Свижскри Çӗнӗ çул вăййисем
Республикăри кашни хулапа районта, ялсенче Çӗнӗ çул уявӗсем тахçанах пуçланнă ӗнтӗ. Ачасем валли Елкăсăр пуçне тӗрлӗ квестсем, экскурсисем тата ытти тӗрлӗ мероприятисем йӗркелеççӗ. Хусантан инçе мар вырнаçнă Свияжск утравӗ те хаваспах пӗчӗк туристсене кăна мар, аслисене те кӗтет. Тӗлӗнтермелли, каласа памалли, кăтартмалли кунта пайтах. Çакна декабрӗн 23-мӗшӗнче журналистсем валли ятарласа...
Республикăри кашни хулапа районта, ялсенче Çӗнӗ çул уявӗсем тахçанах пуçланнă ӗнтӗ. Ачасем валли Елкăсăр пуçне тӗрлӗ квестсем, экскурсисем тата ытти тӗрлӗ мероприятисем йӗркелеççӗ. Хусантан инçе мар вырнаçнă Свияжск утравӗ те хаваспах пӗчӗк туристсене кăна мар, аслисене те кӗтет. Тӗлӗнтермелли, каласа памалли, кăтартмалли кунта пайтах. Çакна декабрӗн 23-мӗшӗнче журналистсем валли ятарласа хатӗрленӗ пресс-тура кайса хамăр куçпа курса килтӗмӗр.
Свияжск пуян историллӗ, хурлăхлă шăпаллă, çӗршыв историйӗшӗн пысăк пӗлтерӗшлӗ пулнине утрава çитсенех туятăн. Вăл сывлăшра та, авалхи çуртсенче те тытăнса, упранса юлнă. Кама мӗнле пуль те, анчах мана пӗр харăсах темиçе туйăм ярса илчӗ. Тăватă эрне хушшинче Хусана илес тӗллевпе туса лартнă крепость-хула темиçе ӗмӗр хушши пӗтӗм Раççейшӗн православи святыни пулса тăнă. 500 çул хушшинче Свияжск тем те курнă: пуянлăхпа çуклăха та, мухтава та, манăçа кăларнине те. Хăй вăхăтӗнче вăл паллă та шавлă суту-илӳ центрӗ те, ахаль пурнăçлă мăнастир хули те, уес хули те, тӗрмесемпе ытти учрежденисен вырăнӗ те пулнă. Паян крепость-хула çӗнӗрен чӗрӗлсе пырать. Туристсене вăл тахçан авалхи пек мăнастирсен шурă стенисемпе, чиркӳсен ылтăн тăррисемпе кӗтсе илет. Çавăн пекех кунта çынсем пурăнаççӗ, вӗсен хушшинче тӗлӗнтермӗш хулана туса лартакансен несӗлӗсем те пур. Вӗсем упраççӗ те ӗнтӗ темиçе ӗмӗрхи историе.
Чи малтан эпир 19 ӗмӗрте туса лартнă, паллă çемьесем - Медведевсемпе Бровкинсем - пурăннă çуртра вырнаçнă Граждан вăрçин музейне кӗрсе тухрăмăр. Унăн историйӗ çав тери пуян, кунта чаплăран та чаплă çемьесем пурăннă, вӗсем пурте ăста ремесленниксем пек палăрса тăнă. 1918 çулта кунта РККАн 5-мӗш çарӗн штабӗ вырнаçнă пулнă. Кунта çар тата тинӗс ӗçӗсемпе халăх комиссарӗ Лев Троцкий те тем вăхăт пурăннă. Музейӗн пӗр пӳлӗмӗнче Троцкийӗн тата паллă революционеркăн, çыравçăн Лариса Рейнснерăн ăвăс кӗлеткисене курма пулать. Сăмах май, Рейнснер вичкӗн ăслă хӗрарăм пулнă, çав тери илемлӗ те. Людмила Елисеева экскурсовод пире вӗсем пирки, утравăн историйӗ, Граждан вăрçи кунта еплерех йӗр хăварни, паллă çынсем çинчен интереслӗ каласа пачӗ.
Унтан пирӗн ушкăн уçă вырăнта вырнаçнă «Ленивый торжок» суту-илӳ центрне çул тытрӗ. Кунта ачасем валли хатӗрленӗ «Сказ о Никите-стрельце и царице Сююмбике» интерактивлă халапа куртăмăр, интереслӗ пулчӗ. Кăнтăрлахи апат хыççăн «Свияжские забавы» музыка программине хутшăнтăмăр. Ăна «Красная горка» фольклор ансамблӗ йӗркеленӗ. Сăмах май, ушкăн халăхсен хушшинчи тата Раççей конкурсӗсен лауреачӗ. Ансамблӗн солисчӗсенчен пӗри Дарья Толовенкова каласа панă тăрăх, ушкăн артистсем культура институтӗнче вӗреннӗ чухнех йӗркеленнӗ, кӗçех 10 çул пулать. Авалхи вырăс юррисене вӗсем экспедицисене çӳресе пуçтараççӗ. Ертӳçисем Александра Самойловапа Денис Денисов. Юрласа, вырăс халăх вăййисене выляса савăннă хыççăн çак ансамблех йӗркеленӗ Раштав колядкине хутшăнтăмăр. Шавлăн юрласа, купăс каласа Свияжск урамӗсем тăрăх утнине нимпе те танлаштарма çук. Вăхăтлăха çутçанталăкпа пӗрлешсе кайса хальхи цивилизацин хăтлăхӗсене те манатăн. Ура айӗнче юр кăчăртатни, ачасем хаваслăн выляса юрлани пире те ачалăха аса илтерчӗ. Тӗрӗс те, чунтан кантăмăр. Кил хуçисем те ыр кăмăлпа кӗтсе илчӗç, кучченеçсем парса кăларса ячӗç. Вырăс халăхӗн уçă кăмăлӗ туллин курăнчӗ çак мероприятире. Кайран вара «Ленивый торжокри» сувенир лавккинче пире сăмавар чейӗпе тата тутлă икерчӗпе хăналарӗç.
Çакăн пек кану Çӗнӗ çул уявӗнче Свияжска килме шутланă кашни туриста кӗтет. Кашни кунта хăйне кирлине тупма пултарӗ, асăнмалăх сувенирсем те тем тӗрлӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев