Кăштах кулăш – ӗçре пулăш)
Арăмӗ упăшкине вăрçать: - Кӳршӗ ав, мӗнле ӗçе тытăнсан та тӗплӗн тăвать. Санăн вара ялан унтан-кунтан. - Наян вӗт вăл, тепре пăсса тума ӳркеннипе кăна тӗплӗн тăвать. * * * - Сидоров, каллех ӗçе кая юлса килтӗн, хальхинче мӗнле сăлтав?! - ыйтать пуçлăх ӗçченрен. - Эй, ан та калăр-ха, ирхине...
Арăмӗ упăшкине вăрçать:
- Кӳршӗ ав, мӗнле ӗçе тытăнсан та тӗплӗн тăвать. Санăн вара ялан унтан-кунтан.
- Наян вӗт вăл, тепре пăсса тума ӳркеннипе кăна тӗплӗн тăвать.
* * *
- Сидоров, каллех ӗçе кая юлса килтӗн, хальхинче мӗнле сăлтав?! - ыйтать пуçлăх ӗçченрен.
- Эй, ан та калăр-ха, ирхине минтер кӗтесне мӗнле пырса тăрăнтăм - пӗр сехетех тăна çухатрăм.
* * *
Судра:
- Свидетель, сирӗн хăвăр куçпа курнине кăна каламалла, ăнлантăр-и? - асăрхаттарать судья.
- Ăнлантăм, ваша честь.
- Так, хăçан çуралнă эсир?
- Кăна калаймастăп вара, хам куçпа курман та.
* * *
Упăшки каçхине арăмне шăнкăравлать:
- Чунăм, паян киле килместӗп. Димка патӗнче картла вылятпăр эпир! Арăмӗ шăппăн: - Димка, илтрӗн-и, вăл сан патăнта картла вылять...
* * *
Йытă дрессировщикӗсем мухтанаççӗ:
- Манăн Джильда хаçат вулаять.
- Илтрӗм-ха, Шарик каларӗ, - хуравлать тепри.
* * *
Бухгалтер ывăлӗ «Ревизор» вулать:
- Атте, ăнланмарăм-ха эпӗ, «Ревизор» комеди-и е трагеди?
- Ывăлăм, ревизорӗ пӗлнӗ çын-тăк - комеди, ют-тăк трагеди вара.
Тепӗр кулăшла самант. Францин президенчӗ Макрон хăйӗн арăмне патшалăха пăхтарасшăн. 40-ри çӗршыв ертӳçи Бритжит ятлă 60-ти арăмне «пӗрремӗш леди» пек шалу илтерсе политика ӗçне кӗртесшӗн пулнă. Анчах та Франци çыннисем çакна хирӗç 200 пин ытла подпись пуçтарнă. Вара Макрон хăранипе ку шухăша пăрахăçланă. Арăм ахаль те упăшка пулăшуçи, çакна саккунра ӗç вырăнӗ пек çирӗплетмесен те пулать пек.
Францин тепӗр президенчӗн Николя Саркозин арăмӗ Карла Бруни вара упăшкинчен укçа ыйтмасть пулмалла. Вăл паллă модель тата юрăç, хăй те сахал мар евро илет пулмалла. Ак, итлесе пăхăр-ха унăн пӗр юррине.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев