Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Халăх укçипе туяннă

(Ирина Трифонова) Тутарстанра автомобиль парнелеме питӗ юратаççӗ, ку йăлана кӗчӗ тесен те юрать. Ку хутӗнче черет ТР Патшалăх техника надзорӗн районсемпе хуласенчи уйрăмӗсен пуçлăхӗсене черет çитрӗ. Çак хисеплӗ тивӗçе хальхинче ТР Премьер-министрӗн çумӗ - ял хуçалăхпа апат-çимӗç министрӗ Марат Ахметов пурнăçларӗ. Кун пирки министерствăн пресс-служби пӗлтерет. Мероприяти Хусанти Çӗр ӗçченӗн...

(Ирина Трифонова) Тутарстанра автомобиль парнелеме питӗ юратаççӗ, ку йăлана кӗчӗ тесен те юрать. Ку хутӗнче черет ТР Патшалăх техника надзорӗн районсемпе хуласенчи уйрăмӗсен пуçлăхӗсене черет çитрӗ. Çак хисеплӗ тивӗçе хальхинче ТР Премьер-министрӗн çумӗ - ял хуçалăхпа апат-çимӗç министрӗ Марат Ахметов пурнăçларӗ. Кун пирки министерствăн пресс-служби пӗлтерет.

Мероприяти Хусанти Çӗр ӗçченӗн керменӗ умӗнче иртрӗ. Район тата хула уйрăмӗсене пурӗ 13 автомобиль парнелерӗç. Марат Ахметов шучӗпе, ку ял хуçалăх ӗçӗнче малашне тата та тăрăшарах ӗçлеме хистӗ. Чăнах, пысăк парнене тӳрре кăлармаллах, пуçлăхсен кăна астусах тăмалла пултăр. Автомобильсене бюджет укçипе, урăхла каласан сирӗнпе пирӗн, ӗнтӗ халăхăн, укçипе туянса панă.


Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев