Петербург варринчи картан авторӗ чăваш
(Вероника Турхан). Унтанпа 30 çул та ытла иртсе кайрӗ ӗнтӗ. Çӗнӗ Шупашкар хулинче çулçӳревсемпе экскурсисен бюровӗнче экскурсоводра ӗçлеттӗм. Ушкăнсене Шупашкар, республикăри ытти вырăнсем, Раççей хулисем - çав шутра Мускавпа Ленинград, Ылтăн ункă хулисем тата ытти çӗре сахал мар илсе çӳренӗ. Уйрăмах пӗр çулçӳрев пуçра паянчченех упранса юлнă. Иртнӗ ӗмӗрӗн вӗçӗнче...
(Вероника Турхан). Унтанпа 30 çул та ытла иртсе кайрӗ ӗнтӗ. Çӗнӗ Шупашкар хулинче çулçӳревсемпе экскурсисен бюровӗнче экскурсоводра ӗçлеттӗм. Ушкăнсене Шупашкар, республикăри ытти вырăнсем, Раççей хулисем - çав шутра Мускавпа Ленинград, Ылтăн ункă хулисем тата ытти çӗре сахал мар илсе çӳренӗ. Уйрăмах пӗр çулçӳрев пуçра паянчченех упранса юлнă. Иртнӗ ӗмӗрӗн вӗçӗнче Ленинграда (халь Санкт-Петербург) туристсен черетлӗ ушкăнне илсе çитертӗм. Маншăн ку маршрут çӗнӗ мар, хулара унччен темиçе хутчен те пулса курнă. Хальхинче те хула тăрăх курса çӳренӗ чухне вырăнти гид каласа панине хăлхана ытлах чикмерӗм тесен те юрать. Пӗрремӗш Петӗр хули тăрăх пирвайхи хут курса çӳрени асăмра ӗмӗрлӗхе юлчӗ. Малаллахи ушкăнсене илсе çӳренӗ чухне гид мӗн каланине хам та çапларах каласа параттăм ӗнтӗ. Çавах экскурсисемпе пачах та кăсăкланман темелле мар, кашнийӗнчех мӗн те пулин çӗнни тупăнатчӗ.
Юлашки çулçӳрев ман чуна хускатрӗ темелле. Экскурси ун чухне хулан историллӗ пайӗнче, авалхи садри йывăçсене картласа тăракан питӗ илемлӗ, хитрелетсе пӗтернӗ, самаях çӳллӗ тимӗр карта умӗнче чарăнса тăнăччӗ.
- Çуллахи сад - Санкт-Петербургăн тӗп районӗнчи парк ансамблӗ. Пӗрремӗш Петӗр хушнипе 1704 çулта никӗсленӗ ăна... - кӗрет хăлхана экскурсовод сасси. Вăл малалла мӗн калассине пӗлсе тăраканскер, карта çумӗпе кăшт малалла иртрӗм. Сасартăках хăлхана чуна питӗ çывăх, ачаранах чунра та, юнра та юлнă чӗлхепе каланă сăмахсем пырса кӗчӗç:
- Епле ытарайми хитре карта. Хапхи мӗнлерех тата. Çăтмах хапхи тейӗн, - çурма сасăпа каласа хучӗ ман хыçра пӗр хӗрарăм чăвашла.
- Çапла çав. Вӗр-çӗнӗ пек упранса юлнă халӗ те. Çӗр çинче 200 çул ытла таврана илем кӳрсе тăрать. Ун чухнех Раççейӗпех палăрнă чăвашсем пулнă вӗт-ха, - хуравларӗ ăна арçын сасси.
- Ах, Турă, çак хитрелӗхе чăваш ăсталанă-и? Епле çитме пултарнă-ха вăл кунта темиçе çӗр çул каяллах? - тӗлӗнет хӗрарăм.
- Çапла çав. Егоров хушаматлă чăваш архитектор тунă тесе каласа панăччӗ мана ялти учитель, - тет арçынни.
Çаврăнса пăхрăм. Самаях çулланнă арçынпа хӗрарăм, упăшкипе арăмӗ ахăр. Анчах пирӗн ушкăнтан мар. Курман эпӗ вӗсене халиччен. Хăйсем тӗллӗн килнӗ пуль.
Экскурсовод патне каялла таврăнтăм:
- …Паркăн эсир куракан картин йывăç модельне 1771 çулхи январь уйăхӗнче Юрий Фельтен архитектор хатӗрлесе пулас картан чул никӗсӗн калăпăшӗсене палăртса хăварнă. 1772 çултанпа ӗçсене Петр Егоров архитектор ертсе пынă...
Тимлӗ итлерӗм гид сăмахӗсене, анчах Егоров чăваш пулнине каланине илтеймерӗм. Шăп çавăн чухне пирвайхи хут илтрӗм эпӗ Кӗтерне патша вăхăтӗнчех хăйӗн пархатарлă ӗçӗпе Раççейӗпех палăрнă чăваш çинчен. Тӗпчеме пуçларăм. Акă мӗн пӗлтӗм чăвашсен пирвайхи архитекторӗ пирки.
1708 çултанпа Хусан кӗпӗрнин Чӗмпӗр вăйпутлăхне (1719 çултанпа провинци), 1780 - 1921 çулсенче Чӗмпӗр кӗпӗрнин Кăрмăш уесне кӗнӗ чăваш ялӗнче 1731 çулта чухăн çемьере çуралнă Петр Егоров.
XVIII ӗмӗрӗн 40-мӗш çулӗсенче Атăл тăрăхӗнче çумăрсем çуманнипе тырăсем çунса кайнă, выçлăх пуçланнă. Выçлăха пула çынсем ялӗ-ялӗпе вилсе пӗтнӗ. Пулас архитектор Петр Егорович Егоров пӗчӗклех тăлăха тăрса юлнă. Çивӗч ăслă пулнă ача, пурне те пӗлесшӗн тăрăшнă. Мӗн пӗлнине лайăх астунă.
Вăл вăхăтсенче I Петӗр патшан çывăх çынни пулнăскер, Грузи кнеçӗ Дадиани, хăйӗн поместйисем тăрăх çӳресе выçлăхпа аптранă хресченсене пулăшу панă. Ăслă тăлăх ачана асăрханă та, ăна хăйпе пӗрле илсе кайнă вăл.
Дадиани килӗнче Петӗр тӗрлӗ енлӗ пӗлӳ илнӗ: математика, ӳкересси, архитектура... 1755 çулта Дадиани рекомендацийӗпе вăл тӗп хулана тухса кайнă. Унта экзамен тытса хăйӗн пултарулăхне кăтартнă хыççăн, Санкт-Петербургри çурт тăвакан канцеляри шкулӗнче, архитектура командинче вӗренме тытăннă.
«Родом я чувашенин, вывезен в малолетстве господином генерал-майором артиллерии князем Дадиановым в Москву…» - тесе çырса хăварнă çамрăк хăй çинчен çавăн чухне.
Çамрăк ача питӗ тăрăшуллă та ӗçчен, талантлă пулнине вӗрентекенсем часах асăрханă. Çавăнпа ăна вӗренме тытăнсанах шанса пысăк ӗçсем хушма тытăннă: 1756 çулта Петӗр Петергофăн аслă планне ӳкерме пулăшнă. Тепӗр виçӗ çултан вăл патшасен Хӗллехи керменӗн хăш-пӗр пӳлӗмӗсен планӗсене ӳкерсе илнӗ.
Хăйӗн пурнăçӗн пысăк пайне Петр Егорович архитектурăна халалланă. Халичченхи пек мар, творчествăлла хăйнеевӗрлӗхпе уйрăлса тăнă унăн проекчӗсем.
Унăн хăй тунă пӗрремӗш ӗçӗ - Çветтуй Турă Амăшӗн Успени чиркӗвӗн проекчӗн чертежӗ (1763 çул) Балтика тăрăхӗнче тума палăртнă православи чиркӗвӗсемшӗн тӗслӗх пулса тăмалла пулнă. Çав чиркӗве Эстонири Пярну хулинче 1765 - 1768 çулсенче çӗкленӗ. Егоровăн Пярну чиркӗвӗ валли тунă схемисемпе ытти çӗрте те нумай чиркӳ тунă: Тарту, Курессааре тата ытти хуласенче. Ригăри Петрпа Павел чиркӗвне те çав проектпах ăсталанă.
Петр Егорович Петропавловск крепоçӗпе Мрамор керменӗн, Смольнăй мăнастирӗн тата Петербурга илем кӳнӗ ытти çуртсен проекчӗсене хатӗрлеме хутшăннă.
1766 çултан пуçласа Петр Егоров çурт-йӗрсен император кантурӗ çумӗнчи шкула ертсе пырать. Унччен çак шкулпа паллă архитекторсем Ж.Леблон, М.Г.Земцов, С.Волков ертсе пынине шута илсен Петр Егоров архитектор чапӗ вăл вăхăтра самаях пысăк пулни курăнать. Ку шкулта тӗрлӗ вăхăтра И.К.Коробов, В.Растрелли, Ж.Б.Валлент-Деламот тата ытти чапа тухнă архитекторсем вӗрентнӗ.
Икӗ çул Петр Егорович Г.А.Спиридонов, А.Н.Сенявин адмиралсен çурчӗсене çӗнетсе улăштарас тӗлӗшпе вăй хунă. 1774 - 1775 çулсенче çурт-йӗрсен кантурӗ Ю.Н.Фельтенпа П.Егоров архитекторсене чиркӳ йӗркисене туса пымашкăн ятарлă Иордань пӳлӗмӗн проекчӗсене хатӗрлеме хушаççӗ. Паянхи кунччен çак çуртсен П.Егоров ăсталанă чертежӗсен икӗ варианчӗ упранса юлнă.
1779 çулта Петр Егоров проект хатӗрлесе Санкт-Петербургра «Хăйăр çинчи» Раштав чиркӗвне ăсталама пуçлать. Чиркӗве тăхăр çул тунă. Анчах та, шел пулин те, çак шедевр паянхи кунччен упранса юлайман. В.Масловăн 1887, А.Корольковăн 1898 çулсенче пичетленсе тухнă кӗнекисенче каласа пани тата сăнӳкерчӗксем вăл архитектурăн ытарайми илемлӗ палăкӗ пулнине çирӗплетеççӗ.
1780-1788 çулсенче Егоров хăй тунă проектпа Петербургри Мрамор керменӗн икӗ хутлă служебнăй корпусне хăпартма хутшăннă.
Служебнăй корпусра каретăсен вырăнӗ, лаша витисем, манеж, утă склачӗ пулнă. Иккӗмӗш хутра тарçăсен пӳлӗмӗсем вырнаçнă. Егоровах тата корпуса керменпе пӗрлештерекен картана ăсталать. Çак карта хăйӗн ӳкерчӗкӗпе Çуллахи садăн Нева енчи кăшт маларах Егоров ертсе пынипе тунă картине çывăх. Служебнăй корпуса тăвиччен Мрамор кермен умӗпе Хӗрлӗ канал иртнӗ. Строительство ӗçӗсем пуçланиччен ăна çӗрпе хупласа хума тивнӗ.
Пурнăçӗн юлашки çулӗсенче чăваш архитектор Турă Амăшӗн Хусан чиркӗвӗ çумӗнче тӗн ӗçченӗсем валли çуртсен, Нева хӗрринчи складсен, çурт-йӗр кантурӗн çӗнӗ çурчӗн проекчӗсене хатӗрлет, Штегельман банкирăн çуртне çӗнетсе урăхлатма хутшăнать. 1786 çулта çӗршывшăн нумай ӗç тунăшăн Петр Егоров Патша керменӗн советникӗн титулне тивӗçнӗ.
Петр Егоров 1789 çулта Петербургра вилнӗ. Ăна унтах пытарнă.
2002 çулта Шупашкарта «Чувашгражданпроекта» кӗнӗ çӗрте П.Е.Егоровăн бюстне вырнаçтарса лартнă (скульпторӗ Ф.И.Мадуров, архитекторӗ Ю.М.Новоселов). Постамент çине чăвашла тата вырăсла: «Чăваш халăхӗн ывăлӗ, Раççейӗн питӗ паллă архитекторӗ Петр Егорович Егоров», - тесе çырнă.
2005 çулта архитектор çуралнăранпа 275 çул çитнӗ май Санкт-Петербургри чăвашсен ентешлӗхӗ çумӗнче «Петр Егоров архитектор фончӗ» обществăлла коммерцилле мар организаци туса хунă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев