Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Сергей Маховиков: «Стариксене выляма мана иртерех-ха»

(Ирина Трифонова) Пӗр-пӗр паллă çынпа ăнсăртран тӗл пулсан хăш чухне çухалса каятăн. Халиччен телевизор экранӗ çинче кăна курнă çын, акă, сан çумăнта чӗрӗ те сывă тăрать. Мӗн каламалли те тӳрех тупăнмасть. Ăна та вуншар мăшăр куç тимлӗн сăнанине чăтма çăмăл мар. Сергей Маховиковпа ăнсăртран лифт кӗтнӗ чух тӗл пултăмăр. Ку...

(Ирина Трифонова) Пӗр-пӗр паллă çынпа ăнсăртран тӗл пулсан хăш чухне çухалса каятăн. Халиччен телевизор экранӗ çинче кăна курнă çын, акă, сан çумăнта чӗрӗ те сывă тăрать. Мӗн каламалли те тӳрех тупăнмасть. Ăна та вуншар мăшăр куç тимлӗн сăнанине чăтма çăмăл мар. Сергей Маховиковпа ăнсăртран лифт кӗтнӗ чух тӗл пултăмăр. Ку Хусанти кинофестивале уçнă кун пулса иртрӗ. Юлташăмпа пиллӗкмӗш хутра вырнаçнă ресторана хăпарма лифт кӗтсе тăратпăр, черет вăрăм. Чи малтан фестивале хутшăннисене, хăнасене, вара тин журналистсене кӗртеççӗ. Хӗрсе калаçакан халăх тăруках шăпланчӗ. Çаврăнса пăхрăм та хыçра Сергей Маховиков тăра парать. Раççейӗн паллă киноактерӗ, пин-пин çын кумирӗ - çумрах! Пуринпе пӗрле лифт кӗтет, чышкаланмасть, маларах кӗртсе яма ыйтмасть. Çак самантра унпа нумайăшӗ сăмах пуçласшăнччӗ пулӗ, анчах аванмарланчӗç пулмалла.

- Сергей Анатольевич, иртӗр маларах! Юлташсем, паллă актера çул парăр! - терӗ лифт ӗçне пăхса тăракан хӗр. Халăх çул турӗ, актера ирттерчӗ. Кӗçех вăл пирӗнпе танлашрӗ. Темле майпа сисмесӗрех эпир унпа калаçса кайрăмăр.

Лифт та килсе чарăнчӗ. Администратор актера чӗнсе илчӗ. Пире вара каярах хăпаратăр тесе чарчӗ.

- Вӗсем манпа, эпир калаçăва вӗçлемерӗмӗр-ха, - терӗ Сергей Маховиков кӗтмен çӗртен. Иккӗ чӗнессе кӗтмесӗрех эпир лифт ăшне чăмрăмăр. Эх, мӗн чухлӗ çын ăмсанса пăхса юлчӗ пире...

Вырăссем чăрсăрлăх иккӗмӗш телей тесе ахальтен каламаççӗ пуль.

Кинофестивалӗн программипе маларах паллашнипе Сергей Маховиковăн творчествăлла каçӗ пулассине пӗлеттӗм-ха. Унта актер хăй чӗнни вара пирӗншӗн пысăк чыс пулчӗ. Хавхалансах кайрăмăр тӗлпулăва.

Сергей Маховиков телеэкран çинче кăна мар, пурнăçра та çав тери илӗртӳллӗ, пысăк чӗреллӗ çын пулчӗ. Унран темле ăшă тапса тăрать. Килчӗ те - хусансен чӗрисене ӗмӗрлӗхех «вăрларӗ» пулмалла. Икӗ сехет ытла пынă тӗлпулура вăл юрларӗ, сăвă вуларӗ, ӗçӗ çинчен каласа пачӗ.

Сергей Маховиков совет тата Раççей актерӗ, кинорежиссер, харпăр юрăсен авторӗ тата юрлаканӗ, сценарист тата телеертӳçӗ. Вăл 1963 çулхи октябрӗн 22-мӗшӗнче Ленинградра çуралнă. Шкултан вӗренсе тухсан, М.В.Фрунзе ячӗллӗ ВВМУн штурман факультетне вӗренме кӗнӗ. Унтан Çарпа механика институчӗн «Ракеты» уйрăмне куçнă. Çакăнта вӗренсе дипломлă специалист пулса тăнă пулсан, тен, паянхи кун, эпир Маховиков актера пӗлместӗмӗр те. Телее, пӗрремӗш курс хыççăн института пăрахать, 1983 çулта ЛГИТМИКа актер факультетне вӗренме кӗрет. Кунта вăл СССР халăх артисчӗн Игорь Горбачевăн курсне лекет. Иккӗмӗш курсран пуçласа Александрийский театрӗнче выляма пуçлать. Пӗр вăхăтрах вăл М.В.Сулимов патӗнче режиссер ӗçне вӗренет. Маховиковăн кинорольсем çав тери нумай, вулакансем ăна ытларах «Слепой», «Сармат», «Мы из будущего», «Время жестоких», «Дом с лилиями», «Громовы», «Тихая застава», «Наркомовский обоз» кинокартинăсем тăрăх пӗлеççӗ. Сăмах май, «Тихая застава», «Слепой» киносен режиссерӗ Сергей Маховиков хăй, сценарине те хăех çырнă.

Тӗлпулу Хусанти «Родина» кинотеатрта иртрӗ. Зал лăк тулличчӗ, хусансемсӗр пуçне ют çӗршывсен кинематографисчӗсем те нумайăн килнӗччӗ.

Мероприяти Маховиков ӳкерӗннӗ чи паллă киносен роликӗсене кăтартнипе пуçланчӗ. Сăмах май, актерăн фильмографийӗнче 50 кинокартина ытла, унсăр пуçне 11 документлă кино ӳкернӗ çӗре режиссер пек хутшăннă.

- Шел, ролике пӗтӗмпех кăтартмарӗç. Унта обществăлла пурнăçпа çыхăннă япаласене те кăштах кӗртнӗччӗ.

Тӗрӗсех, Сергей Маховиков пурнăçри тӗрӗсмарлăхсем çине сӳрӗккӗн айккинчен пăхса тăракан çын мар. Хăй вăхăтӗнче вăл (2014 çул) «Патриоты России» парти шутӗнче Мускав хулин Думине суйланнă. Украинăра пулса иртекен ӗçсем те ăна хумхантараççӗ. 2014 çулта Донбаса гуманитари пулăшăвӗ илсе кайнă, темиçе концерт панă. 2016 çулхи февральте Сирие кайса килнӗ, Раççейӗн çар ӗçченӗсемпе тӗл пулнă. Сергей Маховиков çын хуйхине ăнланакан çын. Ун пурнăçӗ ялан ăнса та тикӗс пыман. Хаяр чирпе кӗрешнӗ вăхăтсем, пурнăçпа вилӗм хушшинче пулнă самантсем пулнă унăн, анчах чире çӗнтерме пултарнă. Ун хыççăн çӗнӗрен пурăнма вӗреннӗ, юратнă ӗçне таврăннă. Спортпа туслă, карате, дзюдо кӗрешӗвӗсене алла илнӗ, фехтованипе интересленет, теннисла вылять. Тен çавăнпа та, кинорольсем питӗ ӗненмелле те чăн-чăн пулса тухаççӗ.

Кино карьери пирки калас пулсан, унăн вăл 1994 çулта пуçланнă. «Простодушный» фильмра Геркулес де Керкабон рольне вылять. Çамрăк, илемлӗ, вырăс Брэд Пичӗ теме пулать. Сергей Маховиков киносенче ытларах ырă сăнарсене вылять, тӗрӗссипе, начаррисем шутласан та пуçа килмеççӗ. Киносенче актера чăн-чăн арçын, юлташ, патриот ролӗсенче куратпăр.

- Юлташ актерсенчен нумайăшӗ: «О-о, эпӗ япăх сăнарсене выляма кăмăллатăп, интереслӗрех. Ырри вăл темле тӗссӗр, «тăварсăр», кичем выляма», - теççӗ. Эпӗ урăхла шутлатăп. Усал вăл, чăнах та, янравлă, хăй пирки хыттăн кăшкăрса пӗлтерет, чăн паттăрлăх вăл - шăп, кăшкăрашмасть, пархатарлă. Выляман çар çыннисем юлмарӗç пуль ӗнтӗ ман, лейтенант та, майор та, полковник та пур пухмачра. Халь генерала выляма сӗнеççӗ. «Мана иртерех-ха генералсене выляма. Эпӗ çамрăк, парăр пӗр-пӗр лейтенанта е майора», - тетӗп режиссерсене (кулать). Тӗрӗссипе, эпӗ комеди, водевиль актерне вӗреннӗ. Çавăнтан пуçланă та. Каярахпа кăна герой пулса тăтăм (кулать). Хальхи вăхăтра театрта комедире вылятăп. Акт пуçланнă хыççăн пӗр пилӗк минут никам та кулмасть. Шутлаççӗ пуль: «Ăçта унăн автомачӗ, мӗншӗн шӳтлет?» Каярахпа тин чарма çук кулма тытăнаççӗ. Пурнăç кулса иртет пуль тенӗччӗ, пулмарӗ. Пӗтӗм пурнăç автоматпа иртет, - терӗ актер творчествăлла биографийӗпе паллаштарса.

«Наркомовский обоз», «Тихая застава» киносемпе уйрăмах мăнаçланни пирки каларӗ актер. Ун шучӗпе, иккӗшӗ те лайăх картинăсем. Сăмах май, юлашки ӗçӗпе Маховиков темиçе преми илнӗ, çав шутра Раççейӗн Федераллă хăрушсăрлăх службинчен те. Çак киносемпе çыхăннă ыйтусем куракансенчен нумай пулчӗç. Хăш-пӗрне «Нарокомовский обозра» унăн сăнарӗ мӗншӗн испансен юррине юрлани интереслентерчӗ.

- Пирӗн çемьере паллă вырăс халапçи Сергей Козлов пурччӗ. Питӗ нумай мультфильма унăн халапӗсем тăрăх ӳкернӗ, - терӗ вăл шухăшсен çăмхине сӳтсе. - Сăмахран, «Ежик в тумане», «Львенок и черепаха» мультфильмсем... Пӗррехинче ун патне хăнана кайсан пичче мана юрласа пама ыйтрӗ - «Облака, белогривые лошадки» юрра. Итлерӗ те, унтан: «Пӗлетӗн-и, Сережа, ача-пăча юррине те эсӗ çар юрри пек юрлатăн», - терӗ. Сергей Маховиков тăванӗ пирки юратса калаçрӗ, пулса иртнӗ самантсене ырăпа асăнчӗ. «Облака, белогривые лошадки» юррине кунта та юрларӗ, тӗрӗсрех каласан, пӗрле юрларăмăр. - Испансен юрри тесен... Ак шутлăр, вăрçă пырать, вăл арçынсене те хăратать те, кунта хӗр-салтаксем. Кам пӗлет, тепӗр çур сехетрен чӗрӗ пулӗç-и вӗсем? Кăвайт умӗнче пуçтарăнса ларнă эпизодра пачах урăх юрă юрламаллаччӗ, анчах ача чухне анне юрланă испансен сăпка юррине аса илтӗм те хӗрсене лăплантарас тӗллевпе çавна юрларăм. Ăнсăртран çуралнă эпизода режиссер хăварма шутларӗ.

Паллах, «Дом с лилиями» телесериал пирки асăнмасăр хăвараймарăмăр. Раççей курканӗсене вăл питӗ килӗшнӗ. Сергей Маховиков унта Михаил Говоров рольне вылять.

- Малтанласа килӗшесшӗн марччӗ ватă Говорова выляма, анчах калаçтарчӗç. Унта манăн хӗр 11 çулти Анастасия та ӳкерӗнчӗ, вăл Михаилăн хӗрне Лильăна вылярӗ, ку унăн кинори пӗрремӗш опычӗ пулчӗ. Çапах мухтас килет: вăл манран самай лайăхрах вылять. Режиссерпа та хăй тӗллӗнех калаçрӗ, икӗ профессионал пек пуплерӗç вӗсем. Ман пулăшу кирлех те пулмарӗ, хушша кӗме тăрăшмарăм та, - терӗ вăл ытарлăн кулса. - Ак, пӗр эпизода илер. Унта Анастасийăн, кинора Лильăн ӗнтӗ, садра чечексене шăварса вӗсемпе калаçмалла. Анчах мӗнле? Режиссер пуç ватма пуçларӗ. Эпӗ вара Настьăна пукане тыттартăм та: «Ме, лартса хур та ăна чечексем хушшине, калаç», - терӗм. Тӗлӗнсе каймалла, Настя пуканене лартрӗ те ăна чечексем çинчен каласа пама пуçларӗ, темтепӗр шутласа кăларчӗ. Кадрсем те аван пулса тухрӗç, анчах кинора пысăккăн та, инçетрен те ӳкермелле, каллех çав текста пӗр сăмах сиктермесӗр каласа памалла, тата çырни те çук вӗт, йăлт хăй шутласа кăларчӗ. «Настя, тепӗр кадрта та çавнах калама тивет, пултаратăн-и, сăмахусене астăватăн-и?» - ыйтатăп унран. «Пултаратăп, астăватăп», - терӗ вăл лăпкăн. Темиçе кадр та турăмăр, Анастасия пӗр сăмахра та такăнмарӗ. Вăт çапла.

Сергей Маховиковăн режиссерсемпе мӗнле ӗçлени те пире интереслентерчӗ. Уйрăмах Сергей Говорухинпа, вӗсем иккӗшӗ «Никто, кроме нас» фильмпа ӗçленӗ. Шел те, талантлă режиссерăн ӗмӗрӗ кӗске пулчӗ.

- Сергей Говорухина тахçантанпах пӗлетӗп, çывăх юлташсемччӗ эпир. Пултаруллă та талантлă çынччӗ вăл. Унăн смсӗсем халӗ те упранаççӗ, пăсма алă çӗкленмест, пăсас та килмест. Виличчен темиçе кун маларах кăна вăл хăйӗн пӗр сăввине ярса пачӗ. Темиçе йӗркине вуласа парас килет:

«Войной рожденные поэты

Не возвращаются с войны.

Я между тем и этим следом,

Отныне быть определен». Сăвви вӗçӗнче çапла çырнăччӗ: «Сергей, май пулсан, юрра хыв-ха». Темиçе хутчен те алла гитара тытса çырма пикентӗм. Çыраймарăм-ха. Çапах пӗлетӗп: хăçан та пулин çуралатех. Пурăннă пулсан Сергей чаплă кинематографист пулса тăратчӗ. Вăл чун-чӗре витӗр кăларса ӳкеретчӗ. Ман шутпа, чун çутă та таса пулмасан, тӗнпе вăрçă темисене тытмалла та мар. Сергей пултаратчӗ. Чунӗ уçăччӗ унăн, тӗрӗсмарлăха чăтма пултараймастчӗ, çавăнпа вăрçа та хушнипе мар, хăй ирӗкӗпе тухса кайрӗ. Юлашки ӗçӗ «Жизнь людей» фильмпа çыхăннăччӗ. Вӗçлерӗ ăна, анчах экран çине тухнине кураймарӗ. Премьери Кино çуртӗнче пулчӗ, ашшӗ Станислав Говорухин килнӗччӗ. Вӗçне çити лараймарăмăр, йывăрччӗ, туртма тухрăмăр, - терӗ Сергей Маховиков юлташне асăнса. - Ӗçлеме çăмăлччӗ унпа. Шӳтлеме те, хăйӗнчен тăрăхлама та пӗлетчӗ, бомбăсем пăрахнă вăхăтра та култарма пӗлетчӗ, вилӗмле хăрушлăхран та хăрамастчӗ. Хăравçă пулман вăл нихăçан та. Кунта унăн амăшӗ ӗçленӗ, çавăнпа Хусанта Сергей Говорухина халалласа бюст лартсан аван пулмалла.

Тӗлпулура актер нумай юрларӗ, сăвăсем вуларӗ, анекдотсем каласа та култарчӗ, ача чухне юратнă «кавказские» шоколада та аса илчӗ. Сăвăсем тесен, Сергей Маховиков ăна чуна витермелле вулать, таçта шалта пытаннă туйăмсене туртса кăларать.

Залран панă кашни ыйтăва хуравлама тăрăшрӗ вăл. Актер ӗçӗ пӗлменнишӗн кăна çăмăл пек туйăнать. Кинори сăнара, тӗрлӗ йывăрлăхсене хăв урлă кăларма çăмăл мар. Сьемкăсем шартлама сивӗре те, шăрăхра та, йӗпе-сапара та пулаççӗ, картина вăрçă çинчен-тӗк, кунта теме те чăтма тӳр килет, ытлашши эмоцисенчен хăтăлма та йывăр. Мӗнле канать-ха Маховиков? Актер каланă тăрăх, ку чухне ăна вӗри чей, мунча, юлташсемпе чуна уçса калаçни пулăшать тата музыка.

Актерăн ӗмӗчӗсем лайăх комеди ӳкерессипе çыхăннă.

- Шел те, халӗ ытларах анекдотсем ӳкереççӗ, комеди мар, - терӗ вăл кун пирки.

Тӗлпулура хальхи кино проблемисем пирки те калаçрăмăр. Сергей Маховиков шучӗпе, лайăх киносене анлă проката кăларассине, телевиденире ытларах вырăн уйăрассине Правительство шайӗнче татса памалла.

- Шел, телевидени хăйӗн çутӗç функцийӗсене çухатрӗ. Мӗн тумалла? Кашнин хăйӗн шайӗнче те пулин ачасене ăссăрланса пыма памалла мар, килте те пулин лайăххине, ыррине сӗнмелле. Нумайăшӗ паян кинотеатрсене тинейджерсем кăна çӳреççӗ тесе шутлать. Çавăнпа киносене те «ухмахраххисене» ӳкермелле теççӗ. Анчах çав тинейджерсем ыран аслă çултисем пулса тăраççӗ. Культура та çӗршывăн оборони пулса тăрать. Çӗршыва аркатма йывăр мар ăна, культурăпа, театрсемпе, кинопа, ачасемпе ӗçлеме пăрахни те çителӗклӗ. Çавăнпа чи малтан ачасене тӗрӗс воспитани парас тесе тăрăшмалла. Тӗлпулăва çăмăлрах темăпа вӗçлес тесшӗнччӗ те, анчах кун пирки калаçмасăр май çук, - терӗ Сергей Маховиков.

Юлашкинчен вăл унăн репертуарӗнче «От Пушкина до Высоцкого» поэзилле моноспектакль пуррине пӗлтерчӗ. Хусан влаçӗсем, филармони е пӗр-пӗр театр чӗнсен килессине пӗлтерчӗ.

- Чӗнӗр, эпӗ килетӗп! Хусан, кунти çынсем мана килӗшеççӗ, - терӗ вăл пирӗнпе сывпуллашса.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев