Мӗншӗн аннене тав тумалла?
Паян аннесене пур-çук япалашăнах айăплама вӗренсе пыратпăр: пилӗк уйăхра - алă çине тăтăш илменшӗн, пилӗк çулта - ал ӗç тунăшăн мухтамасăр хамăра хакламан пек туйтарнăшăн, вун пиллӗкре - дискотекăна ямасăр пурнăçа «пăсса» хунăшăн, çирӗм пиллӗкре - кинӗ е кӗрӗвӗ майлă пулса мирлешме хистенӗшӗн, вăтăр пиллӗкре - мăнуксемпе секци-кружока çителӗклӗ таран...
Паян аннесене пур-çук япалашăнах айăплама вӗренсе пыратпăр: пилӗк уйăхра - алă çине тăтăш илменшӗн, пилӗк çулта - ал ӗç тунăшăн мухтамасăр хамăра хакламан пек туйтарнăшăн, вун пиллӗкре - дискотекăна ямасăр пурнăçа «пăсса» хунăшăн, çирӗм пиллӗкре - кинӗ е кӗрӗвӗ майлă пулса мирлешме хистенӗшӗн, вăтăр пиллӗкре - мăнуксемпе секци-кружока çителӗклӗ таран çӳрейменшӗн, хӗрӗх пиллӗкре - хамăра упрама вӗрентнӗшӗн... Аннене хăçан тав тумаллине кăна шав манса каятпăр. Аннере шав айăп шыратпăр, ача чухнехи çилӗсене аса илсе те пулин сăмахпа тавăрас килет тепӗр чух. Ачашламан иккен пире, ӗçлеттернӗ, итлеттернӗ...
Тимлӗхпе тăрăшулăхшăн
Мухтаса-чуптуса тăмалли йăласем вӗсем паян çуралса пыраççӗ, пирӗн аннесен пире мухтама, çителӗклӗ таран калаçма вăхăчӗ те пулман. Психологсен ăслă статйисене те вулайман вӗсем. Хăйсен те кăра 90-мӗш çулсем евӗр çирӗп кăмăллă пулма тивнӗ: вырсарникунсенче ачи валли колготки-шăлавар туянас тесе çуршар кун лавккара ирттернӗ, ӗç хыççăн çу е какай туянма виçӗ сехет черетре тăнă, кайран пӗçерме, мăшăрне юрама, ачине юмах вуласа пама е ахаль калаçма вăй тупнă - çакă пач та çăмăл пулман, паллах. Ялтисем ачисене тумлантарас тесе хулана тавар туянма кайнă, пуйăспа е автобуспа таврăннă. Килнӗ-килмен ӗçе васканă, тӗпренчӗкне ал ӗç урлă ăс панă, хура çăкăр тутине туйма пӗчӗкрен вӗрентнӗ.
Вырăн çинчен тăрса тӗпеле иртетӗн те - сӗтел çинче ирхи апат пăсланса ларать, икерчӗ те пур, ăшă сӗт те. Тумне якатнă. Хӗл кунӗнче ăшăрах тумланмаллине, урана - кăçатă, алла алса тăхăнмаллине аса илтерсех тăрать анне. Шкултан «иккӗ» е «виççӗ» паллăсем илсе таврăнсан çывăх вăхăтрах тӳрлетме хушать. Хăвнах сиен кӳрӗ тет. Эпир мăкăртатнине, тарăхнине илтмӗш пулать. Мӗншӗн тесен ялан юнашар вăл, юратать, ăнланать.
Шаннăшăн
Анне юратăвӗ нихăçан та йывăр тиев пулман маншăн - эсӗ начар ача, эсӗ шанăçа тӳрре кăлараймарăн тесе ӳпкелемен вăл нихăçан та. Унăн виçесӗр тимлӗхӗ ал-урана та çыхман. Халӗ хамăн ачасем ӳснӗ чухне эпӗ ăна питӗ лайăх ăнланатăп - çăмăл пулман аннене хӗр-тантăш патне каç выртмалла яма, кайран уйăхлăха - лагере, ют хулана вӗренме кӗме, унтан ӳссе çитӗнсен - пысăк ишеве ăсатма.
Анне мана хирӗç йăл кулса ют çӗрте кирлӗ пулма пултаракан телефон номерӗсене паратчӗ, хама еплерех тытмаллине вӗрентетчӗ, йăвашшăн: «Эсӗ халь пысăк ӗнтӗ, эпӗ сана шанатăп», - тетчӗ. Ман вара çав самантра пуринчен ытла анне шанăçне упраса хăварас килетчӗ. Ку сана ӳссен те алăран тытса çӳрессипе хăратнинчен, куллен йӗрлесе-тӗрӗслесе тăнинчен аванрах-çке.
Никӗсе хывса хăварнă хаклăхсемшӗн
Çивӗч ыйтусене татса парасси тата кил-йыш бюджетне палăртасси, юлташсемпе е лавккара сутуçăсемпе хăвна еплерех тытасси, аслăрах çул-ӳсӗмрисемпе е хăвăнтан çамрăкраххисемпе еплерех калаçасси, пуçри çирӗпленнӗ шухăшсемпе йăласем - йышăнас тетпӗр-и эпир вӗсене е çук-и - веçех çемьерен пыраççӗ. Хăшне эсӗ яланлăхах хăвăн валли картса хуратăн, хăшӗнпе куллен килӗшмесӗр хирӗç тăратăн.
Ку пӗлтерӗшлӗ хаклăхсене эсӗ çемьерен çеç илме пултаратăн. Шута илмеллисемпе усă курмаллисем хирӗçлемеллисенчен нумайрах пулнăшăн аннепе аттене тав тăватăп.
Аттепе иккӗшӗн хутшăнăвӗсемшӗн
Аттепе аннен ырă тӗслӗхӗ мана час-часах çемьери хирӗçӳсене татса пама пулăшать.
Манăн вӗсем 45 çул пӗрле. Пӗр-пӗринпе вӗсене халӗ те аван. Пӗлетӗп: кăмăл-туйăмӗ иккӗшӗн те ансат мар. Пурнăçра тӗрли пулнă. Анчах та хӗрарăм пурнăçӗнче ачасем çеç мар, хăйӗн телейӗ, юратăвӗ те пулмаллине эпӗ аннене пула çеç ăнланнă. Юратуллă çемьере ачисем те сывă ӳсеççӗ-çке.
Шăллăмпа йăмăксемшӗн
Çемьере эпӗ асли. Икӗ çултан йăмăк, кайран шăллăм, унтан тепӗр йăмăк çурални мана çӗр çинчи чи телейлӗ çын тунă. Пӗртăвансемпе пирӗн ачалăх вăхăчӗсем пӗр килнӗ çеç мар, пире пуянлатнă.
Хама ача пек туйма май панăшăн
Вовочка çинчен каланă шӳт аса килчӗ. Астăватăр-и? Ирхине вăл вăранать те нăйăлтатма пуçлать: «Анне, шкула пач каяс килмест, Иванов çапăçма пуçлать, Петров - хутсемпе перкелешме, Сидоров - кăшкăрма!» Амăшӗ ăна: «Вовочка, тăр ӗнтӗ, çапла кирлӗ. Эсӗ шкул директорӗ-çке».
Хăш-пӗр чухне куллен «шкул директорӗ» пулса йăлăхтарса çитерет, питӗ йывăр самантсем çитсе тăраççӗ - вăхăтра ӗçе çитекен хӗрарăм, ăслă-тăнлă тата лăпкă анне, ăнланакан арăм, аван кил хуçи, тимлӗ юлташ, пӗтӗмлетсе пӗр сăмахпа - çитӗнсе çитнӗ, яваплă пулма тăрăшакан çын. Хăш чухне утиял айне кӗрсе выртса кăнтăрлаччен пуçа кăлармасăр вырăн çинче пулас, пуçа çӗклемесӗр кӗнеке вулас килет.
Çав самантсенче анне патне шăнкăравлани (иртӗхме юрамасть!) хăвна пӗчӗк ача пек туйма май парать. Вăл çеç сана çепӗç ăшă сăмахсем калӗ, ача чухнехи пек тутлă икерчӗ пӗçерсе çитерӗ - вара каллех пысăкланма та юрать. Тата ...10-20 çултан хамăн ачасене калама çак лăплантаракан сăмахсене астуса юлма тăрăшатăн.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев