Поэтсем яла таврăнаççӗ
(Евгений Турхан) Турхан (Карабаево) ялӗ Чăваш Енри Елчӗк районӗн хӗвеланăç пайӗнче, Кӗçӗн Пăла шывӗн сулахай çыранӗнче вырнаçнă. 1920 çулхи июнӗн 25-мӗшӗччен ял Хусан кӗпӗрнин Теччӗ уесӗн Курнавăш вулăсне кӗнӗ. Ку пурăнмалли вырăн районти чи ватă ялсен шутӗнче. XVII ӗмӗр вӗçӗнче ял вырăнӗнче чăваш турханӗн - Карапай Ертуфовăн именийӗ пулни паллă....
(Евгений Турхан) Турхан (Карабаево) ялӗ Чăваш Енри Елчӗк районӗн хӗвеланăç пайӗнче, Кӗçӗн Пăла шывӗн сулахай çыранӗнче вырнаçнă. 1920 çулхи июнӗн 25-мӗшӗччен ял Хусан кӗпӗрнин Теччӗ уесӗн Курнавăш вулăсне кӗнӗ. Ку пурăнмалли вырăн районти чи ватă ялсен шутӗнче. XVII ӗмӗр вӗçӗнче ял вырăнӗнче чăваш турханӗн - Карапай Ертуфовăн именийӗ пулни паллă. XVIII ӗмӗр вӗçӗнче çак ялта вырăс улпутӗнчен тарса килнӗ, унăн крепостнойӗ пулнă Кузьма Иванов вырăс - Аслă Пăла Тимеш улпучӗн -Алексей Апанасовăн приказчикӗ хуçа пулни çинчен пӗлтереççӗ авалхи преданисем. Çавсенченех Кузьма Иванович ялтан виçӗ çухрăм çурçӗререх пурăннă Данилов турханăн тăлăха юлнă ывăлне - Петӗре усрава илсе ӳстерни, хăйӗн хăрах куçлă хӗрне Елизаветăна качча пани çинчен пӗлетпӗр. Петӗр ывăлӗ Турхан Ваççили (1846 - 1919) 1866 çулхи майăн 18-мӗшӗнче Вырăскасси ялӗнчи Екатерина Степановнăна (1842-1921) качча илнӗ. (Метрические книги с.Новые Шимкусы, запись №12, Национальный архив республики Татарстан).
Екатерина Степановна питӗ пуян нимӗç хӗрӗ пулнă имӗш, хăйпе пӗрле сулăм укçи вырăнне виçӗ лаша, пилӗк ӗне, ытти выльăх-чӗрлӗх, 100 тунката вӗлле (пыл хурчӗсем) илсе килнӗ тет.
Василипе Екатерина 11 ача çуратса ӳстернӗ. Хӗрӗсенчен пӗри, Мария Васильевна (1880 -1961), Тӗмер ялне качча тухнă, чăвашсен паллă сăвăç-критикӗн Кели Кӗркурийӗн (1901-1931) амăшӗ. Виçӗ ывăлӗ - чăваш литературинче революцичченех паллă йӗр хăварнă сăвăçсем. Якку (1874 -1938) сăвăсем çырма XIX ӗмӗрӗн 90-мӗш çулӗсен пуçламăшӗнчех тытăннă, Чăваш поэзийӗнче пейзаж тата философи лирикине никӗсленӗ. 1906 çулта чăвашсен Хусанта тухса тăнă пӗрремӗш «Хыпар» хаçатӗнче пичетленнӗ «Варуççи» поэма, евангели мотивӗсемлӗ сăвăсен авторӗ.
Хӗветӗр (1876-1932) чăваш поезийӗнче лирика жанрне пуçараканӗ, куçаруçă. Энтри (1988-1972) чăваш поэзине Çеçпӗл Мишшинчен вунă çул маларах силлабо-тоника системине кӗртнипе, чи малтан чăваш историйӗн кӗске очеркне çырнипе, революци юррисене чăвашла куçарнипе (1915) паллă. Вăл сăвăсемсӗр пуçне пьесăсем те çырнă, Ж.Мольер, Добролюбов, К.Тетмайер, Фон Паэкен хайлавӗсене чăвашла куçарнă.
Ялтан тӗрлӗ вăхăтра тухса кайнă поэтсем каялла таврăнайман. Яккупа Хӗветӗрӗн вилтăприсем ăçта пулни паллă мар - ГУЛАГ тӗрмисенче çухалнă вӗсем. Энтри ӳчӗ Патăрьел масарӗ çинче выртать.
Мухтава тивӗçлӗ ентешӗсене манмаççӗ турхансем. Икӗ çул каялла ял çыннисем - Анатолий Александровичпа Василий Андреевич Турхансем тăрăшнипе Турхан ялӗн çӗнӗ масарне чи малтан пытарнă Василий Турханпа унăн мăшăрӗн вилтăпри çинчи хӗресӗсене çӗнетнӗ. Кăçал ентешӗсем тепӗр çитӗнӳ турӗç.Сентябрӗн 9-мӗшӗнче ялта чăваш поэчӗсене - Якку, Хӗветӗр, Энтри Турхансене асăнса палăк лартма йышăнчӗç, ăна лартма вырăн суйлас илчӗç. Çав кунах палăк никӗсӗ валли шăтăк чавса хучӗç. Тепӗр кунне яла пырса кӗрекен çул хӗрринчи çеремре палăк никӗсӗ çӗкленчӗ. Палăка тăвас тӗлӗшпе ял çыннисем: Алексей Александровичпа Луиза Михайловна Турхансем, Валерий Семенович Викторов, Игорь Алексеевич Турхан пысăк пулăшу пачӗç. Палăк авторӗ - Николай Григорьевич Кондрашкин скульптор.
Пӗртăван Турхансен палăкне тăвас ӗçсем вӗçленсе пыраççӗ. Çапла вара чылай çул иртсен поэтсем тăван енне таврăнӗç. Обелиска чаплă лару-тăрура сентябрӗн 30-мӗшӗнче уçма палăртнă. Палăк уçма чăваш культурине çӗклес тӗлӗшпе ӗçлекенсене, таврапӗлӳçӗсене, вӗрентекенсене, шкул ачисене чӗнеççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев