Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Кама мӗн çырнă

ТАКА 21.III - 19.IV Тахçанхи пӗлӗшӗрсем çак кунсенче сирӗн çине пысăк витӗм кӳреççӗ. Нумайранпа шутласа çӳрекен ӗмӗтӗре пурнăçлама вăхăт çитнӗ. Юратура тӗрӗслев тапхăрӗ пырать, ыт- лашши пăлханма кирлӗ мар, кӗçех лару-тăру лай- ăхланать. Такан сывлăхӗ хăрушлăхра мар, йăлт аван. Ку эрнере туянакан япаласем чылай вăхăт усă кӳрӗç. ВĂКĂР 20.IV -...

ТАКА 21.III - 19.IV
Тахçанхи пӗлӗшӗрсем çак кунсенче сирӗн
çине пысăк витӗм кӳреççӗ. Нумайранпа
шутласа çӳрекен ӗмӗтӗре пурнăçлама
вăхăт çитнӗ. Юратура тӗрӗслев тапхăрӗ пырать, ыт-
лашши пăлханма кирлӗ мар, кӗçех лару-тăру лай-
ăхланать. Такан сывлăхӗ хăрушлăхра мар, йăлт аван.
Ку эрнере туянакан япаласем чылай вăхăт усă кӳрӗç.
 
ВĂКĂР 20.IV - 20.V
Тăрăшăр, ӗçлӗр, плансем туса пурнăçа
кӗртӗр, пӗр сăмахпа - самант та алă
усcа лармалла мар. Харкам хутшăнусен-
че Вăкăрсене ăнăçу кӗтет. Сывлăх пирки ӳпкелеш-
ме сăлтав çук пулин те уçă сывлăшра час-час утса
çӳреме сӗнеççӗ çăлтăрсем. Пурлăхпа, укçа-тенкӗпе
çыхăннă ыйтусене хăвăршăн лайăхпа татса паратăр.
 
ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V - 21.VI
Эрне пуçламăшӗ ку тапхăрта чи ăнăçлă
вăхăт сирӗншӗн. Мӗнле-тӗр интереслӗ
ӗçпе кăсăкланса каятăр. Тахçантанпа тăсăлакан
юратури ӗмӗтсене пурнăçа кӗртме вăхăт çитнӗ.
Йӗкӗрешсем хăйсене питӗ лайăх туяççӗ, уçă сывлăшра
тăтăшрах пулмалла. Пурлăхпа çыхăннă ыйту-
сене хăвăра кирлӗ пек татса паратăр.
 
РАК 22.VI - 22.VII
Хăвăр валли мӗн-тӗр лайăххи, ырри ту-
малла. Хăвăртан хăвăр ыйтăр, мӗн кирлӗ,
мӗн çитмест сире? Хăвăр тăрăшсан юратури хут-
шăнусем лайăх аталанаççӗ. Эрнен иккӗмӗш çур-
ринче Раксен ытларах канма тăрăшмалла. Кил-çурт
валли япала туянма меллӗ вăхăт.
 
АРĂСЛАН 23.VII - 22.VIII
Пӗрре пулса иртнӗ пулăмсене шăпа тепӗр
хут тавăрать. Çакăншăн сирӗн савăнмал-
ла кăна. Харкам хутшăнусенче Арăсланăн пуçарăва
алăран вӗçертмелле мар. Хăвăра лайăх туятăр, сывлăх
çине ӳпкелешме сăлтавсем çук. Нумая тăсăла-
кан финанс ӗçӗсемпе аппаланма ăнăçлă вăхăт мар
халӗ.
 
ХӖР 23.VIII - 22.IX
Халиччен хăй еккипе пыракан ӗçе мӗн-
тӗр çӗнни кӗртме тивет. Юратура яланхи
пек: хирӗçетӗр, мирлешетӗр - пурнăç малаллах пы-
рать. Хӗрӗн тунсăха парăнмалла мар. Укçа-тенкӗпе
çыхăннă плансене пӗтӗмпех пурнăçлаймастăр, хăш-
не те пулин «ырана» хăвармалла.
 
ТАРАСА 23.IX - 22.X
Кулянма сăлтав пулмасан та çак эрнере
хăвăра пит йăваш туятăр: нимӗн те кир-
лӗ мар, нимӗн те интереслентермест сире, пурнăç
пӗтнӗ тейӗн. Тараса çемйинче лару-тăру хӗрӳ: кам
тӗрӗс, кам йăнăшать - тавлашăвăн вӗçӗ курăнмасть
тейӗн, анчах пурпӗрех мирлешӳпе вӗçленет çакă.
Пӗтӗмӗшле илсен ывăнса çитнине, халран кайнине
туятăр. Енчӗкӗре укçа кӗрет.
 
СКОРПИОН 23.X - 21.XI
Çак кунсенче эсир пысăк пӗлтерӗшлӗ
йышăну тăватăр. Вăл ӳлӗм те ӗçӗр-хӗлӗр
çине витӗм кӳрӗ. Харкам пурнăçра
Скорпионăн телейлӗ вăхăт. Суранланма пултаратăр,
ытти енчен сывлăхшăн хăрушлăх çук. Эрне варрин-
че самай укçа илетӗр.
 
УХĂÇĂ 22.XI - 21.XII
Эрне евӗк иртет тееймӗн - хире-хирӗçле
самантсем пайтах пулаççӗ. Çемье, кил-
çурт ыйтăвӗсене çăмăллăнах татса паратăр. Юратури
хутшăнусем Ухăçăна тӗлӗнтереççӗ, савăнтараççӗ.
Экстремаллă спорт тӗсӗсемпе çак эрнере аппалан-
малла мар. Эрнен иккӗмӗш çурринче укçа-тенкӗпе
сыхă пулмалла.
 
ТУ КАЧXIАКИ 22.I - 20.I
Халь сирӗн кăмăлăр мӗн патне ытларах
туртать? Ӗç патне-и е çемье патне? Лару-
тăру хуть мӗнле аталанса пырсан та йăлт аван пу-
лать. Юратура Ту качакин пӗтӗмпех аван. Косметика
процедурисем ирттерме меллӗ вăхăт. Хаклă япала-
сем туянма, вăрăма тăсăлакан ӗçсене пуçарма лайăх
вăхăт.
 
ШЫВТĂКАН 21.I - 18.II
Планетăсем пӗр-пӗринпе килӗшӳллӗн
вырнаçса тухманнипе ӗçре, документ-
сенче йăнăшсем тӗл пулаççӗ. Çемйӗрте хăвăр çине
ытлашши нумай ан илӗр, пурнăçлама халăр çитмӗ.
Шывтăканăн çул çинче питӗ тимлӗ пулмалла, аманас
хăрушлăх пысăк. Япала туянма меллӗ вăхăт мар.
 
ПУЛĂСЕМ 19.II - 20.III
Ку тапхăр сирӗншӗн ăнăçлă, ырă эрне.
Пулăшăн халь чи тӗрӗсси - командăра
пулса хирӗçле шухăшсене те тимлӗхсӗр хăварман-
ни. Юратури хутшăнусене мӗнле йӗркелесси пирки
интуици систерӗ. Юнкун ан теветкелленӗр, ахаль
те хăвăра лайăхах туймастăр. Канмалли кун тупăш
илетӗр.
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев