Хӗрарăмсем Питӗрте пухăнӗç
Халăхсем хушшинчи «Хӗвелтухăçпа Хӗвеланăç Питӗрте тӗлпулаççӗ» хӗрарăмсен конференцийӗ ноябрӗн 17-18-мӗшӗсенче Санкт-Петербургри Таврический Керменӗнче пулса иртӗ. Политикăра, услам ӗçӗнче, наукăра ӗçлекен, общество организацийӗсене ертсе пыракан хӗрарăм-лидерсем Раççей регионӗсенчен, СНГ, Балтика, Европа, Çурçӗр, Ази çӗршывӗсенчен АПШ-ран ӗнтӗ 23-мӗш çул пуçтарăнаççӗ. Çак конференцин тӗллевӗнче хӗрарăмсен пурнăç пахалăхне сӳтсе явасси. 2016 çулта вӗсем çак...
Халăхсем хушшинчи «Хӗвелтухăçпа Хӗвеланăç Питӗрте тӗлпулаççӗ» хӗрарăмсен конференцийӗ ноябрӗн 17-18-мӗшӗсенче Санкт-Петербургри Таврический Керменӗнче пулса иртӗ.
Политикăра, услам ӗçӗнче, наукăра ӗçлекен, общество организацийӗсене ертсе пыракан хӗрарăм-лидерсем Раççей регионӗсенчен, СНГ, Балтика, Европа, Çурçӗр, Ази çӗршывӗсенчен АПШ-ран ӗнтӗ 23-мӗш çул пуçтарăнаççӗ.
Çак конференцин тӗллевӗнче хӗрарăмсен пурнăç пахалăхне сӳтсе явасси. 2016 çулта вӗсем çак ыйтусене пăхса тухӗç:
-
Хӗрарăмсем - халăх дипломатине малалла тӗртекен «çемçе вăй»;
-
Кризис условийӗсенче хӗрарăмсен экономикăри лару-тăрăвӗ, ӗç рынокӗнчи вырăнӗ;
-
Хӗрарăмсен услам ӗçне тӗрев парассин инновациллӗ меслечӗсем;
-
Мигрантсем экономика процесӗсене кӗнин йывăрлăхӗсем: мигрантсен ӗç законодательствинчи çӗнӗлӗхсем.
Хальхи вăхăт тӗлне конференцире Швеци, Финлянди, Германи, Латви, Инди, Кăнтăр Африка, Бахрейн, Пакистан, Таиланд тата ытти çӗршывсен делегацийӗсем хутшăнасси паллă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев