Шăнкăравлăр! Кунта пулăшаççӗ. КĂМĂЛА УÇСАН ПУЛĂШУ ПУЛАТЬ
Лару-тăруран тухма çуккипе алă усăннă самантсенче шанăç телефонӗ пулăшать. Çыхăнăвăн тепӗр енче шанăç кам парать-ха? Паян шăпах çавсем çинчен каласа парăпăр. Шанăç службин ертӳçи Республикăри наркологи диспансерӗн йышăнакан уйрăмӗн ертӳçи Анатолий Сидимиров шутсăр ӗçлӗ пулсан та уçă çын, тӳрех пӗр чӗлхе тупма пулать унпа. Вăл нумай çул ахаль тухтăр пулса...
Лару-тăруран тухма çуккипе алă усăннă самантсенче шанăç телефонӗ пулăшать. Çыхăнăвăн тепӗр енче
шанăç кам парать-ха? Паян шăпах çавсем çинчен каласа парăпăр.
Шанăç службин ертӳçи
Республикăри наркологи диспансерӗн йышăнакан уйрăмӗн ертӳçи Анатолий Сидимиров шутсăр ӗçлӗ пулсан та уçă çын, тӳрех пӗр чӗлхе тупма пулать унпа. Вăл нумай çул ахаль тухтăр пулса ӗçленӗ, шанăç телефонӗ çине шăнкăравлакансене те пулăшнă. Халӗ те-ха хăш чухне, юнашар пулсан, шанăç телефонӗн трубкине хăй тытать.
- «Шанăç телефонӗ» пирӗн йышăнакан уйрăмăн номерӗ, çавăнпа мӗн пулса иртнине яланах пӗлетӗп. Кунта талăкӗпех медицина сестрисемпе тухтăрсем графикпа дежурство иртеççӗ.
Ывăл ӗçке ерчӗ пулсан...
Акă вăл шанăç телефонӗ, шурă тӳмеллӗ ахаль телефон аппарачӗ. Ун умӗнче паян 11 çул ӗç стажӗллӗ Елена Десятина.
«Шăнкăравсем тӗрлӗрен, - тет вăл. - Мӗнле туртма пăрахмалли çинчен те ыйтаççӗ. Çапах та ытларах: «Ывăлăм (атте, тете, хăта) ӗçке ерчӗ, пулăшăр!» - теççӗ.
Акă нумаях пулмасть çамрăк хӗрарăм йӗре-йӗре шăнкăравларӗ, тетӗшӗ наркотикпа усă курма тытăннă, киле сӗрӗм пек килсе кӗрет те, тем ăнланмалла мар япаласем курать иккен. Кун пек чухне тарăхса çитнӗ тăванӗсем тарăхтарса чуна илекене больницăна хурасшăн. Хăйсем вара кун çинчен ыттисем пӗлесрен хăраççӗ. Кашнине пулăшма тăрăшатпăр. Патшалăх гарантийӗпе килӗшӳллӗн, пирӗн патра тӳлевсӗр медицина пулăшăвӗ илме пулать, анчах та ун чухне пациента нарколог учета тăратать. Тепӗр мел те пур - анонимлă, ун чухне вăл килӗшӳ туса сипленет.
Экстреннăй чӗнӳ
Елена сăмахӗсем тăрăх, çынсем вӗсенчен оперативлă хурав кӗтеççӗ. Мӗншӗн тесен çынсенчен нумайăшӗ çак номерпе экстреннăй лару-тăру чухне шăнкăравлаççӗ. Вăл 911 пекех, мӗн-тӗр тумашкăн хăвăрт йышăну тумалла.
Тӗслӗхрен, нумай пулмасть пӗр хӗрарăм шăнкăравланă та: «Вăл килте йăлтах çӗмӗрсе пӗтерчӗ, хăйне хăй суранлатрӗ. Мана хăрушă, мӗн тумалла?!» - тенӗ. Елена вӗсене самантрах «васкавлă пулăшу» тата çапăçаканăн усаллăхне кура - полицие чӗнтерме сӗнет. Енчен те ку çын ыттисемшӗн хăрушлăх кăларса тăратать пулсан, больницăна хумашкăн хăйӗнчен ирӗк ыйтса та тăмаççӗ.
Калăпăр, пӗр-пӗр çын сире каçхине шăнкăравлать те: «Ман шкапра кам-тăр ларать»,- тет. Эпӗ тӳрех кам ларнине, унта вăл мӗнле лекни çинчен ыйтнă пулăттăм. Анчах та Елена мар. Вăл: «Кала-ха çывăх çыннусем юнашар пур-и? Аннӳ-и, аçу-и, арăму-и?- акă мӗнле унăн пӗрремӗш реакцийӗ.
-Унта никам та çук тесе ӗнентерме тăрăшмастăр та-и? - ыйтрăм эпӗ.
- Кун пирки эпир унпа диспансерта калаçатпăр. Çыннăн белая горячка пуçланни пире тӳрех паллă вӗт. Эппин ăна васкавлă медицина пулăшăвӗ кирлӗ. Пирӗн тӗллев - хăйне е тăванӗсене «васкавлă пулăшăва» чӗнтерме ӳкӗте кӗртесси, унăн чирлӗ фантазийӗпе анрасси мар.
Куçа куçăн
Елена хăйне тепӗр хут шăнкăравлаканăн кăмăлне сасă тăрăхах уйăрать. Эппин унăн сӗнӗвӗсем пулăшнă.
- Пирӗн алăк урати урлă каçсанах хăйне алăра тытма пӗлменнисен те кăмăлӗ çемçелет. Йăлтах лайăх пуласса тӳрех ăнланать тейӗн... Пӗр сăмахпа, Турă сыхлатăр та-ха, çапах та çакăн пек лару-тăрăва лекес пулсан пӗр хăрамасăрах 272-33-13 телефонпа шăнкăравлăр, сире кунта пулăшаççӗ. Сăмахпа мар, ӗçпе.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев