Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Павел Ярхунов: «Маншăн тăм ылтăнпа тан»

Декабрӗн 16-мӗшӗнче Хусанта иртнӗ «Тысячелетия культур» наци йăли-йӗркисен халăхсем хушшинчи фестивалӗнче ал ăстисем мастер-классем кăтартрӗç. Курма килекенсене Пăва хулинчи 1№ ача-пăча искусство шкулӗн вӗрентекенӗ Павел Ярхуновăн тăмран ăсталас енӗпе мастер-класӗ уйрăмах кăсăклантарчӗ. Эпир те пултаруллă чăваш çамрăкӗпе, талантлă художникпа, педагогпа çывăхрах паллашас терӗмӗр. Павел хаваспах пирӗн ыйтусем çине хуравларӗ. -...

Декабрӗн 16-мӗшӗнче Хусанта иртнӗ «Тысячелетия культур» наци йăли-йӗркисен халăхсем хушшинчи фестивалӗнче ал ăстисем мастер-классем кăтартрӗç. Курма килекенсене Пăва хулинчи 1№ ача-пăча искусство шкулӗн вӗрентекенӗ Павел Ярхуновăн тăмран ăсталас енӗпе мастер-класӗ уйрăмах кăсăклантарчӗ. Эпир те пултаруллă чăваш çамрăкӗпе, талантлă художникпа, педагогпа çывăхрах паллашас терӗмӗр. Павел хаваспах пирӗн ыйтусем çине хуравларӗ.

- Павел, вулакансене хăвăнпа çывăхрах паллаштар-ха: ăçта çуралса ӳснӗ эсӗ, мӗнле пӗлӳ илнӗ?
- Эпӗ Пăва районӗнчи Кипеккасси ялӗнче çуралса ӳснӗ. Пуçламăш классенче тăван ялтах вӗреннӗ, анчах ялта вăтам шкул çуккипе тăватă çухрăмри Пăвана шкула çӳрерӗм. Унта вӗреннӗ чухнех халӗ хам ӗçлекен искусство шкулне ӳкерме вӗренме çӳреттӗм. Аслă пӗлӗве Шупашкарти Чăваш патшалăх педагогика университетӗнче ӳнерпе графика факультетӗнче декораципе халăх ал ӗç ăсталăхӗ, черчени специальноçсемпе илтӗм. Унтан Пăвари 5№ шкулта ачасене черченипе рисовани вӗрентрӗм. Урок сехечӗсене чакарнă хыççăн шкултан кайрăм, тепӗр пилӗк çул Пăвари телевиденире видеооператор пулса ӗçлерӗм. 2009 çултанпа Пăвари искусство шкулӗнче ачасене тăмран япаласем ăсталама вӗрентетӗп, ӳнер искусствисен историне илсе пыратăп. Манăн классенче пурӗ 30 яхăн ача вӗренет.
- Эсир ачасемпе халăх ал ӗç ăсталăхӗн конкурсӗсене хастар хутшăнатăр, гранд та илнӗ. Çакăн çинчен те тӗплӗнрех каласа пар-ха.
- Эпир ачасемпе тӗрлӗ фестивальсене, куравсемпе конкурссене тăтăшах хутшăнатпăр. Акă, паян та, ачасем эпӗ ăçта кайнине пӗлсен манпа ерсе килесшӗн пулчӗç. «Каравон» фольклор фестивальне, Елабугăра иртекен Спас ярмăрккине тăмран ăсталанă япаласене пӗрре мар кăтартма кайнă. Çулсерен Çырчаллинче иртекен тăм теттесен «Праздник Свистуньи» конкурс-куравне те темиçе çул хутшăнатпăр. Эпир унтан пӗрре мар çӗнтерӳçӗ дипломӗсемпе таврăннă. Ку конкурс пире çул уçса пачӗ темелле, сӗре пулăшрӗ. Тӗрлӗ конкурсра çӗнтерӳ туни пире тăватă çул каялла гранд илме май пачӗ, вăл укçапа эпир шкул валли муфель кăмакипе тăм савăт тумалли хатӗр (гончарный круг) туянтăмăр. Вăл тăма 940 градус таран хӗртсе керамика япаласем тума май парать. Маларах тăм япаласене хӗртмесӗр кăна тума пултараяттăмăрччӗ, хăйсем тӗллӗн типетчӗç.
- Эсӗ питӗ лайăх тăм вырăнне пӗлетӗн теççӗ. Вăрттăнлăх мар пулсан, ăçтан илсе килетӗн ăна?
- Тăма Ульяновск облаçӗнчи Ундоры ялӗ тăрăхӗнчен, Атăл хӗрринчен илсе килетӗп. Вăл тăм питӗ лайăх, тасатмалла та мар ăна. Тӳрех çăрса ӗçлеме пулать. Тахçанах ун çинчен илтнӗччӗ, хам та ӗçлесе пăхас терӗм. Вăл мана питӗ тивӗçтерет. Кунсăр пуçне ку тăм сиплӗ, ыратакан вырăнсене сӗрсен пулăшать.
- Мӗнпе килӗшрӗ тăм?
- Маншăн тăм ылтăнпа тан. Тăмпа ӗçленӗ чух кирлӗ мар, пухăннă начар шухăшсемпе эмоцисем сӗвӗрӗлсе вӗçсе каяççӗ. Тăмпа ӗçлени чуна лăплантарать, вăй-хал парать, хавхалантарать, савăнтарать. Пӗр-пӗр пӗчӗк япала кăна тусан та, вăл мана пысăк савăнăç кӳрет. Малтан тăм çăратăн - вăл пӗр савăнăç, унтан йăвалатăн, хӗртетӗн - татах савăнатăп, хатӗр япалана алла тытса курни вара тата та пысăкрах савăнăç.
- Тăмран ăсталама пурте пултараççӗ-и е ку пултарулăх кашнин çук?
- Кашни çыннăн хăйӗн туртăмӗ пур: кам-тăр спортпа, кам-тăр йывăçран тӗрлӗ япаласем касса кăларассипе интересленет, çын вăл пурпӗрех пӗр-пӗр ӗçре пултаруллă. Анчах та кашни çынна: «Атя, лар-ха, санпа тăмран мӗн те пулин тăвар-ха», - тенипе пулмасть. Ăнлантарса памалла мар япала ку. Акă, çын ларса пăхать те - тӳрех унран пулнипе пулманни курăнать. Ачасемпе тата та интереслӗрех. Пӗрре тăм тытса курчӗç-тӗк вӗсем, уйрăмах кӗçӗннисем, тӳрех тăмпа «чирлеççӗ», тепӗр хут, тата та тата тăмран ăсталас теççӗ. Спортри азартпа танлаштарма пулать çакна. Çапах та пурте пӗр пек мар. Хăшӗ-пӗри тăмпа ӗçлеме йӗрӗнет, вараланма хăрать. Йӗрӗнсен вара ку ӗçрен нимӗн те тухмасть. Ун пеккисемпе ӗçлес те килмест, хăйӗн те пулмасть. Сăмахран, шăхлич тунă чух ăна хӗртиччен темиçе хутчен çăвара хыпса вăл сасă мӗнлерех кăларнине вӗрсе тӗрӗслемелле. Пӗр сăмахпа каласан, кашни пултараймасть ăна.
- Ку ӗçре çын энергетики те вăйлă витӗм кӳрет тенине илтнӗ. Ку тӗрӗс-и?
- Тӗрӗс, çын ауринчен нумай килет. Çын уçă, ырă пулсан - вăл çăмăл ăсталать. Сăмахран, шăхлич тунă чухне хăшӗ-пӗрин инструменчӗ тӳрех кирлӗ пек, таса та хитре калама пуçлать. Урайне ӳкерсен те ванмасть, пăсăлмасть. Теприн шăхличне ӗнерсе (настроить) пӗтериччен халтан каятăн.
- Çемйӳ сан киленӗвне ырлать-и?
- Манăн ывăл Максим улттăра, тепӗр çул шкула кайма хатӗрленет. Тăмран ăсталама питӗ кăмăллать. Амăшӗ кăна нумай чух: «Татах çурт-йӗре варлатăр-и?» - тесе чаркалать. Надежда кил­те çук чухне вара хаваспах аппала­натпăр (кулать). Хăй вă­хăтӗнче арăм хăй те ӳнер шкулне пӗтернӗ, çавăнпа та пире вăл лайăх ăнланать.
- Килте хăв тунă савăт-сапапа усă куратăр-и?
- Куратпăр. Тăвар, варени, пыл валли тунă савăтсемпе те, тăм чӳлмекӗсемпе, чей куркисемпе те усă куратпăр. Анне валли те тӗрлӗ савăт туса патăм.
- Тăмран ăсталас ӗçре аслă шкулта илнӗ пӗлӳ кăна çителӗклӗ-и? Хушма пӗлӗве ăçтан пухатăн?
- Çителӗксӗр. Университетра сире никам та кирлӗ чухлӗ вӗрентеймест. Тăмран ăсталама вӗренсе çитес тесен пӗр пурнăç кăна çитет-ши-ха? Эпӗ паянхи кун хама ку ăсталăхăн чи аялти картлашки çинче кăна тăнăн туятăп. Хушма пӗлӗве тӗрлӗ курав­сенче, мастер-классенче, фестивальсенче курса çӳресе пухатăп тата кӗнекесенчен, паллах. Сăмахран, шăхличсене ăсталас принципсем пурин те пӗр, формисене маларах каланă мероприятисене тухса çӳресе тума вӗренетӗп. Акă, паянхи мастер-классенче те эпир пӗр-пӗрин ӗçне курса опыта пуянлататпăр. Сăмах май, çак фестивале йӗркелекенсене пире хамăрăн ăсталăха кăтартма, ытти маçтăрсемпе тӗл пулса пӗр-пӗрин опычӗпе паллашма май панăшăн тав тăвас килет. Кунашкал мероприятисем хавхалантараççӗ, интереслентереççӗ. Вӗсем питӗ кирлӗ.
- Интернет пулăшать-и опыт пухма?
- Тӗрӗссипе каласан, интернетра ларма кăмăлласах каймастăп. Анчах хăш-чухне вăл та кирлӗ.
- Малашлăх планӗсем еплерех?
- Спас ярмăрккине, «Каравона» хутшăнма планлатпăр, «Праздник Свистуньинче» тата çӗнтерӳ тăвасчӗ-ха. Район Сабантуйне те вӗренекенсемпе çулсерен хамăрăн куравпа хутшăнатпăр. Тăмран ăсталанă япаласене сутайнă таран сутатпăр, ачасене ку питӗ хавхалантарать. Пӗтӗмӗшле каласан, тем пек пысăк плансем çук. Ӗçсене пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн пурнăçласа пыни те лайăх. Манăн атте калашле, пур çӗрте те «чăваш принципне» тӗпе хумалла.
- Уçса пар-ха ку принципа…
- Автанпа чăх тулă çинӗ чухне пӗрер пӗрчӗ кăна сăхаççӗ, тăрук иккӗ хыпмаççӗ. Пӗрер пӗрчӗ сăхсан та, чăх та, автан та тăранать... Эпӗ Турă мӗн панипе çырлахатăп, маншăн паян мӗн пурри çителӗклӗ.
- Санăн кăкăру çинче тăмран тунă медальон çакăнса тăрать. Мӗне пӗлтерет вăл? Кулленхи пурнăçра та çакса çӳретӗн-и?
- Ку вăл вăкăр, вăй символӗ. Мана та вăй парса тăтăр тесе çакрăм. Ăна эпӗ чăваш тӗррисемпе илемлетрӗм. Ахаль пурнăçра та çакса çӳретӗп. Чи малтан кăштах вăтанаттăмччӗ-ха, çынсем сӳрӗккӗн пăхкалатчӗç, халӗ хăнăхрӗç ӗнтӗ (кулать). Тăрсан-тăрсан эпӗ медальонсене улăштаратăп, манăн вӗсем тӗрлӗрен, пӗрре кăна мар.
- Ӗçрен пушă вăхăтра мӗнпе аппаланма кăмăллатăн?
- Пушă вăхăтра тăван яла атте-анне патне кайма тăрăшатпăр. Кӗнекесем вулама кăмăллатăп, ытларах искусствăпа, хамăн ӗçпе çыхăннисене ӗнтӗ. Спортпа та туслă, анчах ăна эпӗ ытларах телевизорпа курма юрататăп (кулать). Кунсăр пуçне видео тата фотосъемкăпа аппаланатăп. Тата шкулта манăн ирхине занятисем çук, çавăнпа та эпӗ кăнтăрлаччен пушă. Çапах та юратнă ӗç мана ирех шкула илсе çитерет, уроксем пуçланиччен эпӗ кашни кунах тенӗ пек тăмпа аппаланатăп. Маларах каланă чăваш принципне тӗпе хурса кашни кун алăпа мӗн те пулин пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн тăватăп.
- Эсӗ питӗ пултаруллă художник та. Ӳнер таланчӗ камран парăннă сана?
- Кукаçи те аван ӳкернӗ, атте те лайăх художник. Эпӗ юлашки темиçе çул тăмпа «чирлесе» кайнипе (кулать), шел пулин те, живопиçе сахал вăхăт уйăратăп. Халăх искусстви мана паян ытларах илӗртет. Унч­чен маларах нумай картина ӳкереттӗм, 2006 çулта Пăвари таврапӗлӳ музейӗнче хамăн курава та уçнăччӗ. Вăл Пăва, тăван тăрăхри ялсен пейзажӗсене ӳкернӗ картинăсенчен тăчӗ.
- Хăш художниксем сана пуринчен ытларах хавхалантараççӗ?
- Маншăн чи пысăк шайра тăраканнисем XIX ӗмӗрте пурăннă вырăс ӳнерçисем - Репин, Суриков, Шишкин. Вӗсем çӗршыв историйӗнче тарăн йӗр хăварнă. Вӗсем ӗмӗрлӗх тӗслӗх пулӗç. Паян ун пек маçтăрсем çук.
- Искусство çыннисен тăрсан-тăрсан творчество кризисӗ пулкалать. Кун пек чух мӗн пулăшать сана уçăлса кайма?
- Шкул ӗçӗ кризиса ямасть. Уйрăмах план çырма парсан - тӳрех уçăлса кая­тăн (кулать). Ак çитес вăхăтра конкурса тăратма юр кӗлеткисем тумалла-ха. Шӳтлемесӗр каласан, кăмăл тӗрлӗрен пулать ӗнтӗ. Мӗн те пулин ăнмасан, йывăр чухне алла тăм илетӗп те пӗр виçӗ сехетрен салхуллă шухăшсем сӗвӗрӗлсе каяççӗ. Тăм хăйӗн терапине тăвать, лăплантарать.
- Юратнă ӗçсӗр пуçне тата мӗн хавхалантарать?
- Юратнă çемье хавхалантарать. Эпӗ вăл енӗпе пуян çын. Асатте-асанне тӗрӗс пехил парса хăварнă пире, тӗрӗс çул çине тăратнă. Çавăнпа та хама телейлӗ çын тесе шутлатăп. Юратнă ӗç пур, юратнă арăм, ывăл пур. Укçине вăхăтлă тӳлеççӗ. Тата мӗн кирлӗ çынна? Манăн кирли веçех пур.
- Тавтапуç сана кăмăллă калаçушăн!
- Сире те тав!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев