Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Пенсие тухас «килсе кайрӗ», тупата

(Ирина Трифонова) Тутарстан халăхӗ ватăлса пырать. Пилӗк çул хушшинче ватăсен шучӗ 852 пинрен 943 пине çитнӗ, урăхла каласан 10 процента ӳснӗ. 2030 çул тӗлне ӳсӗм 18 процента çитме тивӗç. Кун пирки ТР ӗçпе ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх министрӗ Эльмира Зарипова журналистсемпе тӗл пулсан пӗлтерчӗ. Ун сăмахӗсемпе, виçӗ çул каялла Тутарстанра...

(Ирина Трифонова) Тутарстан халăхӗ ватăлса пырать. Пилӗк çул хушшинче ватăсен шучӗ 852 пинрен 943 пине çитнӗ, урăхла каласан 10 процента ӳснӗ. 2030 çул тӗлне ӳсӗм 18 процента çитме тивӗç. Кун пирки ТР ӗçпе ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх министрӗ Эльмира Зарипова журналистсемпе тӗл пулсан пӗлтерчӗ. Ун сăмахӗсемпе, виçӗ çул каялла Тутарстанра нумай пурăнакансем 80 яхăн пулнă-тăк, кăçал 100 çул урлă каçнисем 169 çынпа танлашнă. Чи ватă арçын Ешӗлварта (108-та), чи ватă хӗрарăм Хусанта (107-ре) пурăнать. Савăнтаракан хыпар. Этемӗн вăтам пурнăç çулӗ ӳсни хавхалантарать. Тӗслӗхе, 18-мӗш ӗмӗр вӗçӗпе 19-мӗш ӗмӗре илер. Çав вăхăтра тухса тăнă хаçат-журналсенче çырнă тăрăх чи нумай пурăнакансен шутне 60-70 çултисем кӗнӗ. Ваттисен кунӗ тӗлне ятарласа авалхи хаçатсен ретроспективине Хусан Кремлӗн музейӗнче йӗркеленӗ.

Чиновниксем тесен, вӗсене çак факт самай шухăшлаттарать пулмалла. Ара, пенси илекенсен шучӗ ӳснӗ май, ӗçлекенсен шучӗ чакса пырать. Халӗ 1000 ӗçлекен çын пуçне 300 пенсионер тивсен 2030 çул тӗлне шут 553-пе танлашӗ. Тепӗр енчен, паян сахал арçын-хӗрарăм пенсие кайсан килте ларма шутлать, нумайăшӗ малаллах ӗçлет. Кун пирки ТР сывлăх сыхлав министрӗн çумӗ интереслӗ каларӗ, пенси çулӗсене «ытлашши пурнăç» тесе палăртса. Шутламасăртарах каларӗ пулмалла, кун пек шӳте ăнланакансем сахал. «Вăтам пурнăç тăршшӗ ӳсет, анчах сахал кам çак «ытлашши» çулсемпе мӗнлерех усă курмаллине пӗлет. Ытларахăшӗ аптрама пуçлать: мӗн тумалла, ăçта каймалла? Вӗсене пурăнма вӗрентес пулать. Калăпăр, мӗншӗн урăх професси алла илес мар? Е ачаран ӗмӗтленнине мӗншӗн пурнăçа кӗртес мар? Çулçӳреве мӗншӗн тухас мар?»

Питӗ лайăх сӗнӳсем, анчах мӗнле майпа çак ӗмӗтсене пурнăçламалла? Енчен те пенсионерсенчен ытларахăшӗ мӗн пуррипе тăранса, тăхăнса пурăнсан? Аван вăл власть органӗсенче ăшă вырăнта ларнă, пӗр-пӗр ведомствăра е ытти патшалăх тытăмӗнче ӗçленӗ пулсан. Ӗнерхи чиновниксен пенсийӗ тивӗçлӗ пурăнма та, санаторипе курортсене канма кайса килме те çитет.

«Мӗн вăл хӗрарăмшăн 55 çул, арçыншăн 60 çул? Чечекленӳ тапхăрӗ! Пӗр 10-15 çул каялла кăна 55-60 çулсенчи арçынсемпе хӗрарăмсем ватă шутне кӗретчӗç, халӗ пӗлме çук - те 30-та, те 40-ре хӗрарăм? Паспортне пăхатăн та 60-а кайнă иккен. Çамрăкланатпăр. Çавăнпа республикăра «активлă вăрăм ӗмӗр» ăнлава кӗртрӗмӗр. Унăн стратегине 2025 çулчченех палăртнă. Пенсие тухнă хыççăн нумайăшӗ çӗнӗ професси илме ăнтăлать. Виççӗмӗш тапхăр университечӗ пирки те каласа хăвармалла. Аслă шкулта вӗренекен пенсионерсен шучӗ йышлансах пырать. Кăна эпир ырлатпăр», - терӗ Эльмира Зарипова пенси çулӗ пирки каласа. Илемлӗ каларӗ, пенсие тухас килсе кайрӗ тупата. Малашне те çапла пулсан, пенси çулне ӳстереççех е виличченех ӗçлӗпӗр.

Чăнах, ӗмӗр вăрăмлансан, сывлăх май парсан мӗншӗн ӗçлес мар? Çапах та ку чухне, ман шутпа, ват çынна уйрăм хӳтлӗхпе тивӗçтермеллех, калăпăр, ун пурнăçне патшалăх шутӗнчен тӳлевсӗр страхласа, ӗç кунне 6-7 сехет чухлӗ е ытларах та кӗскетсе ытти социаллă льготăсемпе тивӗçтерсе... Ӗç чăнах та савăнăç вырăнне пултăр тесе. Статистика кăтартнă тăрăх, шăпах пенсие тухсан нумайăшӗ хăйсен чунне тивӗçтерекен ӗçпе аппаланма пуçлать.

Ватăсем пирки каласан, паллах, йăлтах начар тесе палăртас килмест. Республикăра тăванӗсемсӗр пӗччен юлнă карчăк-стариксене тӗрлӗ социаллă пулăшупа тивӗçтерме тăрăшаççӗ. Министр пӗлтернӗ тăрăх, ку çулта килте социаллă пулăшу илекен ватăсем 17 пинпе танлашнă. Кашни виççӗмӗшӗ çав пулăшăва тӳлевсӗрех илет. Пулăшу тӳлевлӗ е тӳлевсӗр пулассине епле палăртаççӗ-ха? Енчен те тупăш 9984 тенкӗрен каярах пулсан - тӳлевсӗр, 2016 çулта тупăш 9950 тенкӗрен кая пулсан пулăшăва тӳлевсӗр панă. Çавăн пекех сахал тупăшлă граждансем, тыл ӗçченӗсем, вăрçă ветеранӗсем тата ытти льготниксем те пулăшушăн тӳлемеççӗ. Ваттисен çурчӗсенче, инвалидсемпе психоневралги интерначӗсенче ӗмӗрне ирттерекенсене те социаллă пулăшупа тивӗçтереççӗ.

Тепӗр ырă ӗç шутне ваттисем валли усрав çемьесем тупса панине кӗртмелле. Проекта хута янăранпа Тутарстанра 36 пӗччен пурăнакан пенсионера усрав çемьесене вырнаçтарнă. Паллах ӗнтӗ, ку ваттисен çуртӗнчен самай аванрах. Пытармалли çук, хăш-пӗри ват çынна пособи илсе тăрассишӗнех пăхма илет. Шел те, ун пек çынсем те пур пирӗн хушăра. Çакăн пек фактсене пӗлсе тăрас тесе министерство ӗçченӗсем усрав çемьесене тӗрӗслесех тăраççӗ: пăхаççӗ-и вӗсем ватă çынна, çитереççӗ-и, таса тытаççӗ-и?

Активлă ватăсем патне таврăнас пулсан, вӗсем валли ятарласа вакансисен ярмăркки иртет. Кăçал 54 предприяти çав ярмăрккăна хутшăннă. Ваттисем валли 18 пин ваканси уçнă, 15 пин çын ӗç паракансен сӗнӗвӗсемпе интересленнӗ, хăйсем пирки резюме хăварнă. Çакăн йышши ярмăрккăсем республикăри нумай районпа хуласенче иртеççӗ.

Ватăлсан та социаллă активлă пурнăçпа пурăннине мӗн çиттӗр ӗнтӗ. Шел те, пурне те çакăн пек телей килмест. Пенсин çурри аптека çине кайма пуçласан, пӗтӗм ӗмӗт те тепӗр пенсиччен епле пурăнса çитерес тени пуль. Ман шутпа, чи пӗчӗк пенсипе чи пысăк пенси хушшинчи уйрăмлăх çав таранччен пысăк пулмалла мар. Йывăр ӗçре пурнăçне ирттернӗ çын ватлăхне те йывăрлăхра ирттерни тӗрӗс мар, çав вăхăтра чиновник-пенсионер çу çинчи пек пурăнать. Тӳре-шарасем ахаль çын пурнăçне темле илемлетсе кăтартма тăрăшсан та чăнлăхран пăрăнма çук. Ахаль пенсионерăн пурнăçӗ патшалăхшăн «ытлашши». Субсидисем, льготăсем, социаллă пулăшу... Пенси тивӗçлӗ пулсан, вӗсем кирлӗ те мар. «Тивӗçлӗ канăва» тухнăскере хăш чухне пурăнмалли минимумран та сахалрах пенси тӳлесе мӗскӗнле лару-тăрăва лартаççӗ, ыйткалакан шайне антараççӗ. Лавккара сӗт илем-ши е кефир тесе иккӗленсе тăракан, алă тупанӗ çинчи тимӗр пуссене шутласа тăракан асаннене курсан çапла çеç шутлама пулать. Европа çӗршывӗсенчи çынсен харпăр пурнăçӗ пенсие тухсан тин пуçланать пулсан, пирӗннисем мӗн юлнипе пурăнаççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев