Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Районсене нематода аптратать

Çак чир Калининград, Самар, Саратов, Тамбов, Воронеж, Липецк, Белгород облаçӗсенче, Карачай- Черкес Республикинче анлă сарăлнă. Çавăнпа ку тăрăхсенчен илсе килекен çырла тӗмӗсене, йывăç тӗпӗсене туянма асăрханмалла.

Раççей Федерацийӗнче сутăнакан вăрлăхсене пурне те селекци çитӗнӗвӗсен реестрне кӗртмелли пирки каларӗ «Татар-информра» майăн 16-мӗшӗнче иртнӗ пресс-конференцире Россельхознадзорăн Тутарстанри управленийӗн ертӳçин çумӗ Ленар Фаттерахманов. Ют çӗршывран, Раççейӗн ытти регионӗсенчен кӳнӗ вăрлăхсен фитосанитари карантинӗн контроль акчӗ пулмалла. Çак мерăсене республикăри ӳсен-тăрана карантин чирӗсенчен сыхлас тӗллевпе йышăннă.

Ленар Фаттерахманов пӗлтернӗ тăрăх, йӗркене пăсакансем ку енӗпе те пур. Юлашки вăхăтра кăна рейдсене çӳресе вăрлăхсемпе лартмалли тӗпсене ӳсен-тăранăн сортне, пахалăхне çирӗплетекен документсемсӗр сутнă 50 пулăма тупса палăртнă.

Вăрлăха тӗрӗслемесӗр туянса эсир хăвăр пахчана чир-чӗрсӗр пуçне хурт-кăпшанкăсем те ертме пултаратăр. Чи хăрушшисен шутне йывăç çулçисене çунтаракан бактерие кӗртмелле. Чир хунавсемпе çулçăсенчен пуçласа тымарсене те куçать, йывăç типет. Чирленӗ йывăçа чавса кăларса çунтарса ямалла, унсăрăн садри пур йывăçпа тӗмсем те пӗтме пултараççӗ. Тӗрӗслӗр мӗн туяннине, документсене кăтартма ыйтма ан вăтанăр, – терӗ Россельхознадзорăн управлени ертӳçин çумӗ.

Çак чир Калининград, Самар, Саратов, Тамбов, Воронеж, Липецк, Белгород облаçӗсенче, Карачай- Черкес Республикинче анлă сарăлнă. Çавăнпа ку тăрăхсенчен илсе килекен çырла тӗмӗсене, йывăç тӗпӗсене туянма асăрханмалла.

Тутарстанра пурӗ 65 фитосанитарин карантин зонине палăртнă, кунти ӳсен-тăрансем сиенлӗ хурт-кăпшанкăсем тапăннипе чирлеççӗ. Аксупа Нурлат тăрăхӗсенче амбрози çум-курăкӗ алхасать. Çак районсенчен карантина лекнӗ продукцие, тырра ятарлă документсемсӗр илсе тухма çук. Документсене илес тесен, малтан экспертиза тумалла. Тăкаксене районăн хăйӗн саплаштарма тивет. Сăмах май, амбрози хаяр çум-курăк, тăпрара унăн вăрлăхӗ 40 çул упранма пултарать. Ăна пӗтерме йывăр. Ял хуçалăх производителӗсем унпа темиçешер çул кӗрешеççӗ. Тепӗр çичӗ районта повилика, вун тăватă районта çӗрулми нематоди хуçаланать иккен. Нематода та ачаш хурт мар, вăл çӗрулмин тухăçне 80 процент таран пӗтерме пултарать. Тăпрара вара унăн цистисем (çăмарталлă вилнӗ хурт ами) 10 çул упранма пултараççӗ. Çавăнпа чирлӗ çӗрулмие асăрхасан, ăна лартма туянмалла мар.

Мрамор евӗр хăмăр хăнкăла – тепӗр сиенлӗ тăшман. Вăл 300 тӗрлӗ ӳсен-тăрана сиен кӳрет, çав шутра – тырпул пучахӗсене те. Раççейре ăна пӗтерме йывăртарах та иккен, мӗншӗн тесен çутçанталăкра ăна хирӗç кӗрешекен кайăк-кӗшӗк çук. Сивӗ хӗлсене ирттерме вăл пурăнмалли çуртсене пытанать. Республикăна вăл ют çӗртен илсе килекен пахча çимӗçпе, улма-çырлапа кӗме пултарать.

Вăрмансем те чирлес лару-тăрура, хырпа чăрăш вăрманӗсемшӗн хура усач чăн-чăн тăшман пулса тăнă. Фитосанитарин карантин зони пӗтӗмпе 115 пин гектарпа танлашать, çав шутран 104 пин гектарӗ – вăрман лаптăкӗ.

Республикăн уй-хирӗсемпе сад-пахчисене сыхлас тӗллевпе управлени çулсерен фитосанитари тӗрӗслевӗсене ирттерет, сиенлӗ хурт-кăпшанкăсене пӗтерме кирлӗ мерăсем йышăнать.


 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Сельское хозяйство