Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Хусан чăвашӗсем Василий Дедушкинпа сывпуллашрӗç

ЭССЕ АФАНАСИЧ Афанасич, теттӗмӗрччӗ ăна юратса хамăр хушăра. Чăваш обществинчисем пурте ăнланатчӗç кам çинчен сăмах пынине. Ун пекки пӗрре кăначчӗ пирӗн пӗрлешӳре те, Туслăх çуртӗнче те, АНКО-ра та. Пухусенче сăмах парсан та - юрăпа хуравласа илтеретчӗ. Санитари врачӗнче ӗçленӗрен, ăна каçараттăмăрччӗ кун пек выступленисемшӗн. Геннадий Онищенко хăтланăвӗсем те кăшт урăхларах...

ЭССЕ
АФАНАСИЧ
Афанасич, теттӗмӗрччӗ ăна юратса хамăр хушăра. Чăваш обществинчисем пурте ăнланатчӗç кам çинчен сăмах пынине. Ун пекки пӗрре кăначчӗ пирӗн пӗрлешӳре те, Туслăх çуртӗнче те, АНКО-ра та. Пухусенче сăмах парсан та - юрăпа хуравласа илтеретчӗ. Санитари врачӗнче ӗçленӗрен, ăна каçараттăмăрччӗ кун пек выступленисемшӗн. Геннадий Онищенко хăтланăвӗсем те кăшт урăхларах вӗт. Зато (каçарăр, хăй çавăн пек каланăран çыратăп вырăсла) никамран та нимрен те вăтанса тăмастчӗ. Президент умӗнче те, фермăри возчик умӗнче те çав юррах, çав хăватпах шăрантаратчӗ пирӗн хисеплӗ таврапӗлӳçӗ тата фольклорист. Чăваш юхăмне вăл пенсие тухсан тин пырса кӗчӗ-тӗр, унччен, мӗн каласси, хулара ыттисем пекех, вырăсла пурăннă. Çавăнпа та ачисем чăвашла калаçманшăн питӗ кулянатчӗ: - Халь ăçтан вӗрентен ӗнтӗ вӗсене? Хăйсем часах асатте пулмалли çынсем, - тетчӗ Дедушкин - те хурланса, те шӳтлесе. Шӳте-мӗне вашаватчӗ вара. Ним çукран тăсса яраятчӗ: «Маккар-кумма-аккария-куммая!» евӗр юррисене. Вăл ертсе хăварнă «Не прими за пьянство, а прими за лекарство...» е тата «Макçăм шыва кайнă-тăр, лăкăр-лăкăр тăвать-тăр...» текен каларăшсем те Этремен Ваççинчен куçса юлчӗç-тӗр çав пире. Хамăр сисмесӗрех Дедушкин фаначӗсем пулса тăтăмăр: «Хӗрлӗ палан, пиçнӗ палан, ӳсет пирӗн пахчара...» Вăл вилнӗ текен хыпара илтсен темшӗн çавăн пек япаласем пуçра явăнаççӗ. Сывпуллашма кайсан та, темшӗн куççуль тухмарӗ, чӗре çухатупа тулнă пулсан та... Чиркӳри турăшсем çинче ӳкерекен апостолсем пек тап-таса, çуталса выртатчӗ 84 тултарсан ӗмӗрлӗхех куçне хупнă аслă юлташăмăр.
Шанатăр-и, çук-и, «Хусан чăвашӗсем» шăрантаракан «Мунча шăрши» юрă çуралассинче те пур унăн тӳпи. Тӗрӗсрех каласан, вăл пулман пулсан çак юрă, каярах клип та, çуралмастчӗç-тӗр. Пӗр пилӗк-ултă çул каяллах Афанасич редакцине килсе Хусанкай çырнă йӗркесене Алексей Наумовпа иксӗмӗре кăтартрӗ. Ватă çынна вӗт к]ӳрентерес мар тесе «юрӗ, юрӗ» тесе кăларса яран вӗт хăш чухне урăх ку ыйтупа, тен килмӗ тесе. Кунта та çапла пулчӗ. Асту сана. Тăхăрьялта çуралса ӳснӗскер, лăланма пӗлместчӗ çав. Тата иккӗ-виççӗ те килсе кайрӗ çак сăвăпа юрă çыртарасшăн. Вара тин Алексей Наумов «Хурăнлăхран мунча шăрши кӗрет» сăмахсемпе пуçланакан сăвва ӗçе илчӗ. Паян çав хита çаврăннă юрăпа «Хусан чăвашӗсем» тӗрлӗ хуласенчи сценăсене парăнтараççӗ. Ав кама тав тумалла уншăн. Манăн çавăн пекех Хусан епархийӗнче чăваш прихучӗсемпе ӗçлекен Игнатий игумена, ТР ЧНКА Ӗçтăвкомӗн ертӳçине Владимир Иванова пытару йăлисене пурнăçлас ӗçсенче Дедушкинсен çемйине пулăшнăшăн тав тăвас килет.

Ваççа тете вара - çутă сăнарӗпе аса кӗрсе юлчӗ пулсан - мӗн тăвăн?.. Тем тепӗр юптарса пама маçтăрччӗ вӗт пирӗн ентеш. Валентин Урташ вӗсен килӗнче хваттерте тăнине каласа паратчӗ, уйрăмах фронтовикăн кӗленче куçӗ тухса ӳкнине, унтан ăна иккӗн макăра-макăра шыранине...
Николай Дедушкин çыравçăн тăванӗ пулсан та, литературăна ун пекех çывăх марччӗ, ытларах фольклор енӗпе. Василий Афанасьевичăн харсăрлăхӗ вара тăхăръялсенни пек - тапса тăратчӗ. Шăпах вăл Чăваш Республикин пӗрремӗш Президенчӗ патне çитсе Г.Тимофеевăн «Тăхăрьял» кӗнекине çӗнӗрен кăларттармалла тунине пӗлекен сахал. Усăллă, халăхшăн кирлӗ ӗçсене вăл çынна систермесӗр тăватчӗ. Элшелӗнче Тăхăрьял музейне тутарассинче те унăн тӳпи çук мар, экспонат тупса парассинче те. Вăйă картине тăрсан вара - сасăпа арçынсенчен - Ваççа тетене çитекен çукчӗ.

Редакцине килет те, алăкран кӗрсен тӳрех: - Эсир пӗлетӗр-и «Хыпар» хаçатăн пӗрремӗш редакторӗ миçемӗш числара çуралнине? Çук-и? Атьăр Ар масарӗнчи унăн вилтăприне тирпейлеме, кăтартăп, унта çырса хунă....
Çапла вăл тăрăшнипе Хусанти тӗп масарта ӗмӗрлӗх канлӗх тупнă Ашмарин, Никольский ытти паллă чăвашсем ăçта выртнине пӗлекен пултăмăр. Н.В.Никольский вилтăпри çине палăк лартассине те Алексей Леонтьевпа пӗрле вăлах пуçарчӗ. Василий Афанасьевич шупашкарсем килсен Ар масарӗн тӗп экскурсоводӗччӗ.
Халь çимӗкре Элшел масарне килнӗ çынсем хăйне курма пырӗç. Афанасийсен менельникӗнче çӗре кӗме Турă пӳрнӗ пуль çав Афанасича. Кунта ӗнтӗ ним те тăваймăн.
Ырă вырăнта выртмалла пултăр. Эпир сана манмăпăр, санăн пурнăç çулӗпе мăнаçланăпăр!


PS: Ку йӗркесене вулакансен шучӗ çур кунрах 300-тен иртни те республикăри тата ун тулашӗнчи чăвашсем çак çынна еплерех хисеплени çинчен калать пулӗ. Тав сире.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев