Олимп вăййисен чемпионӗ çӗнӗ вырăнта ӗçлӗ
Çӗнӗ çул умӗн Раççейри Йывăр атлетика федерацийӗн ӗçтăвкомӗ çӗршывăн хӗрарăм сборнăйӗн тӗп тренерӗ пулма пирӗн ентеше Николай Колесникова çирӗплетнӗ. Николай Алексеевич Пӗкӗлме районӗнчи Наратлăран, вăл 1976 çулта Монреальте Олимп чемпионӗ пулса тăнă. Колесников маларах йывăр атлетикăпа Раççейӗн çамрăксен сборнăйӗн аслă тренерӗ пулса ӗçленӗ. Ентеше çӗнӗ ӗçре ăнăçу тата пысăк çитӗнӳсем...
Çӗнӗ çул умӗн Раççейри Йывăр атлетика федерацийӗн ӗçтăвкомӗ çӗршывăн хӗрарăм сборнăйӗн тӗп тренерӗ пулма пирӗн ентеше Николай Колесникова çирӗплетнӗ. Николай Алексеевич Пӗкӗлме районӗнчи Наратлăран, вăл 1976 çулта Монреальте Олимп чемпионӗ пулса тăнă.
Колесников маларах йывăр атлетикăпа Раççейӗн çамрăксен сборнăйӗн аслă тренерӗ пулса ӗçленӗ. Ентеше çӗнӗ ӗçре ăнăçу тата пысăк çитӗнӳсем тума сунтапăр!
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев