Пирӗн çӗршывра сыр тума пӗлмеççӗ-шим?
(Ирина Трифонова) Официаллă хроникăна вулатăн та чӗре ыратма пуçлать. Мӗн тесе пирӗн ертӳçӗсем «вилсе каясла» ют çӗршыв бизнесне юратаççӗ? Вӗсене элле тем туса пама хатӗр. Вӗсен умӗнче çӗршыв, регионсен алăкӗсене яри уçаççӗ. Те укçине нумай тӳлеççӗ? Çав вăхăтрах хамăрăннисем пурăнас тесе тапаланаççӗ. Вӗсемшӗн льготăсем те, ЯЭЗсенче тӳлевсӗр вырăн та -...
(Ирина Трифонова) Официаллă хроникăна вулатăн та чӗре ыратма пуçлать. Мӗн тесе пирӗн ертӳçӗсем «вилсе каясла» ют çӗршыв бизнесне юратаççӗ? Вӗсене элле тем туса пама хатӗр. Вӗсен умӗнче çӗршыв, регионсен алăкӗсене яри уçаççӗ. Те укçине нумай тӳлеççӗ? Çав вăхăтрах хамăрăннисем пурăнас тесе тапаланаççӗ. Вӗсемшӗн льготăсем те, ЯЭЗсенче тӳлевсӗр вырăн та - нимӗн те çук. Ак ку эрнере, сентябрӗн 19-21-мӗшӗсенче Тутарстанра Раççей Федерацийӗпе Португали Республикин экономика, промышленность, техника хутшăнăвӗсемпе правительствăсен хушшинчи комиссин VI ларăвӗ иртрӗ. Унччен маларах ТР Президенчӗ Рустам Минниханов Португалин экономика министрӗ Мануэль Калдейра Кабрал ертсе пыракан делегаце Хусан Кремлӗнче йышăннă, пӗлтерет республика ертӳçин пресс-служби. Каярахпа делегаци РФ МЧС пуçлăхӗпе Владимир Пучковпа тӗл пулнă. Калаçу экономикăпа техника енӗпе пӗрле ӗçлесси пирки килӗшӗве çирӗплетесси пирки пынă. Лару пӗтӗмлетӗвӗсемпе, Раççейпе Португали пӗтӗмпе 15 проект хатӗрленӗ, вӗсенчен 7-8-шӗ Тутарстанпа çыхăннă.
Мӗнпе çыхăннă-ха çав килӗшӳсем? ТР Президенчӗ Рустам Минниханов Португали делегацийӗпе тӗл пулнă вăхăтра Раççейӗн Суту-илӳпе промышленность палатин Португалири хисеплӗ представителӗ Игорь Золкин пӗлтернӗ тăрăх, 15 проект пӗтӗмпех хатӗр, халӗ вӗсене пăхса тухма португалецсене панă. Сăмах кунта экспортпа-импорт тавра кăна мар, пӗрлехи проектсем пирки пырать. Вӗсенчен пӗри çывăх вăхăтрах пурнăçланма пултарать, вăл энергие перекетлессипе çыхăннă. Тепри автомобиль çулӗсен строительствипе. Португалин технологийӗ имӗш-тӗр çулсемпе юсамасăр 40 çула яхăн усă курма май парать. Çаплах-ши ку? Климат условийӗсем çӗршывсен тӗрлӗрен-çке? Раççей технологийӗпе тунă çулсем те ăшă климатра 20 çула çитме тивӗç. Виççӗмӗшӗ çурт-йӗр строительствипе çыхăннă. Сочири Дагомыс поселокӗнче вӗсен тӗслӗхӗпе çурт-йӗрпе рекриаци зонине тăваççӗ. Владимир облаçӗнче вара Португали бизнесменӗсем памперс заводне, сыр, пулăсемпе чӗрчунсем валли апат-çимӗç производствине йӗркелесе яма хатӗрленеççӗ. Кунта ыйту çуралать: ăçта хамăрăн производительсем? Мӗншӗн çӗршыв, регионсен ертӳçисем хамăрăн бизнесменсене çакăн пекех тӗрев памаççӗ? Юлашки çулсенчи экономика кризисӗ пирӗн предпринимательсене эх! Пӗтӗрчӗ, лимон пек пăрса кăларчӗ. Ют çӗршыв бизнесне ăнтан кайса чӗнеççӗ: «Килӗр пирӗн пата, хамăрăн Ятарлă экономика зонисенче мӗн пур майпа тивӗçтерӗпӗр, инфраструктура та, ытти те хатӗр. Ӗçлӗр, аталанăр!» Унсăр пуçне льготăллă налогпа тивӗçтереççӗ, документ таврашӗпе пӗр бюрократи те çук. Хамăрăннисене вара сывлама памаççӗ. Эп пӗлекен пӗчӗк тата вăтам предпринимательсенчен сахалăшӗ рынокра тытăнса юлчӗ. Нумайăшне фирмисене, производствине хупма тиврӗ. Ăçта тӗрӗслӗх? Мӗскер, пирӗн фермерсем сыр пӗçереймеççӗ-и? Памперс тума пултаракансене тупаймастăпр-и? Анчах влаçсем çул памаççӗ. Мӗн чухлӗ калаçаççӗ пӗчӗк тата вăтам бизнеса пулăшасси пирки. Пуш сăмах. Пысăк бизнес пирки калаçмастăп: вăл йăлтах влаçри тата вӗсене çывăх тăракансен аллинче.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев