Шаймиев юсман юратать
Раççейӗн хальхи историйӗнчи çирӗп позициллӗ тата хăй шухăшлă политиксен шутне Тутарстанăн пӗрремӗш Президенчӗ Минтимер Шаймиев та кӗрет. Паянхи кун вăл Патшалăх Канашçи пулса ӗçлесен те унăн сăнарӗ яланах тимлӗхре. «Эпир пултаратпăр» девиза та никам та пăрахăçламанни паллă. Вăй-хăватне Минтимер Шарипович Свияжскпа Пăлхара çӗклес çӗре ярать. Вӗсем куç умӗнчех ӳссе пыни...
Раççейӗн хальхи историйӗнчи çирӗп позициллӗ тата хăй шухăшлă политиксен шутне Тутарстанăн пӗрремӗш Президенчӗ Минтимер Шаймиев та кӗрет. Паянхи кун вăл Патшалăх Канашçи пулса ӗçлесен те унăн сăнарӗ яланах тимлӗхре. «Эпир пултаратпăр» девиза та никам та пăрахăçламанни паллă. Вăй-хăватне Минтимер Шарипович Свияжскпа Пăлхара çӗклес çӗре ярать. Вӗсем куç умӗнчех ӳссе пыни те сумлă çыннăмăра Тутарстанра еплерех хисепленине пӗлтерет-тӗр.
Ăна Мускаври пӗрремӗш çынсем те хапăлласах йышăнаççӗ. Владимир Путинпа Дмитрий Медведев Минтимер Шаймиева çывхаракан 80 çулхи юбилейӗ ячӗпе чи малтан саламларӗç тесен те йăнăшмăпăр. Вӗсем ăна Кремльте январӗн 19-мӗшӗнче еплерех йышăннине пӗтӗм çӗршыв телевизорпа курчӗ пулӗ.
Çулсем иртнӗçемӗн унăн президентлăхне хак панă май, 1990 çулсенче Шаймиев Тутарстанри тăнăçлăха упраса хăварма пултарнине тӗпе хумалла. Ун чух лару-тăру пирӗн патра та çăмăлах марччӗ. Пуласлăх ӗмӗчӗсене шанчăклă ертӳçӗпе çыхăнтарса республика халăхӗ ăна пӗрре мар президента суйларӗ. Шаймиев ертсе пынипе Суверенитет çинчен деклараци йышăнни те республикăри налог базине никӗслекен предприятисене хамăра хăварма, Тутарстаншăн ӗçлеттерме май пачӗ.
Каярах, нефтехими, промышленность, ытти отрасльсем аталанса кайсан, вӗсен хăвачӗ республикăна донор-региона çавăрма пултарчӗ. Кунта инвестицисем киле пуçларӗç. Тутарстанăн паянхи вăйӗ - М.Шаймиев Президент чухне лартса хăварнă йывăçсен хунавӗсем. Ял çыннисем ăна газ кӗртсе панăшăн тав тăваççӗ, хула çыннисем йӳнӗ ипотека программине хута янăшăн. Хусан пирки каласси те çук, Шаймиев пуçарнă пинçуллăх уявӗ ăна тӗпрен улăштарса Атăл тăрăхӗнчи туризм центрӗ туса хучӗ.
Халăх хушшинче ăна юратса «бабай» теççӗ. Мӗнле пысăк хисепе тивӗçсен те вăл мăнкăмăлланса «бронзăпа витӗнмерӗ». Çаплипех ӗçлет, шӳтлет, ялан çынсен хушшинче. Республикăн пӗрремӗш Президенчӗ çинчен ЖЗЛ серийӗ кăларнă «Минтимер Шаймиев: Биографи малалла тăсăлать» кӗнеке унăн вӗренӳпе ӗç çулне, хутшăнăвӗсене, кăмăлне вулакана тата та туллирех уçса парса тунă йышăнăвӗсен пӗлтерӗшне ăнланма пулăшать.
Интереслӗ самантсем питӗ нумай. Вуланă май, хăш чух вӗсене чăвашсен пурнăçӗпе те танлаштарас килсе каять. Акă, тӗслӗхрен, ят парасси пирки. Шарип Шаймиев çемйинче Минтимер 9-мӗш ача пулнă. Тетӗшӗпе вăл çураличчен вӗсен умӗн 4 пепке вилнӗ пулнă. Çавăнпа та ывăлӗсене ашшӗпе амăшӗ йăла тăрăх арабла мар, урăхларах, çирӗп сывлăх никӗслекен ятсем парас тенӗ: Хантимер тата Минтимер (минле+тимер - турпаллиллӗ тимӗр). Республикăн пӗрремӗш Президенчӗ уйранпа юсмана (кыстыбый) мӗн ачаран юратса çинине те вуласа пӗлме пулать çак кӗнекерен.
Çулне пăхмасăрах вăл халӗ те спортпа туслă. Çулла - кимӗпе, хӗлле - йӗлтӗрпе. Тăтăшах бассейнра ишет - норма 1,5 км. Ялта ӳснӗ предколхоз ывăлӗ çăва тухсан пахчара çӗрулмипе аппаланать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев