Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Н.Ильина: «Хосписра яланах йывăр. Хăш чухне пачах та тӳсме çук»

(Майя Игнатьева. А.Ильина архивӗнчи сăнӳкерчӗк).Ноябрӗн 15-18-мӗшӗсенче ХусантаV çамрăксен нацисен хушшинчи «Халăхсен туслăхӗ - Тутарстан пуянлăхӗ» республика форумӗ иртрӗ. Мероприятие 16-30 çулти 160 çамрăк активист хутшăнчӗ. Вӗсен хушшинче наципе культура автономийӗсен çумӗнчи çамрăксен ушкăнӗсен, районсенчи çамрăксен активӗсен хастарӗсем, ют çӗршыв студенчӗсем пулчӗç. Унăн тӗллевӗ - нацисен хушшинчи килӗшӳлӗхе çирӗплетесси, национализм профилактики....

(Майя Игнатьева. А.Ильина архивӗнчи сăнӳкерчӗк).Ноябрӗн 15-18-мӗшӗсенче ХусантаV çамрăксен нацисен хушшинчи «Халăхсен туслăхӗ - Тутарстан пуянлăхӗ» республика форумӗ иртрӗ. Мероприятие 16-30 çулти 160 çамрăк активист хутшăнчӗ. Вӗсен хушшинче наципе культура автономийӗсен çумӗнчи çамрăксен ушкăнӗсен, районсенчи çамрăксен активӗсен хастарӗсем, ют çӗршыв студенчӗсем пулчӗç. Унăн тӗллевӗ - нацисен хушшинчи килӗшӳлӗхе çирӗплетесси, национализм профилактики.

Форум тӗрлӗ сулăмсемпе ӗçлерӗ - «Этноссем хушшинчи коммуникаци. Конфликтологи. Медиаторство», «Медиа ресурссен аталанăвӗ. Информаци хăрушсăрлăхӗ», «Этнотуризм. Пӗчӗк территорисене аталантарни» тата «Этносоциаллă проектировани». Кашни темăпа çамрăксем ушкăнсене пайланса ятарлă проектсем хатӗрлесе хӳтӗлерӗç. Çитес вăхăтра вӗсенчен чи лайăххисене ятарлă грантсем илме тăратӗç. Кунсăр пуçне форумра çӗршывпа регионти тӗп экспертсем, обществăлла ӗçченсемпе власть органӗсен представителӗсем лекторисем, тренингсемпе мастер-классем ирттерчӗç. Спикерсен хушшинче РФ Обществăлла палата çумӗнчи обществăлла дипломатие аталантарассипе тата йăлари хаклăхсене упраса хăварассипе ӗçлекен комисси председателӗ Е.Сутормина, ТР Террора хирӗç комисси аппарачӗн ертӳçи И.Галиев, бизнес-тренер В.Сыченков тата ыттисем пулчӗç. Владимир Сыченков ирттернӗ «Спикерсен турнирӗ. Антитроллинг» интерактивлă вăйă уйрăмах çамрăксен кăмăлне кайрӗ.

Форум шайӗнче çамрăксем «Ловушка Хизб ут-Тахрир» фильм та курчӗç. Питӗ нумай ыйтупа комментарисем çуратрӗ вăл. Вӗсенчен пӗри - «Хăвна вербовкăланине епле ăнланса илмелле?» Шел те, ку ыйтура татса калакан критерисем çук, мӗншӗн тесен вербовщиксем лайăх ӗçлекен, вăйлă методикăсемпе усă курса ӗçлеççӗ. Ку енчен стресла лару-тăрăва лекнӗ çынна «çавăрса» илме çăмăлрах. Стресри çын яланах хавшакрах, вăл хӳтӗлевпе тӗрев, ыйтăвӗсем çине хурав шырать. Çавăнпа та çак вăхăтра ют çынпа мар (!), аçăр-аннӗрпе, юлташăрсемпе е психологпа калаçни лайăхрах. Çакна та сăнамалла кунта - енчен те тусусем, çемье пайташӗсем, пӗрле вӗренекенсем е пачах та сан таврари мӗнпур çын сана ăнланми пулчӗ-тӗк - ку сан çине кам-тăр хăйӗн усал витӗмне кӳнине кăтартакан паллă.

Паллах, форума чи пултаруллисемпе хастаррисем хутшăнчӗç. Ун умӗн кашни ятарлă суйлав тапхăрӗ урлă тухнă. Аксу районӗнчи Савгачево хӗрӗ, халӗ Хусанти патшалăх медицина университечӗн III курс студентки, ТР ЧНКА çумӗнчи çамрăксен «Аталан» ушкăнӗн активистки Анастасия Ильина форума пӗрремӗш хут хутшăнчӗ.

- Питӗ килӗшрӗ форум. Эпӗ «Этноссем хушшинчи коммуникаци. Конфликтологи. Медиаторство» сулăмпа ӗçлекен ушкăна лекрӗм. Командăпа мана ăнчӗ, тухăçлă ӗçлерӗмӗр, туслашрăмăр. Спикерсене те итлеме, курма интереслӗ пулчӗ. Форум валли эпӗ «Манăн халăх - нумай нациллӗ Тутарстанăн пайӗ» темăпа видеоролик та хатӗрлерӗм. Унта Петӗр Хусанкай сăввин йӗркисене те кӗртрӗм, чăвашсемпе çывăхрах паллаштартăм, - каласа пачӗ Настя.

Анастасия ТР ЧНКА, çамрăксен «Аталан» ушкăнӗ, Хусанти нумай нациллӗ вырсарни шкулӗн чăваш уйрăмӗ, Тутарстан Халăхсен çамрăксен ассамблейи ирттерекен мероприятисен яланхи активисчӗ пулнă май, хăй хастарлăхне аслă шкулӗнче те кăтартать. Настя кӗçӗн курс студенчӗсен тьюторӗ (наставникӗ), волонтер ӗçне те илсе пырать. Виççӗмӗш çул Хусанти А.Вавилова ячӗллӗ хосписра волонтерта тăрăшать.

- Хосписра яланах йывăр. Хăш-чухне пачах та тӳсме çук. Чи малтан пӗрмай йӗреттӗмччӗ. Кунта эпӗ вилмелли чирпе чирлекен ачасене çитерме, тумлантарма, çăвăнтарма пулăшатăп. Теттелле те выляттаратăп. Пулас профессипе эпӗ социаллă ӗçчен, çавăнпа та аслă шкулта илнӗ пӗлӳпе хăнăхусем кунта питӗ пулăшаççӗ. Çапах та çын асапланнине курма хăнăхаймастăн... Кунта эпӗ пурнăç çине пачах урăх куçпа пăхма, мӗн пуррине хаклама вӗрентӗм, - терӗ Настя хоспис пирки ыйтсан.

Кун пек хастар та пысăк чӗреллӗ, наци пуласлăхӗшӗн, çын ыратăвне çăмăллатассишӗн тăрăшакан çамрăксем пур чухне ыранхи куншăн хăрамалли çук. Ăнăçу сана, Настя! Мӗнпур проектусемпе шухăшусене пурнăçа кӗртмелле пултăр!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев