Республикăра кашни 37-мӗшӗн рак
(Ирина Трифонова). Февралӗн 4-мӗшӗ - Пӗтӗм тӗнчери рак чирӗсене хирӗç кӗрешмелли кун. Çак тӗллевпе февралӗн 2-мӗшӗнче «Татар-информ» информаци агентствинче пресс-конференци иртрӗ. Унта ТР сывлăх сыхлав министрӗн пӗрремӗш çумӗ Сергей Осипов, ТР Сывлăх сыхлав министерствин республика клиника онкологи диспансерӗн тӗп тухтăрӗ Ильдар Хайруллин, РАН член-корреспонденчӗ, Хусан патшалăх Медицина академийӗн онкологи, радиологи,...
(Ирина Трифонова). Февралӗн 4-мӗшӗ - Пӗтӗм тӗнчери рак чирӗсене хирӗç кӗрешмелли кун. Çак тӗллевпе февралӗн 2-мӗшӗнче «Татар-информ» информаци агентствинче пресс-конференци иртрӗ. Унта ТР сывлăх сыхлав министрӗн пӗрремӗш çумӗ Сергей Осипов, ТР Сывлăх сыхлав министерствин республика клиника онкологи диспансерӗн тӗп тухтăрӗ Ильдар Хайруллин, РАН член-корреспонденчӗ, Хусан патшалăх Медицина академийӗн онкологи, радиологи, паллеативлă медицина кафедрин заведующийӗ, профессор Рустем Хасанов, онкологи диспансерӗн тӗп тухтăрӗн çумӗ Ильсур Шаймарданов хутшăнчӗç.
Пире, ахаль çынсене, онкологи чирӗсем çиçӗмле хăвăртлăхпа аталанса пыраççӗ, çулсерен унпа вилекенсем йышланаççӗ пек туйăнать. Цифрăсем, статистика кăтартăвӗсем чăнах та хăратаççӗ. Диспансеризаци программипе кăна республикăра аслă çултисен хушшинче 519 605 çынна тӗрӗсленӗ, çавсенчен 2088 çынра усал шыçă паллисене тупса палăртнă. Тутарстанра ракпа чирлисен шучӗ 104 711 çынпа танлашнă, кашни 37-мӗш çын пулса тухать апла. Хăрушă. Çапах та спикерсен шучӗпе ракпа чирлесси йышланман, ӗлӗк те унпа пинӗ-пинӗпе чирлесе вилнӗ, анчах мӗнрен пулнине кăна палăртайман. Халӗ диагностика тӗрӗслевӗсем лайăхланнипе, çӗнӗ йышши медицина аппаратурине пула чире тупса палăртасси çӳллӗ шая çитнӗ. Çакна кашни спикер çирӗплетрӗ. Республикăра рак чирне хирӗç кӗрешессипе питӗ нумай ӗç пурнăçланса пырать, профилактика мерисене йышăнаççӗ, халăх патне ытларах информаци çитерме тăрăшаççӗ. Тутарстанăн тӗп онкологӗ Рустем Хасанов палăртнă тăрăх, рак вăл организм ватăлса пынине те пӗлтерет, генетикăпа та çыхăннă (çамрăк çынсемпе ачасем чирлесен), мӗнле пурнăç йӗркине тытса пынипе те. Çавăнпа харпăр пурнăçа пур енчен те тирпейлӗ тума тăрăшмалла, сывă пурнăç йӗркипе пурăнма хăнăхмалла, позитивлă пулмалла, апат рационне ытларах улма-çырлапа, пахча çимӗçпе пуянлатмалла.
Çавăн пекех пресс-конференцире рак чирӗсен мифӗсемпе тӗрӗслӗхӗсем, сиплев меслечӗсем, тӗнчери чи паллă клиникăсем пирки нумай калаçрăмăр. Тӗплӗнрех «Сувар» хаçатра вуласа пӗлме пултаратăр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев