуравларӗ, ăна хăйсем йышăннă та-ха. «Хуравлатăп, эсир каланă пек ман шалу пачах та 800 пин тенкӗ мар, пурӗ те 300 пин кăна, тата ман укçа çăлкуçӗ урăх çук. Ӗç укçине мана патшалăх тӳлет. Ун механизмне пӗлетӗр пулӗ, президент шалăвӗнчен процентпа шутласа палăртаççӗ. Пӗччен амăшӗсем пирки, вӗсем çуратас яваплăха хăйсем çине илнӗ, апла малалла епле пурăнасси пирки те шутламалла пулнă», - ытлашши хӗрсе кайнипе хăй еплерех йăнăш тунине те сисмерӗ пулмалла депутат. Кайран тӳрре тухма тăрăшса: «Кунта мана республикăри парксемпе скверсене тытса тăма бюджетран малалла та укçа уйăрасси пирки ыйтрӗç те-ха, анчах ăна каярах хуравлăп, малтан пӗччен аннесемпе мӗн тăвасси пирки шутлăпăр», - терӗ ман çине шăтарасла пăхса.
Шел, пресс-конференци ертӳçи журналистикăн кивӗ шкулне пӗтернисене (вӗсем мелсӗр, тӗрӗс ыйтусем пама ăста) чарчӗ. Сăмаха çамрăксем илчӗç, малалла депутата юрас тесе панă ыйтусем çеç пулчӗç. «Мӗн шутлатăр çӳп-çап çунтаракан завод пирки?», «Эсир вӗт-ха çуртсен реинновацине активлă хӳтӗлекенсенчен пӗри» тата тем те пӗр. Акă мӗн патне илсе тухать çакăн йышши тӗлпулусене пиаршăн ирттерме пуçлани.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев