Комедире выляс кăмăл пур
Владимир Вдовиченков хăйне уйрăм сăнарлă актер, вăйлă характерлă çынсен ролӗсем ăна çăмăллăн парăнаççӗ. Паллă, культ шайне çӗкленнӗ «Бумер», «Бригада» киносенче вылянисӗр пуçне тарăн шухăшлă, историпе çыхăннă картинăсенче те ӳкерӗннӗ вăл, сăмахран, «Время собирать камни», «Салют-7» (тӗнче космонавтикин историне кӗнӗ Владимир Джанибековпа Виктор Савиных космонавтсем çинчен ӳкернӗ фильмра Вдовиченков Джанибеков рольне...
Владимир Вдовиченков хăйне уйрăм сăнарлă актер, вăйлă характерлă çынсен ролӗсем ăна çăмăллăн парăнаççӗ. Паллă, культ шайне çӗкленнӗ «Бумер», «Бригада» киносенче вылянисӗр пуçне тарăн шухăшлă, историпе çыхăннă картинăсенче те ӳкерӗннӗ вăл, сăмахран, «Время собирать камни», «Салют-7» (тӗнче космонавтикин историне кӗнӗ Владимир Джанибековпа Виктор Савиных космонавтсем çинчен ӳкернӗ фильмра Вдовиченков Джанибеков рольне вылянă. - Авт.), «Оптимисты» сериал, «Тарас Бульба», «Левиафан» тата ыттисем те. Çирӗп кăмăллă та яштака сăн-сăпатлăскер килӗшмесӗр пултараймасть. Вдовиченков вылянă сăнарӗсемпе асра çутă йӗр хăварать. ВГИКран 2001 çулта вӗренсе тухнă. Моссовет ячӗллӗ театрта ӗçлеме пуçланă, каярахпа Е.Вахтангов ячӗллӗ патшалăх академи театрне куçнă. «Кумир» преми лауреачӗ, 2012 çултанпа Раççейӗн тава тивӗçлӗ артисчӗ.
Кăçалхи августăн 13-мӗшӗнче вăл 45 çул çеç тултарчӗ пулин те хăйне вăл тахçанах çуралнă пек туять. Тӗрӗссипе каласан, унпа калаçма пуçласан чăнах та çапла туйăнать, пурнăçпа ӗç опычӗ пуян. Владимир Вдовиченковпа Хусанти Халăхсен хушшинчи мăсăльман кинофестивалӗнче паллашма тӳр килчӗ.
- Владимир, хăвăр сăмахăрсенчен Эсир профессие питӗ интереслӗ майпа лекнӗ.
- Профессие хамăн таланта чăннипех те шаннипе суйларăм. Ача чухне театрпа тӗлленмен те. Истори çав тери ансат. Пӗррехинче выртатăп çапла диван çинче - видеокассетăсем пăхса. Ăнсăртран ВГИКа вӗренме кӗрекеннисем çинчен лекрӗ. Мӗнле-тӗр ăнланмалла мар çамрăк çынсем хăйсене артист теме пăхаççӗ. «Кусем те артистсем пулсан эпӗ вара кам?», - тесе шутласа илтӗм. Вӗрентӳ заведенийӗсен справочникӗ килте пурччӗ, шăпах шăллăм вӗренме кӗме хатӗрленекен вăхăт. ВГИК телефонне шыраса тупрăм та шăнкăравларăм. «ВГИК-и ку?» «Çапла», - теççӗ. «Студентсем йышăнатăр-и?» «Çук, кăçала илсе пӗтертӗмӗр, анчах килме пултаратăр, пирӗн хатӗрлев курсӗсем пур, общежити те паратпăр», - теççӗ. Виçӗ кунра пуçтарăнса тухса кайрăм. Вӗреннӗ хушăрах официант пулса, ресторан-клубра администраторта ӗçлерӗм. Шăпа мана Людмила Чирковăпа паллаштарчӗ, вăл Борис Чирковăн арăмӗ. Вăл мана вӗренме кӗме программа хатӗрлеме пулăшрӗ. Кӗтӗм, студент пурнăçӗн кашни енне тутантăм.
- Миçереччӗ ун чухне?
- Института кӗнӗ чухне самай шутлакан çынччӗ ӗнтӗ, 26-раччӗ. Паян шутлатăп та, нумай та мар пек туйăнать. Ун чухне хама пурнăç курнă çын пек туяттăм. Курсра чи асличчӗ, çук, тата пӗри, закона пăсса хăйне икӗ çул кӗçӗнлетни пурччӗ. Ыттисем ӗнерхи шкул ачисем. Актерсем пурте апломбпа генисем. Хăш-пӗри таçтан курăнать, тепри хăй ăшне путнă. Пӗрремӗш çулсенче мӗн тумаллине те пӗлмерӗм. Эпӗ вӗт пачах та урăхла хушăран килнӗ, унта хӗрупраç, сăмахран, пӗр сăмах хушма мар, ыйтмасăр кӗме те пултараймасть. Кунта вара вӗрентме пăхаççӗ. Хама аванах «хуçма» тиврӗ. Пӗр вăхăт институтран кайма та шутланăччӗ. Иртсе кайрӗ. Маншăн чи йывăрри хам ялан тӗрӗс пулни пирки иккӗленме пуçлани пулчӗ. Кашни çын çак ыйтăва хăй умне лартма пӗлмелле. Калаçма мар, итлеме вӗренмелле.
- Кинора ӳкерӗнесси епле пуçланчӗ?
- Виççӗмӗш курсра чухне. Мана Николай Достальăн «Гражданин начальник» детектив сериалӗнче ӳкерӗнме пробăна чӗнчӗç. Унччен маларах юлташсемпе кăштах сыпнă хыççăн клубра ашкăнса илнӗччӗ. Пробăна «çӗмрӗлнӗ» питпе килтӗм. Николай Николаевич манра тӳрех Коля афганеца курса пробăсăрах роле çирӗплетрӗ. Режиссерпа ӳкерекен ушкăн калаçнă вăхăта коридора тухма ыйтрӗç. Çакăнта ман пата çӳллӗшпе пысăках мар хӗрарăм пычӗ те тӳррӗн пăхса: «Питӗртен пăхсан эсир çапăçма пӗлетӗр», - терӗ. «Ман шутпа пачах та çук», - тесе хуравларăм. «Эсир артист-и?», - тӗпчерӗ малалла. «Çапла пуль», - терӗм кӗскен. Ассистентка мана Алексей Сидоров патне илсе кайрӗ. Çапла «Бригада» сериалта Фил рольне пачӗç. Йăлт ăнсăртран пулса тухрӗ.
- «Бумер» тавра та шăв-шав вăйлă пулчӗ.
- ВГИКра эпир Петр Бусловпа пӗр вăхăтра вӗрентӗмӗр, эпӗ - актера, вăл - режиссера. Çавăн чухнех «Бумер» пирки шухăш пурччӗ. Пӗррехинче ман пата Илья Хотиненкопа (Владимир Хотиненко ывăлӗ) Петр Буслов пырса интереслӗ шухăш пуррине пӗлтерчӗç, сценарий пекки те пур. Çак шухăшпа виçӗ çул çӳрерӗмӗр. Хам çак картинăра ӳкерӗнесси пирки иккӗленмен.
- Анчах пӗр вăхăт Буслов «Бригадăпа» «Бумер» киносем сюжечӗпе кăна мар, сăнарсемпе те çыхăнса каясран асăрханса сирӗн вырăна урăх актер шырама тытăннă.
- Икӗ кинора та тӗп сăнарсем тăватă çамрăк çын, пӗр актерах унта та кунта ӳкерӗнни куракансене килӗшмессе шутланă вăл. Анчах урăх актер тупайманнипе манах чӗнсе илчӗ. Çак историсем карьерăра чи кăткăс проектсем пулчӗç. Сăмахран «Бумер», чăтма çук сивӗре ӗçлерӗмӗр, выçă тата хамăр. Укçасăр, мӗнсӗр, пӗр энтузиазмпа çеç. Пӗр кунхине пачах та ӳкерме пултараймарăмăр, 35 градус сивӗре камера пленкăн перфорацине çурма пуçларӗ. Эпир вара ветровкăсемпе тăратпăр, гангстерсене сăнлатпăр. Анчах паян кунччен те куракансен юратăвӗ ăшăтать. Актерсем пурте пуçлаканнисем, пирӗнпе çепӗçленсе тăман. Хамăр та ним те ыйтман - ӳкерччӗр кăна. Хăтлăх пирки ӗмӗтленмен те, съемка площадкинче чей те ӗçтерместчӗç, чей пакечӗсем туянма укçа пуçтараттăмăр. Продюсер ку кино никама та кирлӗ пулмасть тесе пӗр вăхăт интересне те çухатрӗ, пленка илме кăна укçа уйăратчӗ. Çавăнпа съемка пуçланиччен тăрăшса репетицисем тăваттăмăр. Кăткăс лару-тăрура 13 уйăх иртсе кайрӗ.
- Пленка илме кăна укçа уйăратчӗç терӗр, кинора вара эсир хаклă тумтирпе. Ăçтан?
- Май пур таран пултартăмăр. Петя Буслов калать: «Сценарипе сирӗн моднăй пулмалла». Бутиксем тăрăх чупма пуçларăмăр, тумтир туянса тултартăмăр, хамăр шутранах. Иккӗмӗш куннех кадрта вараланса пӗтрӗмӗр, пиртен дубль тума ыйтаççӗ. Тумсем ӗçлӗхрен тухнă. Мӗн тумалла? Çӗлеттерме шутларăмăр, кусем те юрăхсăра тухрӗç. Укçа пӗтрӗ, чи йӳнӗ çӗрте çӗлеттерме пуçларăмăр. Кадрсене епле пуçтарса пӗтересси шухăшлаттарчӗ. Петр Буслов картинăпа кинофестивале килсен ăна конкурса илмен, конкурссăр кăтартма ыйтнă. Хăй вара залтан тухсах кайнă - пăхайман. Ăнсăртран фурор. Кинофильма тата та тата кăтартнă.
- Профессие эсир çӗршывшăн йывăр тапхăрта килнӗ. Мӗнлерех пулчӗ вăл сирӗншӗн?
- Киношник пӗлӗвне илсен те педагогсем театр çыннисемччӗ. Вӗренсе пӗтерес умӗн курс 4 спектакль хатӗрлетчӗ. Эпӗ кашнинех хутшăнаттăм. ВГИК хыççăн артистсем пурте кинора ӳкерӗнме ӗмӗтленеççӗ. Анчах 90-мӗш çулсем кинематографие ним те паман. Çӗршывра хаос, çынсене кино кирлӗ мар. Киноактер кăна пулма ӗмӗтленсе выçă юлма та пулать, çавăнпа ун чухне пурте тенӗ пек театра вырнаçма тăрăшатчӗç. Театр вăл тренинг пек. Кинон хăйӗнле специфика. ВГИК сценăна юратма вӗрентрӗ. Çавăнпа çăмăллăнах Моссовета ӗçлеме кайрăм.
- Вахтангов ячӗллӗ театра епле лекрӗр?
- «Бригада» сериалта туй сценине ӳкернӗ чухне Маша Аронова мана театрта «Царская охота» спектакльте Орлов рольне выляма актер шыранине пӗлтерчӗ. Эпӗ кама сӗнме пултарнине тӗпчерӗ. Çурçӗрччен унпа хушаматсене сӳтсе яврăмăр. Тепӗр виçӗ кунран режиссер хăй шăнкăравларӗ. «Кăмăл çук-и хăвăнах выляма?» - тесе ыйтрӗ. Килӗшрӗм. Театрăн илемлӗх ертӳçине Александр Ульянова эп выляни килӗшрӗ. Шел, халӗ вăл пирӗнпе çук. Вăл ырланипе 2002 çулхи сентябрьте спектакль çын умне тухрӗ. Вăт çапла Вахтангов ячӗллӗ театра пырса лекрӗм, 14 çул ӗçлетӗп унта.
- Владимир, хăвăр ӳкерӗннӗ кинофильмсене пăхатăр-и?
- Пачах пăхмастăп тесен те юрать. Çамрăкрах чухне студентсен спектаклӗсене çӳреме юрататтăмăр. Нумай чухне ӗçтешсемшӗн аванмарланма тиветчӗ. Хăв çине те çав куçпах пăхатăн. Мӗнлерех артист эп? Мӗнле хаклаççӗ куракансем? А мӗн вылянă вара вăл унта? Çак ыйтусем ялан хумхантараççӗ. Çавăнпа пăхма тăрăшмастăп, хăш чух пулкалать. Сăмахран, «Однажды в Ростове» фильма. Пӗрре пăхсан пахалăхӗ те çукрах пек, ăçта ӳкерни те ăнланмалла мар, экран умӗнчен вара хăпма çук. Сергей Жигуновăн ӗçӗ вăл. Сериала 4 çул каялла ӳкернӗ, пӗлтӗр экран çине тухрӗ. Сценарий тӳрех килӗшрӗ. Ман атте хăй вăхăтӗнче Новочеркасскра вӗреннӗ, унта пулса иртни çинчен вăл каласа панинчен пӗлетӗп. Юратма пултаракан, çепӗç чунлă романтик ӗçлеме мар, малалла пурăнма та кăмăл çук лару-тăрăва лекни пирки этем историне выляма интереслӗ пулчӗ.
- Кинора эсир хăюллă та паттăр çынсене вылятăр. Хăш чухне хăвăра вылянă пек туйăнать. Пурнăçра та çаплах-и?
- Пурнăçра юлташсене çухатма питӗ те хăрушă. Атте те ман питӗ ир вилчӗ, 50-ра чухне. 90-мӗш çулсенче юлташсенчен нумайăшне çухатнă, никам та юлмарӗ тесен те юрать. Юлташсем вырăнне пӗлӗшсем кăна юлнине туйма пуçларăм. Анчах ун вырăнне урăхла телей тупатăп, лăпкăлăхра, сăнавра, çемьере. Кино патне таврăнсан, манăн комедире выляс кăмăл пур. Кун пек опыт пур ман, театрта комедилле рольсенче вылятăп. Куракан кулнă чух выляма çăмăлрах,хавхалануллă. Ку енӗпе Фрунзе Мкртчан маншăн пысăк тӗслӗх.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев