Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Малашне 5 процентпа

ТР Министрсен Кабинетӗнче иртнӗ брифингра ТР ял хуçалăхпа апат-çимӗç министрӗн çӗр ӗçӗ енӗпе çумӗ Ильдус Габдрахманов пӗлтернӗ тăрăх, кăçал çурхи уй-хир ӗçӗсем валли 20 миллиард ытла тенкӗ укçа кирлӗ. Вӗсенчен 10 миллиарда яхăнӗ - кивçен укçа. Паян ял хуçалăх производителӗсене кредит парассипе виçӗ банк ӗçлет: Россельхозбанк, Сбербанк тата ВТБ Банк....

ТР Министрсен Кабинетӗнче иртнӗ брифингра ТР ял хуçалăхпа апат-çимӗç министрӗн çӗр ӗçӗ енӗпе çумӗ Ильдус Габдрахманов пӗлтернӗ тăрăх, кăçал çурхи уй-хир ӗçӗсем валли 20 миллиард ытла тенкӗ укçа кирлӗ. Вӗсенчен 10 миллиарда яхăнӗ - кивçен укçа. Паян ял хуçалăх производителӗсене кредит парассипе виçӗ банк ӗçлет: Россельхозбанк, Сбербанк тата ВТБ Банк. Кунсăр пуçне хальхи вăхăтра РФ Ял хуçалăх министерстви «АК БАРС» Банкпа килӗшӳ çирӗплетет-мӗн. «Çитес кунсенче вăл ку ӗçе хутшăнса льготăллă кредит пама тытăнӗ», - тенӗ министр çумӗ. Сăмахран, паянхи куна ку банка ӳсен-тăран ӳстерекен отрасль валли 56 миллионлăх 7 кредит заявки панă. «Кредитовани системи ял хуçалăх производителӗсем валли çăмăлланчӗ. Маларах хуçалăхсене кредитсене 15-17 процентпа паратчӗç, унтан вӗсем мини-субсидисем илме пуçларӗç. Ку çултан кредита 5 процентпа параççӗ», - пӗлтернӗ И.Габдрахманов.
Паянхи куна банксене инвестициллӗ кредит илме пурӗ 201 заявка панă. «Ӳсен-тăран ӳстерекен отрасле илес пулсан, банксене 5 процентлă льготăллă кредит илме пурӗ 7,4 миллиард тенкӗлӗх 164 заявка килнӗ. Банксем вӗсенчен 69 заявкăна пăхса тухса РФ Ял хуçалăх министерствине янă. Вăл Тутарстанăн пурӗ 30 заявкине ырланă», - тенӗ Ильдус Габдрахманов.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев