Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Пӗр шăрпăк пӗрчи те çитет

Çуртсемпе юнашар 2-3 метр çӳллӗш курăк ӳсет пулсан пысăк инкек валли пӗр шăрпăк пӗрчи те çитет. Çакна Дон-çи-Ростовра пулнă инкек те кăтартса пачӗ. Унта çул çитмен икӗ ача курăка вут чӗртнипе темиçе çурт çунса кӗлленчӗ. Тутарстан та кун хыççăн сад обществисен, ача-пăча лагерӗсен, больницăсен çывăхӗсене май пур таран хăвăртрах типнӗ...

 

Çуртсемпе юнашар 2-3 метр çӳллӗш курăк ӳсет пулсан пысăк инкек валли пӗр шăрпăк пӗрчи те çитет. Çакна Дон-çи-Ростовра пулнă инкек те кăтартса пачӗ. Унта çул çитмен икӗ ача курăка вут чӗртнипе темиçе çурт çунса кӗлленчӗ. Тутарстан та кун хыççăн сад обществисен, ача-пăча лагерӗсен, больницăсен çывăхӗсене май пур таран хăвăртрах типнӗ курăкран тасатма йышăннă. Паллах, учрежденисемпе организацисене кăна пырса тивмест ку, республикăра 131 ял çывăхӗнче курăк çӳллӗ ӳссе кайни палăрнă. Эппин, кашни çын пушар хăрушсăрлăхӗ çинчен шутламалла, çурт йӗри-таврашне курăкран тасатмалла.

«Аса илтеретӗп, РФ Пушара хирӗç режимӗн правилисен 77-мӗш пункчӗпе килӗшӳллӗн, ялсене типнӗ курăкран тасатассишӗн вырăнти хăйтытăмлăх органӗсем яваплă. Çак требованисене пурнăçламасан вырăнти власть представителӗсене 6-15 пин тенкӗ штраф тӳлеттереççӗ. Енчен те пушар хăрушсăрлăхӗн ятарлă режимӗ вăхăтӗнче пулсан, административлă штраф сумми икӗ хут ӳсет», - аса илтернӗ республикăн пушар надзорӗн ертӳçи Сергей Сергеев августăн 31-мӗшӗнче ТР Правительство çуртӗнче иртнӗ ларура.

Ун сăмахӗсем тăрăх, пушар тухас пулсан, республикăри пушара хирӗç кӗрешекен 18 пӗрлешӳ автомобильсем юсавсăррине пула пулăшăва килеймест. С.Сергеев Тутарстанри мӗнпур района вăрмансен çывăхӗнчи ялсем тавра пушара хирӗç йӗрсене çӗнетме, сад пӗрлешӗвӗсен, социаллă объектсен таврашне тӗрӗслеме хушнă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев